Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑнах та: эрехпе сӑн-сӑпат пӗтет, вӑл сасартӑках иртме пултараймасть, ун чухне мана сӑн кӗнӗччӗ, ачаш сӑн ҫапнӑччӗ, куҫсем те ҫуталса тӑратчӗҫ; эпӗ хама та ӗлӗкхинчен урӑхла тыткалакан пултӑм, питӗ ҫепӗҫ те йӑваш калаҫма пуҫларӑм, пӗлетӗр-и, ӗҫме пӑрахнӑ хыҫҫӑн эпӗ ирсӗр ӗҫсем ҫинчен шухӑшлама пӑрахрӑм, анчах унчченхи тирпейсӗрлӗхе пула, сӑмахсене пӑтраштараттӑмччӗ, хӑш чухне мӗн каланине манса каяттӑм; ку вӑхӑт тӗлнелле эпӗ хама тыткалама та, йӗркеллӗ калаҫма та хӑнӑхса ҫитрӗм.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирсановран хурарах Лопухов тӗттӗм хӑмӑр ҫӳҫлӗ, йӑлтӑртатса тӑракан хӑмӑр куҫлӑ, вӗсем хура куҫсем пекех курӑнаҫҫӗ, сӑмси ӑмӑрткайӑкӑнни пек авӑнчӑк, тутисем хулӑн, пичӗ кӑшт тӑрӑхла.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Куҫсем мӗншӗн куҫҫуллӗ?
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫук, сирӗн куҫсем мана кӳрентермеҫҫӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӗссӗр куҫсем, сайра та тӗссӗр ҫӳҫсем, ытла та сӑнсӑр пит-куҫ… каҫарӑр, сӑнсӑр мар, эсир каланӑ пек каласан, пиҫсе ҫитнӗ ҫырла, урӑхла каласан сирӗн эскимоссем ҫеҫ ҫӑвара хыпма пултаракан апат!
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах халӗ ун куҫӗсем ҫырури нумай мар йӗркесем ҫине чылайччен, пӗр сиккеленмесӗр пӑхса тӑчӗҫ, ҫак ҫутӑ куҫсем тӗксӗмленнӗҫем тӗксӗмленсе пычӗҫ, ҫыру лӗнчӗр кайнӑ алӑсенчен ҫӗвӗ ҫӗлемелли сӗтел ҫине ӳкрӗ, вӑл питне аллисемпе хупласа уласа йӗрсе ячӗ.
II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫав куҫсем умӗнче халь темле тӗлӗнмелле япаласем, ун арканнӑ малашлӑхӗн ванчӑкӗсем — шыва путнӑ сахӑр юпа ванчӑкӗсем — мӗлтлетеҫҫӗ.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Карчӑк ҫинчен пӗтӗмпех ӑнлантарса патӑм, эпӗ сирӗн куҫсем тӑрӑх куратӑп: кунта, ман умра, ларакансем, эсир мана пурте шеллетӗр.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах Хижнякӑн сӑн-пичӗ унӑн ҫи-пуҫӗпе пӗрре те килӗшсе тӑмасть: тимлӗн пӑхакан ӑслӑ куҫсем, ҫӳхе тута хӗрринчи кулӑ йӗрри, теме тӑнланӑ пек, сылтӑм куҫхаршине каҫӑртас йӑла, пӗтӗм сӑн-пуҫра палӑракан интеллигентлӑх — тимлесе пӑхакана ҫаксем пӗтӗмпех ку ҫын выльӑх-чӗрлӗх хатӗрлес ӗҫпе ял хуҫалӑх ӗҫӗсенчен инҫетре тӑнине уҫҫӑнах пӗлтереҫҫӗ.
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпӗ ӑна уринчен ярса тытрӑм та урапа ҫинчен сӗтӗрсе антартӑм, вӑл тимлӗрех пӑхтӑр, ют ҫӗре хӑйӗннипе ан пӑтраштартӑр тесе, куҫсем хушшинчен хамӑн татӑк алпа лачлаттарса илтӗм…
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем, ҫак вилӗ куҫсем, савӑнса та шӑппӑн тӗлӗнсе, сӳнсе пыракан тӗксӗм ҫӑлтӑрсем ҫине те, пуҫ ҫийӗнче ирӗлекен аялтан кӑштах кӗмӗл витнӗ пӗлӗт татки ҫине те, витӗр курӑнакан ҫӑмӑл тӗтре ӗнтрӗкӗпе витӗннӗ тӳпе ҫине те киленсе пӑхнӑн туйӑнаҫҫӗ.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ҫук, йӗкӗт, куҫсем манӑн ватӑ пулсан та ҫивӗч.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑй ҫине урӑх куҫсем пӗрре те пулин ҫакӑн пек чунтан парӑнса, юратса пӑхса илсен, — аван пулмалла.
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тепӗр самантра, ялан тап-таса тутӑрне пӳрнипе кӑшт тӗксе тӳрлетсен, вӑл пуҫне ҫӳлелле ывӑтнӑ, тӑрӑхласа, шӑтарас пек пӑхнӑ, вӑтанман, пӗтӗмпех пӗлекен усал куҫсем тӗксӗм йӑлтӑртатнӑ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тӗлӗнмелле куҫсем пулнӑ Лушаня Нагульновӑн!
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫав куҫсем ҫинипе Лао-шуань чӗтрешсе илет.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Ҫав сӑн-питре ытла та чуна ҫывӑх, кӑмӑла ҫавӑракан темле илӗртӳ пур: те уҫҫӑн пӑхакан кӑвак куҫсем илӗртеҫҫӗ ҫынна, те ҫамрӑкрах чухнехи чӑмӑрлӑхне ҫухатайман, малалла тухса тӑракан янахӗ…
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Путек тир ҫӗлӗкӗ айӗнчен хӑй ҫине хаяррӑн хистекен куҫсем тирӗнсен, Тимофей, пӗр авӑк ним тума аптӑраса тӑчӗ, анчах мӗн тумаллине часах тавҫӑрса илчӗ:
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӑхӑртан шӑраткаласа тунӑ пек сарӑ пӑнчӑ питсем, пурте пӗр евӗрлӗскерсем, тата ҫав сӑн-питсенчи тем кӗтсе тӑракан тӗссӗр те сивӗ куҫсем тискер кайӑк ҫине читлӗх тулашӗнчен ҫӗршерӗн шӑтарас пек ухмахла пӑхаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫутӑ куҫсем, йӑлтӑртатса тӑракан шурӑ йывӑҫ айӗнче юнне ҫухатса шурса кайнӑ пуҫ мими пек, тата ытларах ҫуталса каяҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.