Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗклесе (тĕпĕ: ҫӗкле) more information about the word form can be found here.
Юн кайса тӑнне ҫухатнӑ хӗрарӑма пуҫхӗрлӗ ҫӗклесе тӑн кӗртнине те «японски способ» тенӗччӗ вӑл.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӗрарӑма йӑтса ҫӗкленӗ чух Павлуш кӗтмен ҫӗртен апчху турӗ, ҫӗклесе тӑнӑ чух та тӳсеймерӗ — каллех апчхуларӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Арӑмӗ майра иккен, — ӑна тӑрантас ҫинчен ал вӗҫҫӗн ҫӗклесе антарнине асӑрхарӗҫ вӗсем.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Иоаким Степанович, чей хатӗр — кӗрӗр, мӗн урамрах тӑратӑр, — терӗ те шыв витрисене пӳрте ҫӗклесе кӗме тӑчӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эп эрешлесе панӑ пурҫӑн чӗкеҫ?! — сӗрме купӑс виттине ҫӗклесе кӑтартрӗ Ульянин арӑмӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре урапа ҫине ҫӗклесе хурӗҫ те, кашкӑр ҫӑвӑр путеке йӑтса кайнӑ пек, таҫта вӑрман варрине турттарса кайӗҫ.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрса хӑйӗн пӗчӗк арӑмне ҫӳле ҫӗклесе илчӗ те: «Маттур та ӑслӑ эсӗ, манӑн кӑвакарчӑнӑм!» — тесе темиҫе хутчен хыттӑн чуп турӗ, унтан хӑвӑрттӑн тумланса юлан утпа алманчӑ патне вӗҫтерчӗ.

Help to translate

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку вара алманчӑна татӑклӑнах виҫерен кӑларчӗ, вӑл, хӑйне патакпа йӗкӗлтесе тулаштаракан йытӑ пек, ҫиллессӗн ӑрлатса шӑлне шатӑртаттарса илчӗ те аллинчи суллине пӗтӗм вӑйпа урайне ҫӗклесе ҫапрӗ.

Help to translate

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл кӗҫӗн алӑка ҫӗклесе тӑпсинчен вӗҫертесшӗн пулчӗ — май килмерӗ.

Help to translate

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл сӗтел айӗнче ларакан пӗчӗк пичкене ҫӗклесе илсе пукан ҫине вырнаҫтарчӗ те виҫӗ алтӑр сим пыл тултарчӗ, сим пылне тӑка-тӑка алтӑрӗсене Тукайпа Сарри мӑрсасене тыттарчӗ.

Help to translate

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Виҫӗ пӗрчӗ йӗтӗнрен Кӗрӳ кӗпи кӑларчӗ, Вӑл та пулин шӑтӑклӑ, Кӗрӗ ҫӗклесе тунӑ ӑна.

Help to translate

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мана ун пек укҫа кирлӗ мар, — терӗ те вӑл ылтӑнне урайне ҫӗклесе ҫапрӗ.

Help to translate

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тахӑшӗ лаша кӳлсе пачӗ, тахӑшӗсем Иливана урапа ҫине ҫӗклесе хучӗҫ, таҫтан Иливанӑн ҫывӑх тӑванӗсем — Неспикепе Северпи килсе ҫитрӗҫ, Ахтупай, пукан ҫинче ухмаха тухнӑ ҫын пек лараканскер, ӑна-кӑна нимӗн те асӑрхамарӗ.

Help to translate

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата пӑртак айкашнӑ хыҫҫӑн сунарҫӑ кӑш кайӑкне ним амантмасӑрах мӑйӗнчен ҫӗклесе кӑларчӗ.

Help to translate

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрсукне тиха ҫинчен сӗтӗрсе антарса ҫӗре ҫӗклесе ҫапрӗ.

Help to translate

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ав пӗр старик, тӗрленӗ кӗпепе кӑвак йӗм тӑхӑннӑскер, тарпа шӳнӗ ҫӑм шлепкине тусан ҫине ҫӗклесе ҫапнӑ та пӗтӗм ҫын куҫӗ умӗнче хӑйӗн ҫӳҫӗсене тӑпӑлтарать.

Help to translate

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тасалатӑр-и эсир, тасалмастӑр-и? — Сахвине патаккине ҫӗклесе Ахтупай еннелле тапӑнса пычӗ.

Help to translate

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай ашшӗ вара ӑна ҫӑмӑллӑнах хул пуҫҫи ҫине ҫӗклесе лартнӑ та пӗр ҫаврӑнса пӑхмасӑр урампа утнӑ.

Help to translate

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Упӑшки сасси, сӗрме купӑсӑн ҫинҫен чӗвӗлтетекен хӗлӗхӗ ҫумне хулӑнрах хӗлӗх янравӗ хутшӑннӑ пек, юрра ҫӗклесе, вӑйлӑлатса ярать.

Help to translate

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йытӑ пӳртелле вирхӗннӗ те часах темскер ҫӗклесе тухнӑ.

Собака побежала в дом и скоро выбежала с чем-то в зубах.

Пушар йыттисем // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 49–50 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed