Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шултра the word is in our database.
шултра (тĕпĕ: шултра) more information about the word form can be found here.
Хыткан та шултра куктӗрриллӗ питкуҫлӑскер, ҫӳҫне-пуҫне тирпейлемесӗрех вӑл ҫатан карта умне тухса тӑрать те, куҫӗсене аллаппипе хӳтӗлесе, нумайччен аяккалла тинкерсе пӑхать, — килни курӑнмасть-и ӑнсӑртран?

Подолгу стояла у плетня, простоволосая и худая, с лицом, покрытым плитами матежин; прикрыв глаза ладонью, всматривалась — не едет ли, случаем?

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн кӗске те ҫутӑ куҫ тӗкӗсем пасарса мамӑкланса ларнӑ, шултра хӑмӑр куктӗррийӗсем сивӗ пирки юн тулнипе хӗрелсе-кӑвакарса кайнӑ.

На коротких белесых ресницах его пушился иней, коричневые крупные конопины налились от холода кровью, посерели.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, хампара шултра ала ҫакса ярса, тулӑ аллама пуҫларӗ, Дарья, алланӑ тыррине михӗ ӑшне тултарса, бричка ҫине тиесе тӑрать.

Повесив в амбаре грохот, Петро подвеивал пшеницу, Дарья насыпала в мешки и сносила на бричку.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Федот унӑн шултра аллисем ҫине ӗненмесӗртерех пӑхса илчӗ.

Федот недоверчиво оглядел его крупные руки.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Федот тӑрса йӑлӑхнӑ лашин тилхепине туртрӗ, шултра шурӑ пит ҫинчи пӗркеленчӗксемпе хура шлепке ҫине ӗненчӗксӗррӗн, иккӗленсе, шанмасӑр пӑхрӗ.

Федот взвожжал занудившегося коня, неприязненно оглядел черную шляпу и на крупном белом лице морщины, втыкавшиеся в короткую черную бороду.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шултра саспаллисемпе «Дебет» «Кредит» тесе ҫырнӑ заголовкӑллӑ страницӑсене писӑрӗнни пек кукӑрткаланчӑк почеркпа тӗрленӗ.

Пятнил страницы под жирными заголовками «дебет» — «кредит» писарским, в кудряшках, почерком.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн пуҫӗнче арӑмне асаплантармалли пин-пин тӗрлӗ май хатӗрлесе выртатчӗ вӑл, вара хӑйӗн шӑлӗ хушшине шултра кӗрпеклӗ хӑйӑр лекнӗ пек туйса илетчӗ.

Лежал, готовя в уме тысячи подробностей расправы, и было такое ощущенье, будто на зубах зернистый и крупный песок.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑн пек самантсенче унӑн хура та илемсӗр шултра хуратутсемпе тӗрленсе пӗтнӗ пичӗ ҫине усал шӑршӑллӑ тар пӑчӑртатса тухнӑ: куҫӗсенчен вӗри куҫҫуль тумламӗсем час-часах пӗрин хыҫҫӑн тепри юха-юха аннӑ.

В такие минуты на лице ее, испятнанном черными уродливо крупными родинками, выступал обильный пот, в глазах накапливались и часто, одна за другой, стекали слезы.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Арбузсемпе дыньӑсем унӑн яланах ҫав тери шултра пулатчӗҫ, ун пеккисем халь ниҫта та тупаймастӑр.

Арбузы и дыни всегда бывали у него такие, какие теперь нигде не найдете.

IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

…Сӑртӑн хӗвеланӑҫ тайлӑмӗнчи шоссе ҫинче, шултра саспаллисемпе «Садки» тесе ҫырса ҫапнӑ юпа патӗнче, салтаксен пысӑк ушкӑнӗ пуҫтарӑнса тӑнӑ.

…На западном склоне взгорья, на шоссе, у столба с крупной надписью «Садки», собралась большая группа солдат.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Шултра та сайра вӑрман витӗр вӑл Грибкине каякан ҫул ҫинче партизансем нумаййӑн пуҫтарӑнса тӑнине курчӗ.

Сквозь большой и редкий лес он увидел, что на дороге, ведущей в Грибки, собралось много партизан.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Озеров хӗрӗ патне шултра саспаллисемпе ҫырчӗ.

Озеров писал дочурке крупными печатными буквами.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ещӗкне, эсӗ пӗлетӗн, кирек мӗнле тырӑпа та тултараҫҫӗ, анчах вӑл триер витӗр тухсанах хӑшӗ пушӑ, хӑшне вӗри тивнӗ, хӑшӗ шултра та пысӑк виҫеллӗ пулни курӑнать…

Ящик, ты знаешь, наполняют всяким зерном, но как только он выходит через триер, видно, какое из них пустое, какое поджарилось, и какое среди них по размеру большое и крупное…

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах сад лӑпкӑ тӑрать — юр ҫинче ҫеҫкесем выртмаҫҫӗ, шултра та вӗте туратсен чӑпар мӗлкисем уҫҫӑн палӑрмалла ӳкеҫҫӗ.

Но сад стоит спокойно — на снегу не лежат лепестки, а отчетливой тенью печатается рябчатое сплетение веток и веточек.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Сергей ларчӗ те унӑн ывӑннӑ куҫӗсенче шултра куҫҫуль тумламӗсене курчӗ; вӑл тутисене сиктерсе илчӗ, темскер каларӗ е калама шухӑшларӗ пулмалла, анчах ҫап-ҫара та хӗрлӗрех куҫхупаххисем айӗнчен куҫҫуль тумласа, питҫӑмартинчи пӗркеленчӗкӗсем тӑрӑх шӑпӑртатса анчӗ.

Сергей сел и увидел в ее усталых глазах крупные капельки слез, она шевелила губами, видимо что-то говорила или только думала, а из-под голых, красноватых век капля за каплей катились слезы, рассыпаясь по морщинкам на щеке.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Варвара, алтупанӗ ҫинчен шултра пӗрчӗ суйласа илсе, ӑна ҫӑварне хыпрӗ те шатӑртаттарса ҫыртрӗ.

Варвара, выбрав на ладони крупное зерно, засунула его в рот и хрустом перекусила его .

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫавӑнпа Татьяна ӑнланса илме пултараймарӗ: те унӑн ыйтӑвӗнчен, те ҫумӑрӑн сайра та, анчах шултра тумламӗсем кантӑк ҫинче, пӳрт тӑрринче шӑпӑртатма пуҫланинчен кулчӗ Кондратьев, — пирӗн йӑнӑш ҫавӑнта: Хворостянкин ҫумӗнче нумай вӑхӑт хушши парти руководителӗ мар, ҫемҫешке ҫын, хӑравҫӑ, йӑпӑлти, пӗр сӑмахпа каласан, парти ӗҫне ертсе пыма ниепле те шанса пама ҫук ҫын пулнӑ, анчах эпир, — куншӑн пире намӑс, — ҫав ҫынна шаннӑ… —

Поэтому Татьяна ничего и не поняла: Кондратьев улыбнулся то ли из-за его вопроса, то ли из-за начавших барабанить стекло и крышу дома редких, но крупных капель дождя, — в том наша ошибка, что долгое время возле Хворостянкина находился не партийный руководитель, а мягкотелая мямля, трус и подхалим, — словом, такой человек, которому никак нельзя было доверить бразды партийного правления, а мы, к стыду своему, доверили… —

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Татьяна чи шултра ҫырлисене суйласа илчӗ те, сапакисене майлаштарса чечек ҫыххи пек туса, килкартинелле утса кайрӗ.

Татьяна отобрала самые крупные ягоды, сложила хвостик к хвостику и с этим пучочком, похожим на крохотный букет, пошла по двору.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Куратӑн-и? — вӑл куҫ хӑрпӑкӗсене мӑчлаттарса илчӗ те, унӑн питҫӑмартисем тӑрӑх шултра куҫҫуль тумламӗсем чупса анчӗҫ.

— Видишь? — И она замигала ресницами, и по щекам ее потекли слезы.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тӳп-тӳррӗн ҫӑвакан ҫумӑрӑн шултра тумламӗсем машина тӑрринче хыттӑн шакӑртатма пуҫларӗҫ, унтан ҫумӑр айккинчен, кантӑк ҫине ҫаптарса ҫума пуҫларӗ те, вара ҫул ҫинчи тусан сирпӗне-сирпӗне илсе чӑмаккаланчӗ, ҫийӗнчех хуралса кайрӗ.

Крупный, наискось падавший дождь грозно застучал по кузову, потом зашел сбоку и попробовал крепость стекол, и тогда уже пошел плясать по дороге так, что только пыль вспыхивала, скручивалась в комки и сразу чернела.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed