Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Тепӗр ывӑлӑра та ан манӑрччӗ, — терӗм эпӗ ун аллине чуптума пырса, ҫав вӑхӑтра хамӑн сӑна та, сасса та ирӗксӗрех Володьӑнни пек тума тӑрӑшрӑм.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр чухне, хӑна пӳлӗмне пӗччен тӑрса юлсан, Любочка пӗр-пӗр авалхи кӗвве калас-тӑк, ирӗксӗрех кӗнекене хуратӑп та балконӑн уҫса хунӑ алӑкӗнчен ҫӳлӗ хурӑнсен усӑнса тӑракан кӑтра турачӗсем ҫине пӑхатӑп, ку туратсене каҫхи мӗлке хупласа илет ӗнтӗ, таса тӳпенелле тинкеретӗп, ун ҫине сӑнаса пӑхатӑп-пӑхатӑп та, сасартӑк тусанлӑ сарӑрах пӑнчӑ курӑннӑ пек, унтан каллех ҫухалнӑ пек пулса каять; вара залри музыкӑпа, хапха чӗриклетнине, хӗрарӑмсен сассисене тата ялта кӗтӳ антарнине итленӗ май, эпӗ сасартӑк Наталья Савишнӑна, аннене, Карл Иваныча аса илетӗп те, ман пӗр минута ӑш вӑркаса каять.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ирӗксӗрех: «Володя тӗрӗс тӑвать», — тесе шухӑшласа илтӗм.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ирӗксӗрех ҫапла ыйтрӑм: эпир, эпӗ тата кил-ҫурт, пӗр-пӗринсӗр ҫавнашкал вӑрах пурӑнма епле пултарнӑ-ха? — вара, хыпӑнса ӳксе, ытти пӳлӗмсем те ҫавсемех-ши тесе пӑхма чупрӑм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Учительсем ман патӑма ҫӳреме чарӑнмарӗҫ, Сен-Жером эп епле вӗреннине асӑрхаса тӑчӗ, кӑмӑл туртмарӗ пулин те, эпӗ ирӗксӗрех университета кӗме хатӗрлентӗм.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каламасӑрах паллӑ, Нехлюдова пула эпӗ ирӗксӗрех унӑн туртӑмне те йышӑнтӑм, ку туртӑмӑн тӗп тупсӑмӗ — ҫыннӑн ырӑ енне пысӑка хурса, ӑна чунтан-чӗререн юратасси тата этемӗн ӗмӗчӗ пӗрмаях лайӑхланса пырасси пулнине ҫирӗппӗн ӗненесси.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эхер пулсан та, ҫапах эпӗ тӗрӗс калатӑп, — хушса хутӑм эпӗ хама хам кӑмӑллӑ пулнӑран ирӗксӗрех йӑл кулса.Ежели и бывает, то все-таки я прав, — прибавил я с невольной улыбкой самодовольствия.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ кукамай ҫыннисем кӑштах пӑлханнине асӑрхатӑп, час-часах кам кама лекесси пирки калаҫнине илтетӗп, хамӑр пурлӑх илесси ҫинчен ирӗксӗрех савӑнса шухӑшлатӑп.
ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн пысӑк шурӑ аллине хальчченхи пекех чунтан юратса тата хисеплесе чуптӑватӑп, анчах халь ӗнтӗ ун ҫинчен шухӑшлама, вӑл мӗн тунине тишкӗрме хӑятӑп, вара ирӗксӗрех ман пуҫа хӑратса пӑрахакан шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Манӑн ирӗксӗрех куҫу тапхӑрӗн пушхирне хӑвӑртрах чупса тухас та ҫак тапхӑрӑн вӗҫне туслӑхӑн чӑннипех те ҫепӗҫ, ырӑ туйӑмлӑ шевлипе каллех ҫап-ҫутӑ ҫутатакан телейлӗ вӑхӑт патне, ытарайми илемпе, поэзипе тулса тӑракан ҫӗнӗ тапхӑра — яш ӗмӗре ҫитес килет.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хамшӑн ҫав тери ҫӗнӗ те уҫӑмлӑ пек туйӑннӑ ҫак шухӑш — халь эпӗ унӑн майне-шывне те аран ҫеҫ тӗшмӗртетӗп — мана питӗ килӗшрӗ, эпӗ, хут листи илсе, ӑна ҫырса хума шут тытрӑм, анчах ҫырма ларсан ман пуҫа татах та нумай шухӑшсем кӗрсе тулчӗҫ, манӑн ирӗксӗрех пӳлӗм тӑрӑх утса ҫаврӑнмалла пулчӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗн куҫсем ӑнсӑртран тӗлпулмассерен хам пӑхнинче чун туртманни ытла уҫӑмлӑн палӑрнӑ пек туйӑнать те, эпӗ ирӗксӗрех лӑпкӑ сӑнлӑ пулма тӑрӑшатӑп, анчах ун чухне вара эпӗ юри тунине сиснӗ пек туйӑнать те эпӗ хӗрелсе каятӑп, урӑх еннелле ҫаврӑнса тӑратӑп.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныча эпӗ юрататтӑм, мӗн хам астӑвассах унӑн сӑнарне куҫ умӗнче тытатӑп, ӑна хамӑр ҫемье ҫынни тесе шутлама хӑнӑхнӑччӗ; Сен-Жером вара мӑнкӑмӑллӑ, хӑй ҫинчен нумай шухӑшлакан ҫын, пысӑккисем пурте хистенӗрен ирӗксӗрех хисепленисӗр пуҫне ман ун патне урӑх нимле туйӑм та ҫукчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Манӑн чӗрем патне юн пырса тӑвӑнчӗ; эпӗ чӗре хытӑ тапнине, сӑн-пит шуралса кайнине, ирӗксӗрех тутамсем чӗтре пуҫланине туйрӑм.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара манӑн та ирӗксӗрех ун пек тӑвас килсе кайрӗ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл юратакан япаласемпе эпӗ ирӗксӗрех интересленме пуҫлатӑп; анчах ун ҫулӗпе пыма эпӗ ытла мӑнкӑмӑллӑ, ҫӗнӗ ҫул суйласа илме ҫамрӑкрах-ха, хам тӗллӗн пурӑнма пултараймастӑп.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав самантрах пуҫ тӑрринче хӑватлӑн кӗрлени илтӗнсе каять, вӑл, пӗтӗрӗннӗ пек, ҫӳлтен ҫӳле ҫӗкленсе, анлӑран анлӑ сарӑлса вӑйланнӑҫемӗн вӑйланать, унтан хӑлхана хупласа лартасла шартлатать те, ирӗксӗрех чӗтресе илетӗн, сывлама тӑхтаса таратӑн.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ирхи тутлӑ ыйха тепӗр чӗрӗк сехете те пулин тӑсас шутпа мӗн тери хутланкаласан та, чееленсен те, ҫиленсен те, Василин иккӗленӳсӗр сӑнӗ ҫине пӑхсан, вӑл сана итлес ҫуккине, тӑмасан утияла татах ҫирӗм хут та сирме хатӗррине куратӑн та, ирӗксӗрех сиксе тӑрса, картишне ҫӑвӑнма чупса тухатӑн.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пӑшӑлтатнӑ пекех тата ӗнентересшӗн пулса хӗрӳллӗ каланӑран, эпӗ ирӗксӗрех ҫӳлелле пӑхрӑм, карнизсем ҫине пӑхса тем шырарӑм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Манӑн ирӗксӗрех унпа килӗшмелле пулчӗ.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.