Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗслӗ the word is in our database.
тӗслӗ (тĕпĕ: тӗслӗ) more information about the word form can be found here.
Чӑнах та, карчӑк арча тӗпӗнчен кӗренрех тӗслӗ кӗпе илет, шывпа йӗпетсе, ун хутланчӑкӗсене нумайччен сӑтӑрать.

Help to translate

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аякранах уйӑрса иле-тӗн — кунта ав сап-сарӑ хурӑнлӑх, юманлӑх, унта — хӗп-хӗрлӗ ӑвӑслӑх, вӗренелӗх, лере — ҫуллахи пекех симӗс чӑрӑшсемпе ылтӑн тӗслӗ хырсем.

Help to translate

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Павлуш Атӑл хӗрне трамвайпа пырса ҫитсен анаталла каякан кӗрен тӗслӗ пӑрахут виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртрӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павӑл Эльгеева пин тенкӗлӗх коронӑсӑр, икӗ пуҫлӑ амӑрткайӑк кӳлепиллӗ хут укҫа тата ҫутӑ хӑмӑр тӗслӗ ҫирӗмшер тенкӗлӗх керенкӑсене, хачӑпа каса-каса вӑтӑр пилӗк штук тыттарчӗҫ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Офицерсен бекеши паллӑ ӗнтӗ, пӗр тӗслӗ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пружиналлӑ матрацсем ҫине симӗс тӗслӗ пурҫӑн утиялсем витнӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫенхирсем, куҫа илӗртекен улӑхсемпе вӑрмансем, чуна савӑнтаракан пин-пин тӗслӗ капӑр чечексем!..

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Килтен тухса кайнӑ чухне тӗттӗм кӑвак тӗслӗ куртка, тӗттӗм шӑлавар, хура кроссовка, сӑран кепка тӑхӑннӑ пулнӑ, кӑвак хутаҫ йӑтнӑ.

Уходя из дому, он был одет в темно-серую куртку, темные штаны, в черные кроссовки, серую кепку, у него с собой был синий пакет.

Хураҫырма арҫыннине шыраҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32168.html

Победимский сӗт тӗслӗ эмел илсе килнӗччӗ, ҫавна ӗҫтернӗ пулас.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акӑ пӗри, сцена ҫине хӑпарса, сывлӑшалла сарӑ, хӗрлӗ, симӗс тӗслӗ серпантин лентисене ывӑтрӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӳлӗре 25 тӗслӗ пулӑ пур, лицензи илсе ӑна кӑштах тытма та ирӗк параҫҫӗ.

В озере водится 25 видов рыб, разрешён её ограниченный вылов при получении лицензии.

Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD

— Сӑра вӑл тӑрӑ пулмалла, ҫутӑ сарӑ тӗслӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлуш ҫуллахи каникула киле кайнӑ, пиччӗшӗ хушнипе иккӗшне кӗтсе илме хатӗрленнӗ: вырӑсла хапха тутарнӑ, малти пӳртне тул енчен саваланӑ хӑмапа виттернӗ, ҫутӑ кӑвак тӗслӗ сӑрлаттарнӑ, чӳрече хашакӗсене те, кантӑк янаххисене те шур сӑрпа сӑрланӑ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Икӗ тӗслӗ те сӑрлама пулать, ӑна мана пичче илсе панӑччӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗмӗл тӗслӗ галунпа илемлетнӗ воротникӗ айӗнчен шап-шурӑ мӑйӑх кӑштах курӑнни умра ҫитӗннӗ яштак каччӑ тӑнине пӗлтернӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӑра ҫӳҫлӗ сарӑ ҫивӗчӗ пилӗкрен чылай аяла усӑннӑ, вӗҫне ҫутӑ сенкер тӗслӗ пурҫӑн бант ҫыхнӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗрлӗ таварпа килнӗ тутара тусанлӑ ҫулсемпе нумай ҫӳренӗ хыҫҫӑн пит-куҫӗ те, тӳпеттейӗ те кӗл тӗслӗ пулса кайнӑ пирки палламалла мар: ватӑ-ши вӑл, ҫамрӑк-ши?

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗн-мӗн ҫук вара ҫав Кушарта: Энӗш шывӗ хӗррипе — тӗрлӗ лавккасем, вӑрман патнерех — карусель яраписем ялкӑшаҫҫӗ, унта-кунта ача-пӑчасем кӑвар тӗслӗ тимӗр автансене вӗре-вӗре авӑттараҫҫӗ, е тӑм шӑхличӗсемпе шӑхӑртса ҫӳреҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри пӗр пуса пӗр стакан пылаклатнӑ кӗрен шыв ӗҫтереҫҫӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗттӗм кӑвак тӗслӗ чалӑш ҫухаллӑ кӗпе, хура шӑлавар, ҫиелтен хура хыс тӑхӑнни пит килӗшӳллӗ ҫавна, капӑр хытанка-яштакскерне.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Коля, халиччен курман — пӗр енче хӗрлӗ, тепӗр енче кӑвак тӗслӗ пысӑк мечӗкпе вылякаласа, Павлуш патне чупса пычӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed