Шырав
Шырав ĕçĕ:
27. Патша хут чӗркемне, Варух ҫырса хунӑ Иеремия сӑмахӗсене, ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ, Вӑл ӑна ҫапла каланӑ: 28. урӑх чӗркем ил те унта Иудея патши Иоаким ҫунтарса янӑ малтанхи хут чӗркемӗнче пулнӑ унчченхи сӑмахсене пурне те ҫырса хур; 29. вара Иудея патшине Иоакима кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ ҫак хут чӗркемне ҫунтарса ярса, «Иеремия, мӗншӗн эсӗ унта Вавилон патши пурпӗрех килет те ҫак ҫӗре тустарса хӑварать, ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те вӗлерсе пӗтерет тесе ҫыртӑн?» терӗн; 30. Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн Иудея патши Иоаким пирки ҫапла калать: унӑн йӑхӗнчен Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан пулмӗ, унӑн виллине кӑнтӑрлахи шӑрӑха та ҫӗрлехи сивве пӑрахӗҫ; 31. Эпӗ ун патне, унӑн тӑхӑмӗ патне, унӑн тарҫисем патне вӗсенӗн тӗрӗсмарлӑхне пырса пӑхӑп та вӗсем ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине тата Иудея ҫыннисем ҫине хӗн-асап ярӑп.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кунта Турӑ Ҫуртӗнче тав парни кӳрекенсен сасси илтӗнсе тӑрӗ: «Саваоф Ҫӳлхуҫана мухтӑр — Ҫӳлхуҫа ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе!» Эпӗ ҫак ҫӗрӗн шӑпине улӑштарӑп, пурте унчченхи пек пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иаков чатӑрӗсене ҫӗнӗрен туса лартӑп, унӑн ялӗ-хулине хӗрхенӗп; ишӗлчӗксем ҫинче хула ӳссе ларӗ, унчченхи вырӑнӗнчех кермен ҫӗкленӗ.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӗр ҫинче пиллӗх илекенсене чӑнлӑх Турри ячӗпе пиллеччӗр; ҫӗр ҫинче тупа тӑваканӗ чӑнлӑх Турри ячӗпе тупа тутӑр, мӗншӗн тесессӗн унчченхи асапсем манӑҫа тухӗҫ, Манӑн куҫ умӗнчен ҫухалӗҫ.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6-7. Манӑн сӑнӑм умне акӑ мӗн ҫырса хунӑ: чӗнмесӗр тӑмӑп, тавӑрӑп, вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемпе пӗрле ӑшчиккине кӗртсех тавӑрса парӑп; вӗсен ашшӗсем тусем ҫинче фимиам тӗтӗрнӗ, сӑртсем ҫинче Мана хӑртнӑ-хурланӑ; Эпӗ вӗсен унчченхи ӗҫӗсене виҫсе ӑшчиккинех ярса парӑп.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпах ӗнтӗ Манӑн халӑхӑм Манӑн ятӑма пӗлӗ; ҫавӑ кунхине вӑл Эпӗ унчченхи пекех пулнине, Эпӗ: «Эпӗ кунтах!» тесе каланӑ чухнехи пекех пулнине пӗлӗ.
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унчченхи тискерлӗхсене аса илӗн те: «хырҫӑ тӳлемеллине ҫырса ҫӳрекенӗ ӑҫта-ши? куланая виҫекенӗ ӑҫта-ши? пашнесене тӗрӗслесе ҫӳрекенӗ ӑҫта-ши?» тейӗн.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унчченхи вӑхӑт Завулон ҫӗрне, Неффалим ҫӗрне кӗҫӗнлетсе тӑчӗ; ҫитес вӑхӑт вара тинӗс ҫулне, Иордан леш енчи ҫӗршыва, суя тӗнлӗ Галилея ҫӗрне асла кӑларӗ.
Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Аллӑма сан ҫине тӑсӑп та, сӗлтӗпе ҫунӑ пек, сана мӗнпур хутӑшран тасатӑп, сана пур тӑхланран та уйӑрӑп; 26. вара каллех сана унчченхи пекех тӳресем, пуҫламӑшӗнчи пекех канашҫӑсем тупса парса тӑрӑп; ӗнтӗ сан ҫинчен: «тӳрӗлӗх хули, шанчӑклӑ тӗп хула» тейӗҫ.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫил кӑнтӑралла вӗрет, ҫурҫӗр еннелле пӑрӑнать, хӑй ҫулӗ ҫинче ҫаврӑнать-ҫаврӑнать те унчченхи тӗлех таврӑнать.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Йӗркесӗр ҫынна инкек тӗкӗнтӗр-ха — вӑл ҫук та, тӳрӗ ҫын ҫурчӗ вара унчченхи пекех ларать.7. Коснись нечестивых несчастие - и нет их, а дом праведных стоит.
Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй чунӑм, унчченхи пекех канӑҫлӑ пул: Ҫӳлхуҫа сана ырӑлӑх турӗ.7. Возвратись, душа моя, в покой твой, ибо Господь облагодетельствовал тебя.
Пс 114 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унчченхи ӑрусенчен ыйт-ха, вӗсен ашшӗсем мӗн-мӗн курнине тимле-ха; 9. хамӑр эпир — ӗнерхисем кӑна, нимӗн те пӗлместпӗр: пирӗн ҫӗр ҫинчи кунҫулӑмӑр — ӗмӗлке анчах.
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫак иккӗмӗш кунӗнче те, ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑтӗнче, патша Эсфире унчченхи пекех каланӑ: Эсфирь, сана мӗн кирлӗччӗ? сана пурӗ те пулӗ; эсӗ мӗн ыйтасшӑнччӗ? ҫур патшалӑх ыйтсассӑн та, парӑп сана, тенӗ.
Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсфирь, Мардохей хытарнине асра тытса, унчченхи пекех хӑй тӑванӗсем ҫинчен те, хӑй халӑхӗ ҫинчен те нимӗн те шарламан; вӑл Мардохей сӑмахне халӗ те ун килӗнче пурӑннӑ чухнехи пекех итленӗ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӗсем, унчченхи пек, кӗлӗ тума кайнӑ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Унчченхи Ҫурта курнӑ ватӑ священниксем, левитсем, ӑру пуҫлӑхӗсем халӗ ҫӗнни патне йӗрсе те хыттӑн хӳхлесе пынӑ, 61. нумайӑшӗ вара трупа кӑшкӑртнӑ, савӑнса-хӗпӗртесе хыттӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра янӑ, 62. пухӑннӑ йыш кӑшкӑртакан трупасен сасси аякка-аякка саланнӑ пулин те, халӑх хӳхленипе ҫынсем трупасен сассине илтеймен.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ун вӑхӑтӗнче мӗн пулса иртнине унчченхи ҫулсеренхи кӗнекесенче ҫырса кӑтартнӑ: Израиль халӑхӗ кирек хӑш халӑхран та, кирек хӑш патшалӑхран та ытларах ҫылӑха кӗрсе Ҫӳлхуҫана хирӗҫле усал ӗҫсем туни ҫинчен, пӗлсе тӑрсах Ҫӳлхуҫана хурлани ҫинчен, Унӑн сӑмахӗсем Израиле мӗншӗн хирӗҫле пулни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем ман патӑма тӑватӑ хутчен ҫав йыхравпах ҫынсем ячӗҫ, эпӗ те вӗсене унчченхи пекех хуравласа тӑтӑм.4. Четыре раза присылали они ко мне с таким же приглашением, и я отвечал им то же.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Дарий патшаран вара ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: «Эсир вара, юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай, Шефар-Бознай, хӑвӑрӑн юлташӑрсемпе, юханшыв леш енчи тӳре-шарапа, унтан пӑрахса кайӑр. 7. Турӑ Ҫуртне тума ан чӑрмантарӑр; Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхӗпе Иудейӑн аслӑ ҫыннисем Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр. 8. Ҫапла хушатӑп: Турӑ Ҫуртне тунӑ чухне Иудейӑн аслӑ ҫыннисене пулӑшсах тӑрӑр: патша пурлӑхӗнчен — юханшыв леш енче пухнӑ куланайран — пӗр тӑхтаса тӑмасӑр илӗр те ҫав ҫынсене парса тӑрӑр: ӗҫ чарӑнса ан тӑтӑр; 9. мӗн кирлине — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлти Турра парнесем кӳме пӑрусем-и, сурӑхсем-и, путексем-и, тулӑ-и, тӑвар-и, эрех-и, ҫу-и — Иерусалим священникӗсем мӗн ыйтнине пурне те кунран-кунах, пӗр тытӑнса тӑмасӑр парса тӑрӑр, 10. вӗсем ҫапла Ҫӳлти Турра кӑмӑллӑ парнесем кӳрсе тӑччӑр, патшапа унӑн ывӑлӗсенӗн пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтуччӑр. 11. Тата ҫапла хушатӑп: кам та кам ҫак хушӑва пӑсас пулсассӑн, ҫавӑн ҫурчӗн пӗренине кӑларса илмелле те хӑйне ӑна ҫав пӗрене ҫумне пӑталамалла, ҫуртне тӗппипех ҫӗмӗрмелле. 12. Пӗр-пӗр патша е пӗр-пӗр халӑх ҫак хушӑва пӑсса Иерусалимри Турӑ Ҫуртне сиен кӳме хӑйсассӑн, вӗсене Хӑйӗн ячӗ ҫавӑнта тӑма кӑмӑл тунӑ Турӑ пӗтертӗр. Эпӗ, Дарий, ҫапла хушатӑп: ӑна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫласа тӑрӑр!»
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.