Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн тӗрӗксен малтанхи шанчӑкӗпе пуҫтахлӑхӗ тата ытларах ӳсет, вара вӗсем пулӑшу пырасса кӗтмесӗр Клисурӑ пӑлхавҫисене хӑйсем тӗллӗн ҫӗмӗрсе тӑкма шутлаҫҫӗ.
XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗр кӑмӑлӗ унӑн вӑйлӑ тӑвӑлпа ҫил-тӑман кӗтекен паттӑр хыр пек, тепри вара — хӗвел ҫутипе сывлӑм курасшӑн ҫунакан шӑлан чечекӗ пек ачаш пулчӗ, анчах икӗ кӑмӑлӗ те пӗр ҫӗр ҫинчех ӳсет, хӗвелӗсем кӑна уйрӑмшар.
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Васкаса тата тӑрӑшса ӗҫленӗ пирки тавар сутса тӑвакан укҫапа пӗтӗм тупӑш пӗрре пиллӗкмӗш пай чухлӗ ӳсет; 166 т. 67 пусран пиллӗкмӗш пайне — 33 т. 33 пус илӗпӗр — ҫапла вара тата 33 т. 33 п.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑнчах ман патшалӑхӑм хӑвӑрт ӳсет, эсӗ ӗнтӗ эпӗ пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче хуҫа пулса тӑрас вӑхӑта та куратӑн.Но оно быстро растет, и ты уже предвидишь время, когда я буду царствовать над всею землею.
4 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Нервсене вал тӑтӑшах вӑйлӑ, сывӑ ӗҫлеттерет, ҫакӑ вара нерв системине аталантарма кирлӗ (тӳрккес материализм, тетпӗр эпир каллех витӗр курса тӑракан вулавҫӑпа пӗрле); ҫавӑнпа та манӑн ӑсӑм-тӑнӑм, чун-хавал вӑйӗ ҫав юратӑва пула ӳсет.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах юрату паракан илӗртӳ, — ӑна ытлашши нумай ҫынах туйса курайман-ха, — тӗрӗссипе, ҫын пурнӑҫӗнче вӗлтлетсе иртсе каякан япала пулмалла мар вӑл, пурнӑҫӑн ҫак йӑлтӑркка ҫути шырав, ӗмӗт тапхӑрне ҫеҫ (ӑна хӗре лайӑх пӑхма тӑрӑшни, ҫураҫни тейӗпӗр) ҫутатмалла мар, ҫук, ку тапхӑр, чӑннипе, ырӑ, илемлӗ шурӑмпуҫ ҫеҫ, кунтан малтан, кун умӗн пулакан япала пулмалла, ун ӑшшипе ҫути вара ӳснӗҫемӗн ӳссе пыраҫҫӗ, уйрӑмах ӑшши вӑрах ӳсет, кӑнтӑрла иртсен те-ха вӑрахчен ӳсет.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унтан вара — аппетит апат ҫинӗ чух ӳсет!
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫатан урлӑ каҫса ҫӳремелли вырӑн таврашӗнче талпиҫенӗн сенкер те хӑмач пуҫӗсем мӑнаҫлӑн хӑпарса тӑраҫҫӗ, хир кантӑрӗ ашкӑрса ӳсет; ҫатан тӑрӑх, шалчасен хушшипе, вӗсене шӑнкӑрав евӗрлӗ сарӑ чечексемпе эрешлесе, кавӑн аври вайкаланса выртать; ирсенче ҫатан ҫеҫкисене сарнӑ йыт пыршипе ҫиҫет, инҫетрен вара вӑл ӑста тӗртнӗ кавир евӗрлех курӑнать.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тимӗрҫ лаҫҫин ҫерем кассипе пусӑрӑннӑ ҫатан ҫивиттийӗ ҫинче кантӑрпа хытхура ӳсет.На осевшей плетневой крыше кузницы, плотно придавленной дерном, росли дикая конопля и бурьян.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Акӑ чие йывӑҫӗ ӳсет, ун ҫинче тӗрлӗ турат нумай.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл ӳсет, сарӑлать, ҫур тӳпене йышӑнать, — унӑн тӗксӗм ҫунат айӗсем, усала систерсе, шурала-шурала каяҫҫӗ, — унтан вӑл аннӑҫем анать, унӑн аялти шӑла пир пек витер курӑнакан лапка-лапка ҫупкӑмӗсем ҫеҫен хирти тӗме ҫинче ларакан ҫил арманӗ тӑррине лекеҫҫӗ; таҫта ҫӳлте илтӗни-илтӗнми лӑпкӑ аслати хӑлтӑртатса иртет те ырӑ, сиплӗ ҫумӑр ҫума пуҫлать.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Фермӑри ӗҫсене тӗрӗс йӗркелесе ярсан, сӗт тухӑҫлӑхӗ ӳсет, ку пире ҫав тери пысӑк тупӑш пама пултарать!Ведь правильно постановленное молочное хозяйство будет давать огромный доход!
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Чавса кӑлартӑм та пӑхатӑп: тымарсем ҫумӗнчи ҫав тери пӗчӗккӗ те ҫӳҫ пӗрчи пек ҫинҫешке вӗҫӗсем — шӑтса тухнӑ тырӑ пӗрчи вӗсемпе тӑпраран хура юн ӗмсе илет, вӗсем тӑрӑх ҫимӗҫ илсе ӳсет — тӑпӑлса таткаланса пӗтнӗ.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӑна хӑй ӗненни лайӑх палӑрать, ҫавӑнпа та эпӗ: — Лайӑх тӑрантарсан — ӳсет, — терӗм.Было ясно, что он верит в это; я ответил: — Если хорошо кормить — вырастет!
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Сулахай енче, ту тӑррисенче, халь-халь ҫумӑр ҫуса ярас пек, хура йывӑр пӗлӗтсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем симӗс тайлӑмсем тӑрӑх шӑваҫҫӗ; ту тайлӑмӗсенче имшер самшит йывӑҫӗ ӳсет; ватӑ буксемпе ҫӑка хӑвӑлӗсенче «сим-пыл» тупма пулать, — ҫав «сим-пыл» ӗлӗк-авал Аслӑ Помпей салтакӗсене кӑштах пӗтерсе хуман, хӑйӗн ӳсӗртекен пылакӗпе вӑл тимӗр пек ҫирӗп римлянсене пӗр легионӗпех ураран ӳкернӗ; пыл хурчӗсем ҫав пылака лаврпа азали чечекӗсем ҫинчен пухаҫҫӗ, «иртен-ҫӳрен ҫынсем» вара ӑна, йывӑҫ хӑвӑлӗнчен илсе, лаваш ҫине — тул ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӳхе пашалу ҫине сӗрсе ҫиеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Туслӑ кил-йышра ӳсет тӑватӑ арҫын ача ҫапла.
Туслӑ кил-йышра ӳсеҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18
«Ӳсет, чиперленме тытӑнать», куланҫи пулчӗ Катерина, унтан вӗсене пӗр ҫӗре хучӗ, хучӗсене тирпейлӗн сӑтӑрса якатрӗ.
30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тулӑ мӗнле ӳсет унта?
26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Тырӑ лайӑх ӳсет.
26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Кастарсах тӑрап та вӗт, Андрей Иванӑч, — хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ Степа, — ҫӳҫӗм ҫаплах ӳсет, чарма ҫук.— Ей-ей, стригусь, Андрей Иваныч, — густо покраснел Степа, — а они лезут и лезут, удержу нет.
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951