Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ӑс парса ҫитерме те ӗлкӗрейменччӗ, унӑн карчӑкӗ пӗр самант хушшинчех тӗлӗнмелле улшӑнса кайрӗ: вӑл кравать ҫинчен ваштах сиксе тӑчӗ те тем тума та хатӗр пулнӑн, аллисемпе пилӗкне тытрӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Селиванов ним те шарламасть, тутисене сиктеркелет те сӑнран улшӑнса пырать.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Темиҫе минутран Нестеренко улшӑнса кайрӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анӑҫри хура пекех курӑнакан тӗксӗм кӑвак пӗлӗтсен тӗсӗ майӗпен улшӑнса пычӗ: малтан вӗсен аялти хӗрри тӗксӗмрех кӗрен тӗспе витӗнчӗ, унтан ӑна витӗрех юн пек хӗрлӗ шевле ҫапрӗ, шевле хӑвӑрт ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ те ҫур пӗкӗ пек пулса, тӳпене ыталаса илчӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗччен юлсан вӑл ҫавӑнтах, хӑй сисмесӗрех, курман куҫӗсемпе таҫта, иртсе кайнӑ вӑхӑта тинкернӗ, чунне килӗшекен Лушкӑн кирек хӑҫан та типӗ, тӑп-тӑп тутисен шӑршине, унӑн ялан улшӑнса тӑракан вут пек куҫӗсене аса илнӗ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Каярах, шухӑш-кӑмӑлӗсем улшӑнса пынӑ май, хӑшпӗрисем ҫын какайне ҫиме пӑрахнӑ, мӗн пурӗ те хӑйсем юсанасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ пулмалла та, вӗсенчен вара ҫын, чӑн-чӑн ҫын, пулса тӑнӑ пулӗ, ыттисем ҫаплипех ҫын ҫисе пурӑннӑ пулӗ.
X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Хайхи ҫын ҫӗлӗкне хыврӗ: асӑрханчӑклӑн йӗри-тавралла пӑхкаласа уҫланкӑна тухрӗ, кунта тин вара Яков Лукич ҫак палламан ҫын Тимофей Рваный иккенне чухласа илчӗ: — Ӑҫтан килетӗн эсӗ?.. — ыйтрӗ вӑл, Тимофей Рваная ӑнсӑртран тӗл пулнинчен тата вӑл хӑрушла ырханланса, паллама ҫук улшӑнса кайнинчен тӗлӗнсе.
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Дымокӗ вара, ҫӗтӗк-ҫатӑк пушмаксем тӑхӑнса янӑ урисене тискер кайӑкла ҫемҫен иле-иле пусса, шӑл витӗр хуллен шӑхӑркаласа, ҫатан картасемпе хӳмесем ҫумӗн хӑйӗн ҫулӗпе утса пырать, пайӑркан-пайӑркан сапаланса тӑракан авӑнчӑк вӗҫлӗ куҫ хӑрпӑкӗсем айӗн кантӑксем ҫинелле, картишсем еннелле пӑхкаласа иртет, ҫав хушӑрах ӑҫта та пулин пӗр-пӗр хӗр пуҫӗнчи тутар вӗлтлетсе илтӗр кӑна, — сӑнран пӑхма ӳрӗк-сӳрӗк пек, ҫаврӑнӑҫусӑр пек курӑнакан Дымок пӗр самантрах улшӑнса каять: вӑл питӗ хӑвӑрт, кӑрт-карт ҫеҫ хусканса илсе, пуҫне хурчӑка пек вӑртах ҫаврать те тӳрленсе тӑрать.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах тепӗр ҫур сехетрен халӗ те кӗлетсем умӗнчех сыхласа тӑракан хӗрарӑмсен шухӑш-кӑмӑлӗ сасартӑках тепӗр майлӑ, улшӑнса ӳкрӗ.Но через полчаса в настроении баб, все еще дежуривших возле амбаров, произошла резкая перемена.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Половцев пӗр хушӑ чӗнмерӗ, сӑн-питрен улшӑнса хаярланчӗ те халь ӗнтӗ типпӗн, ӗҫлӗ ҫын сассипе: — Почта килсе кайни нумай пулать-и? — тесе ыйтрӗ.Половцев помолчал, посуровел лицом и уже сухо, по-деловому спросил: — Почта давно была?
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хопров Яков Лукичӑн сӑнӗ-пичӗ кӑвакара пуҫланӑ мӑйӑхӗсем тӗслех улшӑнса пынине савӑнсах сӑнаса ларать.Хопров с наслаждением наблюдал, как под цвет седоватым усам становится лицо Якова Лукича.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫапла каланӑ Соломона турӑ, ун сӑмахӗ тӑрӑх вара патша тӗнче мӗнле пулса кайнипе ӑнсӑртла вӑйсен хӑватне пӗлнӗ, вӑхӑтӑн пуҫламӑшне, вӗҫне тата варрине ӑнланнӑ, пулӑмсем ӗмӗр-ӗмӗр хумлӑн-хумлӑн та ҫаврӑм-ҫаврӑммӑн киле-киле тухнин вӑрттӑнлӑхне тавҫӑрнӑ; Библос, Акра, Саргон, Борсиппӑпа Ниневи астрономӗсем патӗнче вӑл ҫӑлтӑрсен вырнаҫӑвӗ мӗнлерех улшӑнса пынине сӑнама тата ҫулталӑк ҫаврӑнашӗсем хыҫҫӑн йӗрлеме вӗреннӗ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ушкӑн-ушкӑн ҫынсем хуллен, анчах пӗр чарӑнмасӑр улшӑнса, чӑн-чӑн халӑх пулса тӑнӑ.Толпа медленно, но неуклонно изменялась, перерождаясь в народ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Вӑл темле пӗтӗмпех улшӑнса, чӗрӗлсе кайрӗ, хӑйне хӑй ӗненсе лӑпкӑн тыткалакан вӑйлӑ ҫын пулса тӑчӗ.Весь он был какой-то новый, оживленный, спокойно уверенный и сильный.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑл хӑвӑрт, йӑлтах улшӑнса кайрӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Историк, художник аллипе, Степан Тимофеевичӑн кӗлеткине сӑнласа панӑҫем, «Атӑл ҫинчи вольница княҫӗ» кӗнеке страницинчен куҫ умне тухса тӑнӑҫем, Коновалов улшӑнса кайрӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
— Юрлас пирки мӗнле? — терӗ Штольц, хӑй халиччен кунашкал пулман Ольгӑна сӑнарӗ, хӗр сӑнӗнчен пӑхса, ун шухӑшӗсене пӗлме тӑрӑшрӗ; анчах хӗр сӑнӗ ҫиҫӗм пек хӑвӑрт улшӑнса тӑрать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кунсемпе ҫӗрсем пӗр евӗрлӗ пурнӑҫа чӑрсӑр та сасартӑк улӑштармасӑр, лӑпкӑн иртеҫҫӗ пулин те, хӗлпе ҫу та, кӗрпе ҫур та пӗлтӗрхи пекех иртрӗҫ пулин те, Выборг Енче те, Пшеницына ҫуртӗнче, пурнӑҫ пурпӗрех чарӑнса лармарӗ, йӑлтах хӑй майӗпе улшӑнса пычӗ, анчах ҫав тери вӑраххӑн улшӑнса пычӗ, пирӗн планета ҫинче геологилле улшӑнусем ҫавнашкал вӑраххӑн пулса иртеҫҫӗ: пӗр ҫӗрте ӗмӗрсен тӑршшӗнче тинӗс юшкӑнпа тулса ларать, е тинӗс ҫырантан чакса, ҫӗнӗ тӑпра купаласа хӑварать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Апла ку… — терӗ Обломов, сӑнран улшӑнса, Ольга аллине вӗҫертсе.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак ҫепӗҫ тавралӑхра, тӗссем тӑтӑшах улшӑнса тӑчӗҫ пулсан та, чи пахи тӳпе пӗлӗтсӗр пулни пулчӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956