Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ахӑр самана ҫитет! — аран-аран каласа хурать те Наталья Фаддеевна юлашкинчен, иккӗшӗ те чӗререн татӑлса макӑраҫҫӗ.наступит светопреставление! — выговаривает наконец Наталья Фаддеевна, и обе плачут горько.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ ар ҫыхӑнӑвне ытла ирех кӗнипе сӑлтавламалла ҫакна ахӑр.
«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28
— Вӑл ахӑр Н-ра допрос тунине асне илчӗ пулмалла.
Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ахӑр ҫӗрле пулмалла.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хаяр вӑхӑт, Крупицына, ахӑр самана!
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вара вӗсем, нимӗне пӑхмасӑр, тусем урлӑ ҫынсем патне хӑйсем анма шут тытнӑ, пӗтӗм тӗнчене «ахӑр самана» юнаса тӑнине пӗлтересшӗн пулнӑ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Мӗскер, ҫынсен шакне пӑхса ҫӳреме сирӗншӗн закон тухнӑ-им? — кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл ахӑр сасӑпа.— Это что ж, вам такой закон вышел — по чужим вентерям лазать? — закричал он страшным голосом.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн суранӗ унӑн пӗр самантлӑха кӑна ыратма чарӑнать, ахӑр, ун пек чухне вара унӑн пит-куҫне этем сӑнӗ кӗрет.Иногда она утихала на несколько минут, и тогда лицо его принимало человеческое выражение.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лури мана ухмаха ернӗ тесе шутларӗ, ахӑр, урисене ҫӗре тивертмесӗр тенӗ пекех, тухтӑр патнелле ыткӑнчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Петьӑна пуринчен те хаваслӑрах пулчӗ, ахӑр, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑл: «Кулӑшла!» тесе кӑшкӑра-кӑшкӑра ячӗ, кӑмӑлӗ тулнӑ пек унталла-кунталла пӑха-пӑха илчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кораблев, тӗл пулсан-тусан, ман ҫине ҫав тери йывӑрпа пӑхать, унӑн мана курасси килмест, ахӑр.Кораблев при встрече смотрел на меня с усилием, точно ему тяжело было меня видеть.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ҫийӗнчех мана «Начар» паллӑ лартасшӑн пулчӗ курӑнать, унӑн аллисем те чӗтресе кайрӗҫ, ӑна аван мар пек пулчӗ, ахӑр, вӑл хӑйне лайӑхрах пултӑр тесе, тепӗр ыйту пачӗ:
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл пирӗн, Катьӑпа иксӗмӗрӗн, калаҫмалли сӑмахсем пуррине сиссе илчӗ-тӗр, ахӑр, сасартӑк каҫару ыйтрӗ те пӗр пӗчӗк сӑлтав тупсах выставкӑра юлчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та Даша инке мана ӗненмерӗ, ахӑр, каллех куҫне хупрӗ, ҫывӑрнӑ пек пулчӗ.Но тетя Даша, кажется, не поверила мне, потому что снова закрыла глаза, как будто и точно уснула.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Савӑннипе чӗлхем ҫыхланчӗ, ахӑр, манӑн.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн сӑнӑм-пуҫӑм ытлашши ыррӑнах курӑнмарӗ, ахӑр, вӑл куҫӗсене, хӑранӑ чухнехилле мӑчлаттарса, тухса кайрӗ.Должно быть, у меня был не особенно приветливый вид, потому что он испуганно заморгал и вышел.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл эпир ӑна ҫийӗнчех асӑрханине ӑнкарса илчӗ, ахӑр, темскер мӑкӑртаткаласа кахаллӑнтарах кӑна кулса, пирӗн пата пырса тӑчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Астӑваймастӑп, мӗн ҫинчен калаҫнӑ-тӑр эпир, темле кирлӗ япала ҫинченехчӗ, ахӑр, калаҫакан кино ҫинченччӗ пулас.Не помню, о чем мы говорили, о чем-то серьезном, — кажется, о говорящем кино.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ҫав тери хытӑ ҫухӑрма пуҫларӑм, ахӑр, Катя Гаерпа ман хушша кӗрсе тӑчӗ.Наверное, я уже здорово орал, потому что Катя вдруг стала между Гаером и мной.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн ухмах пуҫӗнче темӗнле пӑтранчӑк асаилӳсем вӗлтлетсе иртрӗҫ, ахӑр…Какое-то смутное воспоминанье, казалось, мелькнуло в его тупой башке…
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951