Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑппӑн the word is in our database.
шӑппӑн (тĕпĕ: шӑппӑн) more information about the word form can be found here.
Ҫапла шӑппӑн тавлашкаланӑ май таркӑнсем карта хӗррипе сад вӗҫнерех утрӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурте шӑппӑн тухрӗҫ те алӑка каллех питӗрсе илчӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗттӗмленсен, хытанка Ванькка чӳрече рамине шӑппӑн кӑларчӗ те картишне тухрӗ, алӑк патне пырса, ҫӑрана унчченех хатӗрленӗ уҫӑпа уҫрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ака мӗн, туссем, — терӗ шӑппӑн.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Малтан шӑппӑн, унтан шавлӑн мӑкӑртатни йӗрӗнчӗк-усал сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене куҫрӗ.

Сначала тихое, потом громкое бормотанье вылилось сложным арсеналом отвратительных бранных фраз.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Тарт шӑппӑн малалла утӑмларӗ, чӗр чуна тӗм хыҫӗнчен кӑларас тесе кӑшкӑрасшӑнччӗ, анчах ӳсен-тӑранӑн ешӗл серепи ӑшӗнче сасартӑк хура куҫ йӑлтӑрккине курчӗ, тӳрленсе тӑчӗ те кӗтменлӗхе пула шартах сикрӗ.

Тарт тихо шагнул вперед и хотел крикнуть, чтобы животное выскочило из кустов, но вдруг, в самой глубине зеленой сети растений, поймал черный блеск глаза, выпрямился и вздрогнул от неожиданности.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Авӑ, юнашаррӑн, пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗне-тӗршӗне, вӗсем тытса чарайми пусма евӗр аялалла юхаҫҫӗ, леререх ушкӑншарӑн, икшер-виҫшерӗн нӳрлӗ чул тӳшекӗнчен шӑппӑн йӑтӑна-йӑтӑна анаҫҫӗ; тата ҫӳлерех пӗччен шыв сикки картлашкасене чӑма-чӑма ҫӳллӗ хысакран ишӗлсе тӑкӑнать те сывлӑшра витӗр курӑнакан шӗвӗ кӗмӗл сапаласа акать; аяларах тикӗс кӗленче йӑрӑм шавлать — чулсем ҫинче ҫапӑнса-арканса йӑлтӑркка пӑр сирпӗнчӗкӗсене вӗттӗн-вӗттӗн тӑркӑшлать-вӗҫтерет.

То рядом, теснясь друг к другу, лилась вниз их серебряная, неудержимая ткань, то группами, по два и по три, тихо свергались они с влажного каменного ложа в невидимый водоем; то одинокий каскад, ныряя в уступах, прыгал с высокого гребня и сеял в воздухе прозрачное, жидкое серебро; то ровная стеклянная полоса шумела, разбиваясь о камни, и пылила сверкающим градом брызг.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ҫак тӗнчен ятсем ҫук, ҫавӑнпах Тарт ӑна шӑппӑн йышӑнать.

Не было имен этому миру, и Тарт молча принимал его.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Сӗркӗчпе шӑппӑн сӗрсе Циммер хӗлӗхсене ҫӗр ҫинче ҫук асамлӑ ҫемӗпе калаҫтарать, телей ҫинчен шухӑшлать…

Циммер сидел, тихо водил смычком, заставляя струны говорить волшебным, неземным голосом, и думал о счастье…

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй ҫаврӑнчӗ те ҫӳлелле пӑхрӗ; унта хӗп-хӗрлӗ парӑс шӑппӑн ӑнтӑлса вӗлкӗшет; унӑн ҫӗввисенче йӗпкӗн хӗрлӗ тӗтӗм евӗр хӗвел йӑлтӑртатать.

Грэй оглянулся, посмотрев вверх; над ним молча рвались алые паруса; солнце в их швах сияло пурпурным дымом.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫак вунӑ минута Грэй питне аллипе хупласа ирттерсе ячӗ; вӑл нимӗн тума та хатӗрленмест, нимӗн пирки те ӗмӗтленмест, шухӑшӗнче шӑппӑн ҫеҫ тӑрас килет унӑн.

Эти десять минут Грэй провел, закрыв руками лицо; он ни к чему не приготовлялся и ничего не рассчитывал, но хотел мысленно помолчать.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ассоле палласа илсен нӑйкӑша-нӑйкӑша, кӳлепипе авкаланса-хуҫкаланса, «эпӗ» тата «эсӗ» тенешкел ӑнланмалла япалапа шӑппӑн килӗшсе йытӑ юнашар лӗпӗстетсе пычӗ.

Собака, узнав Ассоль, повизгивая и жеманно виляя туловищем, пошла рядом, молча соглашаясь с девушкой в чем-то понятном, как «я» и «ты».

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Шӑппӑн хурланса лармалла-ши е килти ӗҫсене тумалла-ши тенешкел — Ассоль пӗр хушӑ пӳлӗм варринче шухӑша путса тӑчӗ; унтан чашӑк-тирӗк ҫурӗ, шкапра апат-ҫимӗҫ пурри-ҫуккине тӗрӗслерӗ.

Ассоль некоторое время стояла в раздумье посреди комнаты, колеблясь между желанием отдаться тихой печали и необходимостью домашних забот; затем, вымыв посуду, пересмотрела в шкалу остатки провизии.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Шыв ҫырана шӑппӑн пыра-пыра ҫапӑнать; хунарне ҫутсан Грэй ҫыр путӑкӗсене, унӑн ҫӳлти, усӑнчӑк хысакӗсене курчӗ; ку вырӑн ӑна килӗшет.

Здесь тихо прибивало водой; засветив фонарь, он увидел ямы обрыва и его верхние, нависшие выступы; это место ему понравилось.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

«Ишсе ҫӳрекенсемшӗн, ҫул ҫӳрекенсемшӗн, чирлекенсемшӗн, хӗн куракансемшӗн, тыткӑна лекнисемшӗн», — илтрӗ шӑппӑн сывласа тӑракан Грэй.

 — «О плавающих, путешествующих, болеющих, страдающих и плененных», — слышал, коротко дыша, Грэй.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ана амӑшӗ ӑҫтине каларӗҫ; вӑл пысӑк пӳлӗме кӗчӗ, алӑка шӑппӑн хупса хучӗ, хура кӗпеллӗ, чаларнӑ ҫӳҫлӗ хӗрарӑма тӗсенӗ май пӗр сасӑсӑр тӑпах чарӑнчӗ.

Ему сказали, где мать; он прошел в высокое помещение и, тихо прикрыв дверь, неслышно остановился, смотря на поседевшую женщину в черном платье.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑл манра, куратӑн-и? — пӗчӗк ал лаппине уҫса шӑппӑн кулчӗ Грэй.

Он у меня, видишь? — Грэй тихо засмеялся, раскрыв свою маленькую руку.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Ҫакӑ пӗтӗмпех мана валли-и? — шӑппӑн ыйтрӗ Ассоль.

— Это все мне? — тихо спросила Ассоль.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пан улми ҫиекен хӗрӗ шӑппӑн тӑрмашса-ӗнӗрлесе ларнине курсан Лонгренӑн тӳсӗмлӗхӗпе тавлашас килни сӗвӗрӗлеҫҫӗ те — вӑл йӳнӗрех сутма килӗшет, приказчик чаплӑ та кервен теттесене карҫинккине тултарать те — савӑнӑҫлӑ куллине мӑйӑхӗ хушшине пытарса Лонгрен килӗнчен тухса утать.

Тихая возня девочки, мурлыкавшей над своим яблоком, лишала Лонгрена стойкости и охоты спорить; он уступал, а приказчик, набив корзину превосходными, прочными игрушками, уходил, посмеиваясь в усы.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тинӗселле ӑнтӑлакан кимӗ ҫинчи Меннерса юлашки сӑмахне каличченех Лонгрен нимӗн шарламасӑр тӑнӑ: хускалмасӑр, судья пек ҫирӗппӗн те шӑппӑн, Меннерсрен йӗрӗннине, ӑна нимӗн вырӑнне те хуманнине палӑртса.

Молча, до своих последних слов, посланных вдогонку Меннерсу, Лонгрен стоял; стоял неподвижно, строго и тихо, как судья, выказав глубокое презрение к Меннерсу.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed