Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хисеплӗ the word is in our database.
хисеплӗ (тĕпĕ: хисеплӗ) more information about the word form can be found here.
Служба тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫ хунисене асӑнмалли кунхине хисеплӗ ветерансемпе хамӑрӑн ӗҫтешӗмӗр Алексей Портнов канлӗх тупнӑ Кивӗ Катекри вил тӑпри умне кайса пуҫ таясси йӑлана кӗчӗ.

Help to translate

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Хисеплӗ ентешӗмӗре ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе тата медальсемпе чысланӑ.

Help to translate

Пирӗн ентеш // Авангард. http://avangard-21.ru/gazeta/44268-pir-n-entesh-73

Производство ертӳҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ (1977 ҫул), Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1999), Йӗпреҫ поселокӗн хисеплӗ гражданинӗ (2000 ҫул) Пантелеймон Михайлович Ермошкин (28.01.1933) 90 ҫул каялла Каншелӗнче ҫуралнӑ.

Help to translate

Пирӗн ентеш // Авангард. http://avangard-21.ru/gazeta/44268-pir-n-entesh-73

Ҫавӑнпа та хисеплӗ ентешӗмӗр ят-сумне тата ытларах ҫӗклес, ҫав вӑхӑтрах вӑл вӗреннӗ тӑван шкулне, юратнӑ тӑван ялне малалла аталантарас тӗллевпе ун ячӗпе тӗрлӗрен программӑна хутшӑнса ырӑ ӗҫсем тума май пур.

Help to translate

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Следстви органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата служба ветеранӗсем!

Уважаемые работники органов следствия и ветераны службы!

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитетне йӗркеленӗ кун ячӗпе саламла­ни (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/01/15/ole ... vaniya-sle

Хисеплӗ Степанов юлташ, — терӗ вӑл, — эсӗ ҫирӗм ҫул хушши пирӗн кантурта тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленине курмасӑр тӑма пултараймарӑм эпӗ.

Help to translate

Йӑпӑлтие йӗп витмест // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 72–73 с.

Хисеплӗ министр, хӑвӑрӑн кулленхи ӗҫӗрте эпӗ каланӑ сӑмахсене шута илсен питӗ аванччӗ».

Help to translate

Йӑпӑлтие йӗп витмест // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 72–73 с.

Эй, турра ҫуратнӑ таса хӗр Мария, Сан яту сӑваплӑ, хисеплӗ пултӑр…

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хамӑрӑн хисеплӗ ҫыннӑмӑра юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламласа ҫапла калатпӑр:

Help to translate

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Хисеп хучӗсене нумай тивӗҫни, аслӑ категориллӗ вӗрентекен ячӗ, «Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗренӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» паллӑ вӑл чӑннипех те пултаруллӑ вӗрентекен пулнине туллин кӑтартса параҫҫӗ.

Help to translate

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Ялти медицина ӗҫченӗ яланах хисеплӗ ҫын шутланнӑ.

Help to translate

Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/

Вара хуллен: — Хисеплӗ юлташсем! Мана хӑвӑр совхоз членӗ пулмасӑрах сӑмах калама ирӗк панӑшӑн таймапуҫ! — терӗ вӑл.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл хисеплӗ, йывӑр, ответлӑ ӗҫ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫынпа хутшӑнма юратман атте те Пурхиле мучипе час-часах йӑпӑлтаткалама пӑхатчӗ, уявсенче хӑнана-мӗне пырсан, ӑна чи хисеплӗ вырӑна, вӑрӑм сухаллӑ, хаяр сӑнлӑ турӑш айне лартатчӗ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ҫтаппан тем пек вӑйлӑ, анчах укҫаллӑ Михха унран тем чухлӗ вӑйлӑрах, Ҫтаппан ял-йыш умӗнче хисеплӗ, анчах унӑн хисепӗ муллӑ Миххан «хисепӗ» умӗнче ниме те тӑмасть, асап кӑна пулса тӑрать.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Чӑваш Республикин прокуратурин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Help to translate

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Прокуратура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/01/12/gla ... et-s-dnyom

Чӑваш Республикин энергетика комплексӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Help to translate

Олег Николаев Энергетик кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/22/gla ... et-s-dnyom

Чӑваш Енӗн ҫӑлав службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Help to translate

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Ҫӑлавҫӑ кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/27/gla ... et-s-dnyom

Михха, мӑнаҫлӑн утса пырса, чи хисеплӗ вырӑна, турӑш кӗтесне кӗрсе ларчӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук упӑшкин хисеплӗ парнине кӑкӑрӗ ҫумне тытрӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed