Шырав
Шырав ĕçĕ:
1942 ҫулхи майӑн 28-мӗшӗнче венгр-салтаксем Брянск облаҫӗнчи Светлово ятлӑ ялӑн 350 ҫыннине «партизансене пулӑшнӑшӑн» персе вӗлернӗ.
Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.
Хӗрарӑмсене персе вӗлерни, ҫунтарнӑ ялсем, партизансене ҫакни, тыткӑна лекнисене асаплантарни - кун пек тӗслӗхсем вуншар пин пулнӑ.
Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.
Шупашкарта ҫемйипе пурӑнакан ывӑлӑмӑр, Вова, чарӑнӑва тухса ӑна яла килсе каймалӑх укҫа панӑ та - персе ҫитрӗ, - малалла ҫыхӑнчӗ кил хуҫи мӑшӑрӗпе сӑмахӑмӑр.
Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.
- Пирӗн те виҫҫӗмӗшӗ пирки шухӑшласа пӑхмалла мар-и? - персе ятӑм.
Кая юлса пӗлнӗ ҫӗнӗ хыпар // Анатолий ФИЛИППОВ-ТАКАН. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 14 с.
- Ну, маттур та пирӗн республика Пуҫлӑхӗ, - тӗплӗн шухӑшласа, ӑнсӑртран ӑссӑр сӑмах персе ярасран хӑраса малалла тӑсрӑм калаҫӑва.
Кая юлса пӗлнӗ ҫӗнӗ хыпар // Анатолий ФИЛИППОВ-ТАКАН. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 14 с.
Ромӑн кӑтартӑвӗсем ӑмӑртӑва хутшӑнакансене кӑна мар, судьясене те тӗлӗнтернӗ - каччӑ автомата 16,66 ҫеккунтра салатса пуҫтарса рекорда ҫӗнетнӗ, винтовкӑран персе 30 очкоран 26-шне пухма пултарнӑ.
Хӗрлӗ Чутай яшӗсем - маттур! // А.ТИМОФЕЕВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 11 с.
Кун пеккине нихҫан курман-илтмен ҫынсем пӑртак итлекелесе тӑнӑ та турра е пӳлӗхҫе асӑнса, сӑхха персе кунтан часрах иртсе кайма васканӑ.
Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кӑшт йӗрке пула пуҫланӑччӗ ҫеҫ, кил карти кӗтессине лутра ҫӗлӗк майлӑ ҫаврака япала персе анчӗ те ниҫта кайса кӗреймесӗр вӑр-вӑр-вӑрр ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн хаплатса ҫурӑлса саланчӗ.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Алӑк патӗнчи вырӑс ачи, пирӗн мыскараҫӑ, сиксе тӑрса шӑпӑр аврипе хӑлаҫланма пикенет: асри тӑшмана чиксе пӑрахнӑ пекки тӑвать: унтан хӑех тӑшман салтакӗ пулса урайне персе анать, каҫӑхса кайса лӑпланса выртать…
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӑшне суйласа илӗ-ши судпа айӑпласа вилмелле тунӑ ҫын: ак паян илсе кайса ҫакса (е персе) вӗлереҫҫӗ, паян мар тӑк, ыран вӗлереҫҫех ӗнтӗ тесе виҫ-тӑватӑ ҫул хушши кӗтсе пурӑнма-и е айӑпланӑ кунах вилме-и?
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пуҫне каҫӑртса пӗччен уттарсан Швецов виҫ-тӑват утӑмранах ҫӗре персе анатчӗ.
IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӑйсенчен кашни утӑмра ҫынсем кулнипе е чӗмсӗрленсе ларнӑ вӗсем, е мӗскӗне персе пӗр-пӗр пуҫтахӑн «хӳрешки» пулса тӑнӑ, лешӗ тем хушсан та итлеме хатӗр, е хӑйсен тусӗ-юлташӗсене тӑшман вырӑнне хурса вӗчӗхсе ҫӳреҫҫӗ.
IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Хӑҫан? — тенӗ чӑваш ӑнланмише персе.
III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӑраса ӳкнӗ, вӑтанса ҫӗр тӗпне анса кайнӑ салтак шыв шыраса пӗр ҫӗре пусрӗ, пӗр крана пӑрчӗ — ҫук шыв… те темскере туртсан, те тӗксен пулчӗ вӑл (Ваҫук темӗн те туса пӑхрӗ), урайӗнчи унитазран сасартӑк шыв персе тухрӗ.
II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӗсен хушшине пырса кӗрсе — е нимене Уккапа пӗрле кайса, е иксӗмӗр те нимене каймасӑр — вӗсен савӑшуне сӳнтерес вырӑнне кутӑна персе эпӗ хам вӗсене ҫыхланса кайма пулӑшрӑм пуль ҫав.
Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫамрӑк хӗрарӑм кӑшт ҫеҫ ҫӗре персе анмасть.
Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ӗмӗр калас ҫук сӑмахне персе ячӗ Михапар.И тут Михабар выпалил то, чего бы не сказал никогда в жизни:
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫӳрессе те мӗскӗне персе ҫӳремест.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Путвалтан йывӑр сывлӑш персе тухрӗ.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тӳрленкелесе ларнӑ-ларман каллех ӳкме хӑтланса тайкаланнӑ, хӑй персе анман-ха ҫапах.
Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.