Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пысӑкран пысӑк тав сире, тӑванӑм, — терӗ вӑл чӗтӗрекен сасӑпа, куҫӗсем вара унӑн сасартӑках куҫҫуль пӗрчисемпе ҫуталса кайрӗҫ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Меллех мар пулнӑран ҫурма ларма та ҫурма выртма тиврӗ, ку вӑл ҫӗнӗлле те кӑсӑклӑччӗ, ҫак ятпа вара, пӗтӗм ушкӑна тӗлӗнтерсе те култарса, чӗмсӗркке Лещенко хӑпартланчӑкла та айванла сӑнпала: — Эпир ӗнтӗ халь авалхи римсен грекӗсем пекех выртса ярпайӑпӑр, — терӗ хучӗ сасартӑках.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Меллех мар темле: мухтавлӑ вырӑс ҫарӗн подполковникӗ, хӑй сасартӑках — сыснасем ҫинчен.Как-то неловко: подполковник славной русской армии и вдруг — о свиньях.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ӑнӑҫлӑх пирки вӑл шанӑҫне ҫухатманччӗ-ха, ҫапах та тӗтреленчӗклӗн канӑҫсӑрланма пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, сасартӑках пӗр ят ҫиҫсе, ялтӑраса илчӗ унӑн пуҫӗнче: «Рафальский подполковник!»
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах полковник ун амӑшӗ ҫинчен калаҫу хускатса ярсан, юн сасартӑках Ромашов пуҫне вӗри, ӳсӗртсе яракан юхӑмпа килсе капланчӗ, чӗтӗрев те вара самантрах пӗтрӗ.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Халӗ те, акӑ, хӑй пайӑрлӑхӗ ҫинчен тавҫӑрни, ҫап-ҫуттӑн ҫуталса, пӗр кӗтмен ҫӗртенех шалт тӗлӗнтерсе те кисрентерсе ячӗ ӑна сасартӑках…Так и теперь его вдруг ошеломило и потрясло неожиданное яркое сознание своей индивидуальности…
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ансат чӑнлӑх, каларӑш, пуриншӗн те паллӑ терӗш, — ун тупсӑмне вӑл тахҫанах ӗнтӗ илте-илте хӑнӑхнӑ, — ҫаксем шалти, темле пач кӗтмен ҫуталупа ҫиҫсе хӗмленеҫҫӗ те сасартӑках философилле тарӑн пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ, ун пек чух вара ҫавсене пурне те пӗрремӗш хут илтнӗн, вӗсене пӗтӗмпех хӑй уҫнӑн туйӑна-туйӑна каять.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Мӗнле те пулин пӗр-пӗр сӑмаха вӑрахчен каласа тӑрсассӑн та ун пирки шутласа кайсассӑн, вӑл сасартӑках пӗлтерӗшне ҫухатать, ун чухне вара… теплелле каламалла ӗнтӗ сире?..
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кӑмӑла тӑкӑслантаракан ҫак ытла пылак шӑршӑ, ҫырӑвӑн киревсӗрле вылянчӑкӗпе тата куҫ умне тухса тӑнӑ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, пӗчӗк те ултавҫӑ питпелен пӗрле, Ромашова сасартӑках чӑтмалла мар лӗклентерсе ячӗ.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов ӑна, унӑн пусӑрӑнчӑк, ансӑр та вӑрӑм ҫурӑмне, хыҫӗнчен пӑхса юлчӗ, вара хӑй чӗринче сасартӑках, паҫӑр кӑна пулса иртнӗ кӳренӳ йӳҫӗлӗхӗпе халӑх умӗнче курнӑ мӑшкӑл витӗр, ҫак пӗр-пӗччен, кутӑрланса-тӳрккесленсе кайнӑ, никам юратман ҫынна шеллес килни йӑшӑлтатма пуҫланине туйса илчӗ: кӑмӑл туртаканни тӗнчере мӗнпурӗ те ик япала ҫех юлнӑ-ҫке-ха унӑн — хӑй ротин строй илемлӗхӗ те каҫсенче кулленех лӑпкӑ вӑрттӑнлӑхра пытанса ӗҫке ярасси, — «минтер патне ҫити» теҫҫӗ унашкалне полкри вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн уҫҫи-хуппине пӗлмесӗр эрех лакакан ватӑ бурбансем.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ку ҫын Юрдан чорбаджи иккенне Колчо сасартӑках уйӑрса илчӗ.
VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫапла вуланӑ та ӗмӗтленнӗ вӑл, никама та юратса пӑрахман, анчах темшӗн сасартӑках ырханланма, шурхайма пуҫланӑ та чирлесе ӳкнӗ, вырӑнпах вырта пуҫланӑ.Так, читала и мечтала, и не влюблялась, но только стала она вдруг худеть, бледнеть и слегла.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Леш тӑсланки ҫак ҫанӑсӑр шурӑ халатлӑ ҫыннӑн шлепки ҫурри таран пытарса тӑракан питне-куҫне курас тесе пӗшкӗннӗччӗ, темшӗн сасартӑках тӳрленсе тӑчӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Кукша пуҫли хӑранипе сасартӑках тӳрленсе тӑчӗ, ҫырӑва вӗҫне ҫити вуласа та тухаймарӗ.Лысый тотчас же испуганно выпрямился, так и не дочитав до конца надписи.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Сасартӑках вӑл, мечӗке стена ҫумне персе сиктернӗ пек, урамӑн тепӗр енне сирпӗнсе ӳкрӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Ирсӗр ӗҫсем тумаҫҫӗ, сасартӑках хӑраса ӳкмеҫҫӗ, ытти ахаль ҫынсем пекех тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем, ҫав кӑмӑл хушнӑ тӑрӑх ӗҫлеме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавӑ ҫеҫ — тупнӑ тӗлӗнмелле паттӑрлӑх, чӑнах та!
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑнах та: эрехпе сӑн-сӑпат пӗтет, вӑл сасартӑках иртме пултараймасть, ун чухне мана сӑн кӗнӗччӗ, ачаш сӑн ҫапнӑччӗ, куҫсем те ҫуталса тӑратчӗҫ; эпӗ хама та ӗлӗкхинчен урӑхла тыткалакан пултӑм, питӗ ҫепӗҫ те йӑваш калаҫма пуҫларӑм, пӗлетӗр-и, ӗҫме пӑрахнӑ хыҫҫӑн эпӗ ирсӗр ӗҫсем ҫинчен шухӑшлама пӑрахрӑм, анчах унчченхи тирпейсӗрлӗхе пула, сӑмахсене пӑтраштараттӑмччӗ, хӑш чухне мӗн каланине манса каяттӑм; ку вӑхӑт тӗлнелле эпӗ хама тыткалама та, йӗркеллӗ калаҫма та хӑнӑхса ҫитрӗм.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лифчикӗ ӑна сасартӑках тӑвӑрланса кайрӗ, лӗпкисене юн тапса тулчӗ.Лифчик вдруг стал ей тесен, и кровь гулко застучала в висках.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ку вӑл, йӗкӗт, аван, — килӗшрӗ сасартӑках кулма пӑрахнӑ тимӗрҫ.— А оно, парень, так-то и лучше, — согласился вдруг посерьезневший кузнец.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унӑн сасартӑках тутисем типсе кайрӗҫ, ансӑр шурӑ ҫамки ҫине сывлӑм тумламӗсем пек тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ, утасса та вӑл сасартӑк асӑрханса, темрен сыхланса тенӗ пекрех утма пуҫларӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.