Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑшал the word is in our database.
пӑшал (тĕпĕ: пӑшал) more information about the word form can be found here.
Ҫынсем, аллисене пӑшал тытса, нимӗҫсене хирӗҫ кӗрешме организациленчӗҫ, эпӗ мӗншӗн пытанса ларатӑп-ха?

Люди взялись за оружие, а я-то что же сижу?

Присяга // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Пӑшал сассисем уҫӑмлӑнах илтӗнеҫҫӗ, анчах юрлани хуллен ҫеҫ илтӗнет, перекеннисем пачах ҫывӑхра, юрлакансем питӗ катара, тесе шутлама пулать.

Стрельба была ясно слышна, а пение едва-едва, как будто стреляли близко, а пели где-то очень далеко.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпир унта мӗн пулса иртнине ӑнланса илме те ӗлкӗреймерӗмӗр, — пӑшал сассисем кӗрӗслетнӗ енченех юрӑ сасси илтӗнме пуҫларӗ.

И прежде чем мы поняли, что происходит, оттуда же, где вспыхнула стрельба, донеслось пение.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тепӗр енчи Яцино ялӗнче те пӑшал сассисем кӗрӗслетеҫҫӗ.

И с другой стороны, из Яцыно, уже доносится стрельба.

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Стрельникири мадьярсем Везенкара пӑшал сассисем хӑрӑплатнине илтнӗ те, пӳртсенчен чупса тухса, ялӑн хӗвелтухӑҫ енчи кӗтессинче вӗтеленсе ҫитсе пулеметсем вырӑнаҫтарса лартнӑ.

В Стрельниках мадьяры слышат вдруг, что в Вязенке стрельба поднялась, выскакивают из хат, бегут на восточную окраину, устанавливают пулемёты.

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Каҫхине Шалыгин енчен пӑшал сассисем янрама пуҫларӗҫ.

В ночь перед этим мы слышали стрельбу, доносившуюся со стороны Шалыгино.

Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ик енчен те пӑшал сассисем янрама пуҫларӗҫ.

Завязалась перестрелка.

Отрядсем пӗрлешеҫҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Кашни боецпа командирӑнах аллинче пӑшал, хулпуҫҫи урлӑ граната сумки ҫакӑнса тӑрать, ҫурӑм хыҫӗнче кутамкка.

Каждый боец и командир был с оружием, гранатными сумками, заплечными мешками.

Присяга // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Унта пӑшал сассисемпе гранатӑсем кӗрӗслетме тытӑнчӗҫ.

Слышны были доносившиеся оттуда выстрелы и разрывы гранат.

Хӗл ҫывӑхарать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Татах пӑшал пенӗ сасӑ, кӑшкӑрашни, ачасем йӗни илтӗнчӗ.

Донеслись ещё выстрелы, глухие крики, плач детей.

Тупа // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Хула паркӗ енчен икӗ-виҫӗ хутчен пӑшал пени илтӗнсе кайрӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери хаяррӑн, кичемӗн кӑшкӑрнӑ ача сасси илтӗнчӗ, ӑна илтсен чӗре тапма чарӑннӑ пек туйӑнчӗ.

Со стороны городского парка раздались два-три торопливых выстрела, а за ними такой отчаянный и тоскливый детский крик, что сердце, казалось, перестало биться.

Тупа // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Дзержинскин тутӑрне персе шӑтарнӑ, — ӑна вӑл, ҫунӑскерне, типӗтме тесе, решетке ҫине ҫакса янӑ пулнӑ, анчах тепрер минутран пӑшал сасси илтӗнсе кайнӑ та, персе шӑтарнӑ тутӑр ҫӗре, чул ҫине ӳкнӗ, пули штукатуркӑна шӑтарса кӗнӗ.

Дзержинскому прострелили платок» — он выстирал его и повесил на решетку сушиться, через минуту щелкнул выстрел, и платок, пробитый пулей, упал на каменный пол, а пуля ушла в стенную штукатурку.

Кофе тата пирожнӑйсем // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Ҫапла, ҫуках ҫав ун пек пӑшал урӑх…

Да, нет больше таких ружей…

I // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Тӗрӗссипе каласан, ҫавӑн пек пӑшал эп кайран та тӗл пулман.

Говоря откровенно, другого такого ружья я потом не встречал.

I // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Унтан пӑшал пачӗҫ.

Потом мне дали ружьё.

Эпӗ велосипедпа ҫӳрерӗм, пӑшалпа пӗтӗм // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Тата кӑштах, пӑшал пенӗ пек, персе илчӗ.

И даже немножко выстрелило.

Газ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпир асаннепе ҫав ҫурта каятпӑр, тен, мана унта пӑшал парӗҫ.

И мы с бабушкой туда пойдём, и, может быть, мне там дадут ружьё.

Днепр шывӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Витьӑн нимӗнле пӑшал та ҫук иккен.

А у Вити никакого ружья не было.

Витя пӳскене шыва пӑрахни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пӑшал курас килет, терӗм.

Что хочу ружьё.

Эпӗ Витьӑпа ҫапӑҫни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Манӑн пӑшал пур, терӗ Витя.

А Витя сказал, что у него ружьё есть.

Эпӗ Витьӑпа ҫапӑҫни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed