Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аттене (тĕпĕ: атте) more information about the word form can be found here.
Тата кӳренсе терӗм, мӗншӗн тесен ман аттене ытла чӑрсӑр улталанӑ иккен, унӑн тӳре чӗрине пула, шанса тӑнине кура калама ҫук сӑтӑр кӑтартнӑ иккен ӑна.

И обиды — потому что я узнала теперь, как дерзко был обманут отец и как повредили ему доверчивость и прямота души.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ нимӗнех те тӑваймарӑм, Саня пулман пулсан хам атте ҫинчен те нимӗн те пӗлеймен пулӑттӑм, пӗтӗм асӑмра тӑрса юлни те, ҫав, аттене ӑсатнӑ юлашки кун — Энск вокзалӗнче атте мана аллине илсе ҫӳле ҫӗклерӗ те, сиктерсе ярса, хӑйӗн пысӑк та ырӑ аллисемпе тытрӗ — ҫавна ҫеҫ астӑватӑп.

Я не сделала ничего и, если бы не Саня, даже не узнала бы о своём отце ничего, кроме того, что мне было известно в тот прощальный день на Энском вокзале, когда отец взял меня на руки и в последний раз высоко подкинул и поймал своими добрыми, большими руками.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр кунне аттене хресченсем пирӗн кил-картине каҫару ыйтма пыни ҫинчен пырса каларӗҫ.

На другой день доложили батюшке, что крестьяне явились на барский двор с повинною.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Аттене хӑйне, вӑл хытӑ тыткалакан ҫын пулнӑ пулин те, ӗҫе тӗрӗс татса панӑшӑн тата хӑй аллинчи ҫынсен чӑн-чӑн нушисене пӗлсе тӑнӑшӑн, юрататчӗҫ.

Батюшка, несмотря на свою строгость, был также любим, ибо был справедлив и знал истинные нужды подвластных ему людей.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Манӑн юрату халӗ ӗнтӗ аттене ахалех пек туйӑнман, аннен хӑйӗн Петрушине капитан хӗрне, кӑмӑллӑ та илемлӗ хӗре, качча илтерессисӗр пуҫне урӑх ӗмӗт те пулман.

Моя любовь уже не казалась батюшке пустою блажью; а матушка только того и желала, чтоб ее Петруша женился на милой капитанской дочке.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ аттене мӗн пулнине пӗтӗмпех каласа патӑм.

Я обо всем рассказала отцу.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Аттене калас — вӑл Расщепей майлӑ пуласси паллах, мӗншӗн тесен, ӑна вӑл, курмасӑрах, питӗ хисеплет, аслӑ ҫын вырӑнне хурать.

Отцу — но он бы, конечно, стал на сторону Расщепея, которого заочно очень уважал и считал великим человеком.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Килте, пӗтӗм пӳлӗме ян ярса, приёмник юрлать, ӑна эп яла каяс умӗн аттене патӑм.

Дома у нас на всю комнату пел приемник, который я перед отъездом подарила отцу.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ҫакӑн ҫинчен пӗтӗмӗшпех аттене калас терӗм, анчах, тӗплӗрех шутласан, калас мар терӗм: паллах ӗнтӗ, вӑл мана ниҫта та кӑларман пулӗччӗ, вара ман пурнӑҫри чи малтанхи мыскара пӗр нимӗнсӗр пӗтсе ларӗччӗ.

Я собиралась было рассказать обо всем отцу, но потом раздумала: конечно, он бы меня никуда не пустил и первое в моей жизни приключение сразу бы на этом и закончилось.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапла шаккани тата хӗрхенсе пекле калаҫас йӑли аттене ҫилентерет.

Только отца раздражали и этот стук, и снисходительная манера говорить.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗлӗкрех мана юратманшӑн, аттене маннӑшӑн ӳкӗнет вӑл; тен, вӑл Гаершӑн, вӑл пире тарӑхтарнӑшӑн каҫару ыйтать пулӗ.

Она жалела, что прежде не любила меня, раскаивалась, что забыла отца, быть может, просила прощения за Гаера, за все, что он с нами делал.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ алӑка уҫрӑм, вӑл пӳрте кӗрсе тӑван мар аттене вӑратма тытӑнчӗ.

Я открыл дверь, она вошла и стала будить отчима.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӑван мар аттене ӳкӗтлесе тӑнӑ вӑхӑтра Сковородников, аттине юриех хытӑ шаклаттарса, тухса кайрӗ.

Пока он уговаривал отчима, Сковородников вышел, нарочно громко стуча сапогами.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аттене ответ пама кӑмӑлӑм ҫитеймерӗ, аннене лӑплантарас енӗпе маншӑн Савельич ҫырӑвӗ те ҫителӗклӗ пек туйӑнчӗ.

Отвечать батюшке я был не в состоянии; а чтоб успокоить матушку, письмо Савельича мне показалось достаточным.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кайран унта, пурӑна киле, эпӗ шанатӑп, аттене тархасласа ҫавӑратпӑр; анне пирӗн майлӑ пуласси паллах, атте пире каҫарӗ…

А там, со временем, я уверен, мы умолим отца моего; матушка будет за нас; он меня простит…

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах та эпӗ хама мӗнле тыткалани ҫинчен аттене кам пӗлтернӗ пулать-ха?

Но кто же брал на себя труд уведомить отца моего о моем поведении?

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пачах урӑхла, хамӑр ҫемьери пурнӑҫ арканса кайсан, аттене лаша вӑрланӑ тесе айӑпласа, тӗрмене тытса кайсан, никам та мар, мӑнӑн хамӑнах ҫакӑр татӑкӗ ӗҫлесе тупма тиврӗ.

Наоборот, когда семейная жизнь пришла у нас к развалу и отца, как обвиненного в краже лошадей, приговорили к тюремному заключению, не кто иной, как я, был вынужден добывать кусок хлеба.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та сасартӑк Петровна мана ҫиленсе аяк пӗрчинчен тӗртрӗ — халӗ те-ха мӗншӗн иккенне пӗлместӗп, — ҫак самантра эпӗ аттене аса илтӗм, вӑл вилнине пӗлтӗм.

Но вдруг Петровна сердито толкнула меня в спину – до сих пор не знаю, за что, – и в эту минуту я вспомнил его и понял, что он умер.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Йӑмӑк аттене тӗрмене илсе кайни, прошени пани, анне пире кунта илсе килни, хӑй калле хулана таврӑнни, элӗ чӗлхесӗрри, Петровнӑн та сухалӗ пурри, анчах унӑн сухалӗ Иван Иванычӑннинчен пӗчӗкреххи, Петровна ҫӑлтан икӗ кил урлӑ пурӑнни ҫинчен, пурин ҫинчен те каласа пама ӗлкерчӗ.

Все уже было рассказано: отца забрали в тюрьму, мы подавали прошение, мать привезла нас и уехала в город, я – немой, бабка Петровна живет – второй дом от колодца, и у нее тоже есть борода,

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анне ман паспӑрта, хӑйӗн шкатулкинче мана тӗне кӗртнӗ чухне чӗркенӗ кипкепе пӗрле усранӑскерне, шыраса тупса, чӗтрекен аллипе аттене тыттарчӗ.

Матушка отыскала мой паспорт, хранившийся в ее шкатулке вместе с сорочкою, в которой меня крестили, и вручила его батюшке дрожащею рукою.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed