Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑтса (тĕпĕ: ывӑт) more information about the word form can be found here.
Вара кӗтес хыҫӗнчен тепӗр ҫуна сиксе тухрӗ, унпа пӗрле виҫӗ юланут буркисене вӗҫтерсе пынӑ, — вӗсен учӗсем чупса мар, ташласа, ура айӗнчи юра ывӑтса пынӑ.

Затем из-за угла выскочили вторые сани в сопровождении трех верховых в бурках, — кони под ними не скакали, а танцевали, бросая копытами снег.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсӗ мана ӑнланатӑн пулсан, — Сергей аллинчи чулне ывӑтса ячӗ, — ман канаша хапӑлах йышӑннӑ пулӑттӑн…

— Если бы ты меня понял, ты бы охотно послушал моего совета…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл, пуҫри казак карттусне хывса, тӗм хушшинелле ывӑтса ярать, унтан йӑмӑх хӗрлӗ лампас тыттарса ҫӗлетнӗ шӑлаварне антарма пуҫлать.

Он швырнул в него казачью фуражку, сел, торопливо стягивая алевшие лампасами шаровары.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Афонька Озеров вӗсем ҫинелле икӗ граната ывӑтса ячӗ, анчах иккӗшӗ те, ҫав каркаланчӑксем ҫине ӳксе, каялла ывтӑнса ҫурӑлчӗҫ.

Две гранаты, кинутые Афонькой Озеровым, разорвались, отскочив от сетки.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑй ҫавӑнтах хут листине аяккалла ывӑтса ячӗ.

А сам бросил вынутый листок.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий котелок айӗнче ҫатӑртатса ҫунакан шанкӑна пӗрех атӑ сӑмсипе аяккалла тапса ывӑтса ячӗ.

 — Листницкий носком сапога выбросил из-под котелка горевший хворост.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Сергей нумайччен ним чӗнмесӗр ларчӗ, вара хӑва хуллине хуҫса, килкарти варринелле ывӑтса ячӗ.

— Сергей переломил хворостину и отбросил ее на середину двора.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑнӑхнӑ йӑлапа тенӗ пек, вӑл хӑвӑрт кӑна танк ӑшне сиксе анчӗ, ҫивӗч куҫӗпе экипаж ҫине йӑлт ҫеҫ пӑхса илчӗ, чечексене Бурцева ывӑтса пачӗ, люка хупрӗ те ҫав самантрах хӗрсем ҫинчен те, чечек ҫинчен те манса кайрӗ.

Он одним прыжком очутился в танке, коротким, но строгим взглядом посмотрел на членов экипажа, бросил Бурцову цветы, захлопнул люк и в ту же минуту забыл и о девушках и о цветах.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Айӑр лашасене курсанах, пӗтӗм ӳтне чӗтретсе, хура ҫилхине ҫӳле ывӑтса, хытӑ кӗҫенсе ячӗ.

Увидев лошадей, жеребец пронзительно заржал, весь содрогаясь и высоко вскидывая черную гриву.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шыв хытӑ юхакан тӗлте вӑл ҫиеле тухрӗ, йӗпеннӗ ҫӳҫне ҫамки ҫинчен ывӑтса ячӗ те, аллисемпе ҫӑмӑллӑн хӑлаҫланса, шывӑн тепӗр еннелле ишсе кайрӗ.

Всплыл Сергей на быстрине, встряхнул мокрым чубом и, легко взмахивая руками, направился к противоположному берегу.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӳртрен, пуҫне ҫитсӑ ҫӗтӗкӗпе ывӑтса тӗртнӗ утиял татӑкӗ пӗркенсе, пӗр хӗрарӑм тухрӗ.

Из хаты вышла женщина с рядюжкой на голове.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сӑрт ҫинчен Татарски хутора аннӑ чух Григорий, тӗлӗннӗн, аллинче чӑпӑркка тытса пынине асӑрхарӗ, чӑпӑрккине ывӑтса хӑварчӗ.

На спуске с горы в хутор Татарский он, недоумевая, увидел в руках своих кнут, бросил его.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл хӑйӗн ӑшӑ плащне Саша мучие ывӑтса пачӗ те, паллӑнах уксахласа, крыльцана улӑхрӗ.

Кинув на руки деду Сашке теплый плащ, он, заметно прихрамывая, поднялся по крыльцу.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий тепӗр обоймӑна затвор хушшине чикме кӑна тӑнӑччӗ — сасартӑк ҫак самантра тата тепӗр бомба, малтанхинчен те хытӑрах ҫурӑлса кайса, ӑна хӳме ҫумӗнчен пӗр чалӑш аяккалла ывӑтса ячӗ.

Григорий только что вложил обойму, как еще более потрясающий взрыв швырнул его на сажень от забора.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, хӑй ҫирӗп ларса пыманнине туйса, чӗреренех хӑраса ӳксе, йӗнер йӑранине шыраса тупрӗ; аялалла усӑнса, ӑна ярса тытрӗ, ура пуҫне тӑхӑнтартрӗ, унтан пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те ултӑ лаша кӳлнӗ тупӑ курчӗ; чи малти лаши ҫинче ларса пыракан юланутӑн пуҫне касса татса ывӑтса янӑ, анчах вӑл, аллисемпе ут мӑйӗнчен ярса тытнӑ та, пурпӗр ҫаплипех ларать, хӑйӗн кӗпи пӗтӗмпех юнпа тата пуҫ мимипе нимӗрленсе пӗтнӗ.

И Григорий, чувствуя свое неустойчивое положение в седле, ловил стремя с внутренним страхом; свесившись, поймал, вдел носок и, подняв глаза, увидел орудийную запряжку шестерней, на передней — обнявшего руками конскую шею зарубленного ездового, в заплавленной кровью и мозгами рубахе.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Палашӗ Иванков патне ҫитмен пирки, нимӗҫ ӑна ывӑтса ячӗ те, хӑвӑрт-хӑвӑрт мӑчлатакан хӑравҫӑ чакӑр куҫӗсене Иванков ҫинчен вӗҫертмесӗр, йӗнерӗ ҫумне ҫӗлесе хунӑ сарӑ йӗнӗ ӑшӗнчен карабин туртса кӑларма тытӑнчӗ.

Палаш не доставал, и немец, кинув его, рвал из пристроченного к седлу желтого чехла карабин, не спуская с Иванкова часто мигающих, напуганных коричневых глаз.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, ҫулнӑ тырра косилка ҫинчен ывӑтса пыраканскер, иртен вара ик витре кӗрекен баклагӑри шывӑн ҫуррине ӗҫсе ячӗ.

Петро, метавший с косилки, выпил с утра половину двухведерной баклаги.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан казаксем сырӑш ҫине хӑпарса тӑчӗҫ те, Франьӑна вите стенин пӗр ҫуркамне туртса уйӑрса тунӑ хушӑкран тулалла ывӑтса ячӗҫ.

Казаки, взобравшись на ясли, выкинули в пролом стены, где отдиралась плохо прибитая пластина.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Хӗрӗнкӗ» — чухласа илчӗ Григорий, ашшӗн ҫемҫелсе кайнӑ пичӗ ҫине куҫне ывӑтса.

«Под хмельком», — определил Григорий, окидывая взглядом размякшее отцово лицо.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗрхентӗм эпӗ сана, эхер те чупса пынӑ чух ҫапнӑ пулсан — ик ҫӗрелле татса ывӑтса янӑ пулӑттӑм!

Я пожалел тебя, а ежели б вдарил на бегу — надвое пересек бы!

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed