Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Пулса иртни ҫинчен патша патне хыпар ҫитсессӗн, вӑл Иудея хӑйӗнчен уйӑрӑласшӑн тесе шухӑшласа илнӗ те Египетран тапранса тухнӑ, тарӑхса-урса кайнӑскер, кӑралпа авӑрланса Иерусалима ярса илнӗ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Лешӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрсассӑн, Даниил пӗрне чӗнсе илнӗ те каланӑ: усал кунсемпе ватӑлса кайнӑскер! паян санӑн унччен туса пурӑннӑ ҫылӑхусем уҫӑлчӗҫ, 53. тӗрӗс мар сут туса айӑпсӑррисенех айӑплани, айӑплисенех тӳрре кӑларни ҫиеле тухрӗ — Ҫӳлхуҫа вара: «айӑпсӑррине, тӳррине ан вӗлер» тет.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Навуходоносор, тарӑхса та урса кайнӑскер, Седраха, Мисаха тата Авденагона илсе килме хушнӑ; вара ҫавӑ арсене патша патне илсе пынӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Алӑк хыҫӗнче, алӑк янаххи хыҫӗнче те хӑвӑн паллусене лартатӑн; Манран пӑрӑнса кайнӑскер, эсӗ ҫарамасланатӑн та улӑхатӑн; вырӑнна сарса аслӑлататӑн, вара хӑв кампа выртма юрататӑн, ҫавӑнпа килӗшсе татӑлатӑн — вырӑн шыратӑн.
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Урипе кукалет, хӑйӗн вӑйӗпе хӑй савӑнать; кӑрала хирӗҫ пырать; 22. хӑрушлӑх уншӑн — кулӑш ҫеҫ, шикленмест, хӗҫрен каялла чакмасть; 23. ун ҫийӗн ҫӗмренсем шӑхӑрса вӗҫеҫҫӗ, ун тавра сӑнӑ-хӗҫ ялтӑрать; 24. хӗрсе кайнӑскер ҫӗре хаяррӑн кӑшлать, трупа кӑшкӑртнӑ чухне тӗк тӑраймасть: 25. трупа сассине илтсессӗн шар-шар кӗҫенсе ярать, ҫапӑҫӑва аякранах сисет, ҫар пуҫӗсен сассине, шӑв-шава таҫтанах илтет.
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Нават ывӑлӗ Иеровоам ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те, — Соломон патшаран Египета тарса кайнӑскер, вӑл ҫавӑнта пулнӑ, — Египетран каялла таврӑннӑ.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах Гаваон ҫыннисем, Иисус Иерихонпа Гай хулисене епле пӗтерсе тӑкни ҫинчен илтсессӗн, 4. акӑ мӗнле чеелӗх тупнӑ: ашакӗсем ҫине ҫул валли кивӗ михӗсемпе ҫӑкӑр янтӑласа хунӑ, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, саплӑклӑ тир хутаҫпа эрех илнӗ; 5. ури сырри те вӗсен кивӗ, саплӑклӑ пулнӑ, ҫийӗнчи тумтирӗсем те ҫӗтӗк пулнӑ; ҫул ҫине илнӗ ҫӑкӑрӗ те пӗтӗмпех типсе-кӑвакарса кайнӑскер, [тӗпренсе] пӗтнӗскер пулнӑ.
Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.