Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапса (тĕпĕ: ҫап) more information about the word form can be found here.
Ак халӑх чӑшӑлл! туса илчӗ — хӑма ҫапса тунӑ ҫӳллех мар пусма ҫине воевода ҫыннисем хӑпарса тӑчӗҫ: стрелецкий голова, дьяк, сӑрнайҫӑ тата темле ҫын — ӑна мӑрсасем уйӑрса илме те пултараймарӗҫ.

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл малтанах пӗлнӗ мар-и: ку хыпар вӗсене йӑлтах ҫапса хуҫать, анратса ярать.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ак хайхи! — терӗ Сарри аллипе хӑйӗн чӗркуҫҫине шарт! ҫапса.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Северьян сисрӗ, Талановӑн вӗсемпе халап ҫапса тӑма вӑхӑт ҫук, вӑл хӑй ӗҫленӗ ҫӗре васкать.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах кала-ха, Аттеней, сана вара Сарри пӗрре те ҫапса курман-и?

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арҫынсем, Эрнепи чӗринче мӗн пулса иртнине ӑнланмасӑр ун ҫине тӗлӗнсе пӑхаканскерсем, хӗн-хур, асап ҫапса хуҫнӑ хӗрарӑмӑн йӗс шӑнкӑрав пек сассине илтрӗҫ.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унӑн кӑшт ҫеҫ тӗлкӗшекен пурнӑҫ хавалне Ахтупай ҫапса хуҫрӗ.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав вӑхӑтра ҫывӑхрах чан ҫапса ячӗ, пухӑннӑ халӑх кӗр! кӗрлесе илчӗ те сасартӑк шӑпланчӗ.

Help to translate

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тимӗрҫӗсем ӳркенмерӗҫ, лаҫран тухма та пӗлмерӗҫ темелле, анчах темиҫе эрне ҫумӑр айӗнче терт курнӑскерсем, килти ӗҫе те манмарӗҫ — мӗн тӗттӗм пуличчен хӑйсем валли ҫӗр пӳртсем чаврӗҫ, хӑма ҫапса е пура пураса ҫуртсем турӗҫ.

Help to translate

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вула! — халь-халь ҫапса ярас пек хӑмсарса кӑшкӑрчӗ Сафа-Гирей.

Help to translate

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапса амантса ҫеҫ ан пӗтерччӗр тет Ятламас, тата чирлесе ӳкмелле ан пултӑр.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑхӑт лӑпкӑ мар, вӑрман аслӑ, ҫул ҫинче темле вӑрӑ-хурах та ҫапса пӑрахма пултарать.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урасмет хӑйне янахран пырса ҫапса ыткӑнтарса янӑ хыҫҫӑн тӑна кӗмерӗ.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кил хуҫалӑхӗнче мӗнле те пулин инкек сиксе тухать-и, тыр-пула пӑр ҫапса каять-и, мӗн пур ӳсен-тӑрана шӑрӑх ҫанталӑк ӗнтет-и, — ватӑраххисем тӳрех синкерлӗ вӑтӑр виҫҫӗмӗш ҫула аса илеҫҫӗ.

Help to translate

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ай турух! — терӗ Настаҫ кинеми, аллипе шарт ҫапса.

Help to translate

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Ҫиессе ҫиместчӗ хӑй вӗсене, вӗлеретчӗ те пусма умне хурса хӑваратчӗ, «акӑ, курӑр, эп ӗҫсӗр ыйха ҫапса выртмастӑп» тенӗ пекех пулса тухатчӗ вара: Кашни кун темиҫе шӑши тытать те, пурне те мӗнле ҫисе ятӑр.

Help to translate

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Чӗлӗ ҫӑкӑр касса тухрӑм, пусма тӑратрӑм та пӳрт карнисӗ ҫумне хӑма татки ҫапса, ҫӑкӑрне тӗпретсех хурса патӑм.

Help to translate

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Шӑнкӑрчсен тухса ӳкнӗ йӑвине эпӗ каллех вӗлле ӑшне хутӑм, тӗпне ҫапса юсарӑм та, чӗпписене те шала лартса, вӗллене тепӗр хут йӑмра ҫине, малтанхи вырӑна улӑхса ҫыхрӑм.

Help to translate

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Ҫав тери савӑнӑҫлӑн, ҫунаттисене ал ҫупнӑ пек ҫапса, хавасланса шӑрантараҫҫӗ хӑйсен юррине.

Help to translate

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Вӑрмана каятпӑр та кашни ҫул юппине юпа лартса ҫапса тухатпӑр, — пӗр харӑс каласа хучӗҫ хайхи туссем.

Help to translate

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed