Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫутҫанталӑк ӑна ку енӗпе кӳрентермен; инкӗшӗ унӑн ӑсӗпе ирӗклӗхне хӗсӗрлемест, ҫавӑнпа Ольга нумай япалана хӑех тавҫӑрса илет, ӑнланать, пурнӑҫа асӑрхануллӑн сӑнать, итлет… сӑмах майӗн тусӗ каланисене, канашӗсене те итлет…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗнле-ха ку: ҫутҫанталӑк саккунӗсене пула этем ҫапла пултарулӑхсӑр ҫуралать-и? — шухӑшланӑ Штольц: — е ку хатӗрленментен, вӗренментен килет-и? — Ӑҫта-ха ҫав хӑйӗн илӗртӳне нихҫан ҫухатман, кулӑшла пулман, улшӑнакан, ҫапах та сӳнме пӗлмен кӑмӑл-туртӑм?
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах ҫак тӗрлӗ ӗмӗрсенчи сӗтел-пукан, картинӑсем хушшинче никамшӑн та ним тӗшне тӑман, ҫапах Ольгӑпа Штольца телейлӗ сехете, асран кайми саманта аса илтерекен япаласем хушшинче, тем чухлӗ кӗнекесемпе нотӑсем хушшинче вӗсен ӑшӑ пурнӑҫӗ сисӗннӗ, вӗсен ӑсӗпе эстетикӑллӑ туйӑмӗ киленнӗ; йӗри-тавра ӗмӗрхи ҫутҫанталӑк илемӗ йӑлтӑртатнӑ пекех, ҫакӑнта пур ҫӗрте те лӑпланма пӗлмен шухӑш пурри сисӗннӗ, е этем ӑсӗн илемӗ йӑлтӑртатса тӑнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Этем хӑй пурнӑҫне хай тума ҫуралнӑ, вӑл пурнӑҫа улӑштарма та пултарать, эсӗ пур — хырӑм ӳстерсе янӑ та, ҫакӑн пек йывӑрлӑха ҫутҫанталӑк ячӗ ман ҫине, тесе шухӑшлатӑн.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑвӑнта ҫутҫанталӑк панӑ ӑспа сӑнавлӑх мӗн чухлине те чухлаймастӑн-ха эсӗ.Ты не подозреваешь даже, сколько в тебе врожденного ума и наблюдательности.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫутҫанталӑк ӗҫлӗ пурнӑҫпа пурӑнать, йӗритавралӑх, куҫа курӑнман вак-тӗвек ӗҫпе вӗресе тӑрать пулин те, чаплӑн сарӑлса выртнӑн туйӑнать.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫутҫанталӑк та янкӑр уҫӑ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӑхтӑр-ха, эпӗ татса илем, — терӗ Обломов, курӑк патне пӗшкӗнсе, — ун шӑрши тутлӑрах: уй-хир, раща шӑрши пур; ҫутҫанталӑк ытларах.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Унтан шалпар сюртук е мӗнле те пулин пиншак тӑхӑнатӑп та, арӑма пилӗкӗнчен ыталаса, вӗҫӗ-хӗррисӗр те тӗксӗм аллея тӑрӑх шалалла кӗрсе каятпӑр; хуллен, шухӑша кайса, сӑмахсӑр е илтӗнмеллех шухӑшласа пыратпӑр, ӗмӗтленетпӗр, юн тымарӗ тапнине шутланӑ пек, телей минучӗсене шутлатпӑр; чӗре мӗнле тапнине, чарӑннине итлетпӗр; ҫутҫанталӑк хамӑр хута кӗнине шыратпӑр… вара сисмесӗрех ҫырма хӗррине… уй-хире тухатпӑр…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫук, ку пурнӑҫ мар, виҫене, ҫынна ҫутҫанталӑк кӑтартса панӑ пурнӑҫ тӗллевне пӑсни пулать…Нет, это не жизнь, а искажение нормы, идеала жизни, который указала природа целью человеку…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак вӑхӑтра шӑрӑх майӗпен чакса пырать; ҫутҫанталӑк йӑлтах чӗрӗлме тытӑнать; хӗвел те вӑрман патнелле шӑвать ӗнтӗ.Между тем жара начала понемногу спадать; в природе стало все поживее; солнце уже подвинулось к лесу.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем унта Швейцаринчи е Шотлӑндири евӗрлӗ мӗнле те пулин каҫа курайман пулӗччӗҫ: ҫав ҫӗршывсенче пӗтӗм ҫутҫанталӑк — вӑрман та, шыв та, хӳшӗсен стенисем те, хӑйӑр сӑрчӗсем те — пурте тӗксӗм хӗрлӗ ҫутӑпа ҫуннӑн ялтӑртатса тӑраҫҫӗ; пӗр-пӗр Ледипе пӗрле мӗнле те пулин ҫурт-йӗр ишӗлчӗкӗсем патӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн кукӑр-макӑр хӑйӑрлӑ ҫулпа тӗреклӗ замока васкакан юланутлӑ арҫынсен мӗлкисем ҫав тӗксӗм хӗрлӗ тӗс ҫинче яр-уҫҫӑнах палӑрса тӑраҫҫӗ; замокра вӗсене Вальтер Скотт пирӗн асра хӑварнӑ нумай картинӑсем кӗтеҫҫӗ — икӗ роза хушшинче пулса иртнӗ вӑрҫӑ ҫинчен аслашшӗ каласа пани, хир качаки ашӗнчен пӗҫернӗ каҫхи апат тата лютня каласа ҫамрӑк мисс юрласа панӑ баллада.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫутҫанталӑк ҫав териех кӳрентернӗ-им мана?
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ вӑл ҫуллахи каҫ веранда ҫинче, сулхӑнра, чей ӗҫмелли сӗтел хушшинче, ларать пек, ун аллинче вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗм; вӑл ӳркевлӗн чӗлӗм туртса, умӗнчи ҫутҫанталӑк илемӗпе, уҫӑ сывлӑшпа, шӑплӑхпа киленет; инҫетре сарӑ уй курӑнать, палланӑ хурӑнлӑх хыҫне анса ларакан хӗвел тӗкӗр пек тикӗс пӗве ҫине хӗрлӗ тӗс ӳкерет; сулхӑн ҫапать, каҫ пулса килет; хресченсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн хиртен кӗреҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫутҫанталӑк, ӑна курӑнмаллах палӑрса тӑракан ырӑ сӑн та, усал сӑн та паман.Природа не дала ему никакой резкой, заметной черты, ни дурной, ни хорошей.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑйӗн сӗм-авалхилле, нимӗнпе пӑтранман-вараланман, ялт-ҫутӑ шутлавне мӗн кӑсӑклантарнипе пӑлхантарнине пӗтӗмпех ывӑнма пӗлмесӗр ыйтса тӗпчет вара вӑл манран тӗпӗ-йӗрӗпе: ҫӗршывсемпе халӑхсем, ҫутҫанталӑк пулӑмӗсем ҫинчен, ҫӗрпе тӗнче тытӑмӗ, вӗреннӗ ҫынсем, пысӑк хуласем пирки…
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Олеҫҫӑн вара ку тӗлӗшпе те ҫутҫанталӑк панӑ темле сӑпайлӑ йӗркелӗх пурри курӑнсах тӑчӗ.У Олеси даже в манере есть была какая-то врожденная порядочность.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Мӗнпур хусканӑвӗнче, кашни сӑмахӗнчех, — шутлатӑп эпӗ, — мӗнле-тӗр чыслӑх (ҫав самай йӗрӗнчӗкле сӑмахӑн чи аван пӗлтерӗшӗпе пӑхсан, паллах), ҫутҫанталӑк панӑ темле чечен виҫелӗх палӑрать унӑн…»
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Сӑмах та ҫук, ҫутҫанталӑк чее.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑйӗн тӗлӗнмелли чӗрчунӗсене пӗтесрен хӑтармашкӑн ҫутҫанталӑк темӗн чухлӗ вӑй пӗтернӗ.Природа приложила все усилия, чтобы защитить и спасти от гибели свои замечательные создания.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949