Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Килне (тĕпĕ: кил) more information about the word form can be found here.
Марине, ҫак эрне тӑршшӗпех вӑрмана каясси ҫинчен шухӑшласа пурӑннӑскер, килне тӑрса юлчӗ.

Help to translate

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Иванӗ, Левентейпе калаҫнӑ хыҫҫӑн витене тек кайса та кӗместӗп тесе килне таврӑнчӗ те мӗн тӑвассине пӗлмесӗр аллине пуртӑ ярса тытрӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Конюхсен пӳртӗнче ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн вӑл никам хутса ӑшӑтман килне таврӑнать те, апат пӗҫерсе ҫисе, ҫум пахчана ҫӗрулми аври йӑтма тухать.

Help to translate

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ сана шыраса итем ҫинче пултӑм, килне ҫитрӗм.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь пӑхатӑп та, чун савӑнать: Левентей тепӗр чухне ҫӗрӗпе килне каймасть, тумалли ӗҫе пурпӗрех тӑвать.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӗр чылая кайнӑ ӗнтӗ, килелле утма та вӑхӑт пек, анчах Липӑн килне каяс килмест.

Help to translate

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Галимджанпа тепӗр ача ҫавна курчӗҫ те ачасене чӑлпар сапаласа ячӗҫ, унтан Укахвие килне ҫитичченех ӑсатса хӑварчӗҫ.

Help to translate

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Килне ҫитмен, ӗҫлеме тытӑнасшӑн!

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл вара, килне кӗрес вырӑнне, вӗсем патнелле пӑрӑнчӗ.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эп ҫак савӑт-сапана кӗртсе хурам, вара сана килне ҫитичченех леҫсе хӑварӑп.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫумӑр пуҫланиччен тӑван килне ҫитсе ӳкме васкарӗ пулас.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каҫалапа Михала килне таврӑнчӗ те урӑх ниҫта та тухмарӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑтра Михала килне шӑпах хӑйне кӗтмен сехетре — тул ҫутӑлсан ҫитрӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пыраттӑмччӗ, килне кӗрсех уйрӑлаттӑмччӗ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Агай хӑй кунтан иртсе пыман пулсан, Левентей куҫӗ умӗнчех килне пыраттӑмччӗ, — вӑрӑм та кӑтра ҫӳҫне каялла шӑлса илчӗ Галимджан.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем иккӗш те Ахтупайсен килне вӑркӑнса кӗчӗҫ, ятран чӗнсе амӑшӗпе хӗрне шырарӗҫ, анчах никам та сасӑ памарӗ.

Help to translate

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗлессӳ пулсан, тек килне те таврӑнаймастӑн, Тукай эфенди, хан нӳхрепӗнчех ҫӗретӗн.

Help to translate

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫырмара вӗсем чылайччен асапланчӗҫ, анчах ҫапах та Нургали килне хаваслӑн пырса кӗчӗҫ.

Help to translate

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иван Семенович савӑнса кайрӗ: ҫапах та вӑрҫӑ пуҫланиччен вӑл килне тепре кӗрсе тухать.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах тӑван тӑрӑх хӑй патнех туртнӑ Ольга Федоровнӑна, ҫавӑнпа тӑван килне таврӑнса унта тӗпленнӗ.

Help to translate

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed