Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхнине (тĕпĕ: пӑх) more information about the word form can be found here.
Корней, хӗрӗ мӗншӗн тилмӗрсе, пӑлханса пӑхнине тавҫӑрса илме тӑрӑшса, хӑй те ун ҫине шӑтарас пек пӑхрӗ, унтан нимӗн шарламасӑр аллине илчӗ те, хулпуҫҫисене ҫӗклентерсе, вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхекен нӳрӗ ҫиле хирӗҫ малалла утрӗ.

Корней пристально посмотрел на дочь, стараясь угадать, что таилось за ео смятенным, просящим взглядом, затем молча отнял руку и, втянув голову в плечи, зашагал дальше навстречу сырому, моросящему ветру.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Шӑпланнӑ Алексей Макарович ун ҫине шӑтарасла пӑхнине курсан, вӑл чарӑнчӗ те именчӗклӗн йӑл кулса илчӗ.

Поймав лихорадочный взгляд притихшего Алексея Макаровича, он наконец остановился и смущенно улыбнулся.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Коробин сасартӑк хӑй пӳлӗмре пӗччен маррине туйса илчӗ, Алексей Макарович ун ҫине лӑпкӑн, тинкерсе пӑхнине асӑрхаса, шарт сикрӗ.

Коробин вдруг почувствовал, что не один в комнате, и вздрогнул, заметив, что Алексей Макарович спокойно и пристально разглядывает его.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Васильев чӗнмерӗ, чалӑш ҫакнӑ пӗчӗк тӗкӗр ҫинче Пробатов Васильев ун ҫине официаллӑ хисеплесе тата чыслӑн пӑхнине курчӗ.

Васильев молчал, в скошенном зеркальце Пробатову было видно его выбритое до розового лоска лицо, полное официальной почтительности и уважения.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл вӗсене нумай пулмасть пулса иртнӗ Пленум ҫинчен, вӗсем текех ахаль ӗҫлес ҫукки ҫинчен каласа кӑтартнӑ, сире райком секретарӗ совет влаҫӗпе хӑратма пӑхнине чӗре патне ан илӗр, тенӗ.

Он рассказал им и о недавнем Пленуме, о том, что с этого дня они не будут больше работать «за палочку», что они не должны всерьез принимать слова секретаря райкома, пытавшегося их запугать с помощью Советской власти.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӗрӗ йӑлӑнса пӑхнине курсан, Корней куҫ харшисене пӗркелентерчӗ те урӑх чӗнмерӗ.

Увидев ее умоляющие глаза, Корней насупился и замолчал.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени хӑй ҫине ашшӗ, шӑм-шакки йывӑрланнине паҫӑрах сирсе янӑскер, пӗтӗм кӗлеткипе малалла ӳпӗнсе, вӑл кунта мӗн-мӗн каланинчен питӗ вӑтаннӑ пек пӑхнине те асӑрхамарӗ, Аниҫҫе: эпӗ те, Ксени, сан майлӑ тенӗ пек хавхалантарса пуҫне сулнине те курмарӗ, — Аниҫҫе, ырӑ кӑмӑллӑскер, Ксенине хӗрхенчӗ, упӑшкине вара тӑванпа тӑван пек пулманшӑн, хӑйсем патне килнӗ хӑнана кӳрентернӗшӗн кӑмӑлламарӗ.

Ксения не замечала, что отец, давно стряхнув с себя тяжелую усталость, весь подавшись вперед, смотрел на нее, словно стыдился всего, о чем она тут говорила, не видела, как участливо и ободряюще кивала ей Анисья, по доброте сердечной жалея племянницу и не одобряя мужа за то, что он поступал не по-родственному, обижая гостью в собственном доме.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл ҫӑлтӑрсем ҫине мӗншӗн пӑхнине Арина хай те пӗлмен, ун ҫинчен шухӑшламан та, ҫапах та пӗрех май куҫа илмесӗр вӗсем ҫине пӑхнӑ, куҫҫулсем пӗрехмай питҫӑмартисем тӑрӑх юхнӑ, чунӗ тем пек хуйхӑрса ыратнӑ.

Зачем она глядела на них, Арина не думала, не глядела долго и пристально, а слезы все плыли по щекам, и материнское сердце ныло и болело.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Тепӗр чух, анкӑ-минкӗллӗн кӑштах тӗлӗрсе илнӗ хыҫҫӑн, Григорий ыйхӑран вӑранса кайрӗ те ҫурма тӗттӗмре Аксинья хӑй ҫине тимлӗн, темскер тӗпченӗ пек тинкерсе пӑхнине курчӗ.

Иногда Григорий просыпался после короткого дурманящего сна и видел в полусумраке устремленный на него внимательный, как бы изучающий взгляд Аксиньи.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унччен кӑлӑхах казака куҫран тинкерме тӑрӑшнӑ Гршгорий вӑл халь хӑй ҫинелле ача пек тӗлӗнсе, тӳррӗн пӑхнине курчӗ.

Григорий, до этого тщетно пытавшийся поймать глаза собеседника, встретил его по-детски изумленный, прямой взгляд.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах та эпир, ревкомрисем, эсир пире ҫаплах шанса пӗтерменнипе тата пирӗн ҫине темле тӑшманларах пӑхнине курмастпӑр мар.

Но до сих пор с вашей стороны мы, ревком, наблюдаем какое-то недоверие к нам, какую-то даже враждебность.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ют ҫын ҫивӗч куҫӗсене кӑваккӑн йӑлтӑртаттарса хӑй ҫине пӑхнине Григорий ҫийӗнчех асӑрхарӗ, ҫавӑнтах, карт кӑна ҫаврӑнса, кобура тӑхине туртса вӗҫертекен алла ярса тытрӗ.

На одну секунду Григории увидел в упор от себя синее лезвие чужого взгляда и, ворохнувшись, поймал руку, рвавшую застежку кобуры.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрарӑмӗ ҫемҫелсе кайма та ӗлкӗрнӗ: ҫӑварӗ сӗлекеленсе хӗрелнӗ; вӑл куҫса ларӗччӗ те пулӗ-ха урӑх ҫӗре, анчах вӑйӗ пӗтнӗ; упӑшкине те, хӗрарӑмсем кулса пӑхнине те курать хӑй, ҫапах та тӗреклӗ алла ҫурӑмӗ ҫинчен вӗҫертме ниепле те хӑват ҫитереймест: намӑсӗ-симӗсӗ пулман та тейӗн, — хӗрӗнкӗллӗн те халтан кайнӑ пек кулкаласа ларать.

А бабочка уже сомлела: слюняво покраснел у нее рот; она бы и отодвинулась, да моченьки нет; она и мужа видит, и улыбчивые взгляды баб, но вот так-таки нет сил снять со спины могучую руку: стыда будто и не было, и она смеется пьяненько и расслабленно.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Григорий ирӗксӗррӗн кулса илчӗ те, хӑй ҫине Наталья шикленсе те йӑлӑнса пӑхнине куҫ хӗррипе курса, питне пӗркелентерчӗ, куҫ харшине вӗттӗн чӗтрентерчӗ.

— Григорий насильственно улыбнулся и, поймав сбоку на себе испуганный, молящий взгляд Натальи, нахмурился, подрожал бровью.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Халӗ ак кашни минутрах казаксем хӑй ҫине чалӑшшӑн та сиввӗн пӑхнине туйрӗ.

Теперь ежеминутно чувствовал на себе косые, холодные взгляды казаков.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑмахран, акӑ, Мишка ватӑлса пыракан ӑйӑр Бахарь, ытти кӗсресемпе лӑплантарма ҫук хаяр та чӑртмахскер, сарлака ҫӑлтӑрлӑ ҫамкаллӑ, ҫунса тӑракан куҫлӑ тӑватӑ ҫулхи ҫӳрен кӗсрене уйрӑмах килӗштерсе пӑхнине асӑрхарӗ.

Например, замечал Мишка, что стареющий жеребец Бахарь, неукротимо-злой и грубоватый в обращении с кобылицами, выделял одну рыжую четырехлетнюю красавицу, с широкой прозвездью во лбу и горячими глазами.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эсир ман ҫине мӗнле пӑхнине эпӗ курмасӑр пултараймастӑп…

Я не могу не видеть того, как вы ко мне относитесь…

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл хуҫа хӗрӗ хӑй ҫине темскер пӗлес килнӗ пек куҫӗсемпе хыпашласа пӑхнине пӗрре мар асӑрхарӗ; иккӗшӗн куҫӗсем тӗл пулсан, ҫамрӑк казачкӑн питҫӑмартийӗсем ӑна кӑштах хӗрелнӗ пек те, тути хӗррисенче вӑрттӑн кулӑ ӑшшӑн йӑлкӑшса илнӗ майлӑ та туйӑнса кайрӗ.

Он не раз встречал ее щупающий, любознательный взгляд, и даже показалось ему, что, столкнувшись с ним взглядом, порозовела в скулах молодая казачка и согрела в углах губ припрятанную усмешку.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗркунне, ҫула май тенӗ пек, кӗчӗ те, кил хуҫи хӑй ҫине темскер кӗтнӗ пек пӑхнине кура, шӑппӑн хуравларӗ:

Осенью побывал проездом, на выжидающий взгляд хозяина ответил:

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ильиничпа, Григорий арӑмӗ ҫине тӗмсӗлсе пӑхнине асӑрхаса, юри мухтанса илчӗ:

Ильинична перехватила его взгляд, сказала с нарочитой хвастливостью:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed