Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Сана кӑнтӑрлахи хӗвел те, ҫӗрлехи уйӑх та сиен тумӗ.
Пс 120 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хӗвел тухать те — вӗсем пуҫтарӑнса шӑтӑкне кӗрсе выртаҫҫӗ; 23. этем хӑй ӗҫне тума тухать, мӗн каҫченех хӑйӗн ӗҫӗпе аппаланать.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Уйӑха Вӑл вӑхӑт кӑтартмашкӑн пултарнӑ, хӗвел те хӑй анӑҫне пӗлет.19. Он сотворил луну для указания времен, солнце знает свой запад.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Унӑн вӑрлӑхӗ ӗмӗре пырӗ, унӑн аслӑ пуканӗ Ман умӑмра хӗвел пек пулӗ, 38. вӑл уйӑх пек ӗмӗрех тӗреклӗ тӑрӗ, тӗрӗс кӳнтелекенӗ — тӳпере» тенӗ.
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Турӑ — хӗвел те, хӳтлӗх те, Ҫӳлхуҫа тивлет парать, мухтавлӑ тӑвать; айӑпсӑр пурӑнакансене Вӑл Хӑйӗн ырӑлӑхӗнчен хӑвармасть.
Пс 83 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл мӗскӗнпе чухӑн ҫынна хӗрхенӗ, мӗскӗнсен чунне ҫӑлса хӑварӗ; 14. вӗсенӗн чунне ултавпа пусмӑртан хӑтарӗ, унӑн куҫӗ умӗнче вӗсенӗн юнӗ хаклӑ пулӗ; 15. вӑл пурӑнӗ, ӑна Арави ылтӑнне парса тӑрӗҫ, уншӑн пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтӑвӗҫ, ӑна кулленех мухтавлӗҫ; 16. ӗнтӗ тусем тӑрринче те тырӑ-пулӑ тулӑх пулӗ; ҫитӗннӗ тырӑ Ливан ҫинчи вӑрман пек хумханса ларӗ, хуласенче халӑх ҫӗр ҫинчи курӑк пек ӗрчӗ; 17. унӑн ячӗ ӗмӗр пулӗ; хӗвел ҫухаличченех унӑн ячӗ сарӑлса пырӗ#; ун урлӑ [ҫӗр ҫинчи пур ӑру та] пиллӗх илӗ, ӑна пур халӑх та ырӑлӗ.
Пс 71 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хуранӗнчен тухакан сӗлек пек пӗтчӗр; вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ача пек, хӗвел ан курайччӑр.9. Да исчезнут, как распускающаяся улитка; да не видят солнца, как выкидыш женщины.
Пс 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хӗвел епле ялкӑшса тӑнине курса, уйӑх епле чаплӑн ҫӳренине сӑнаса 27. эпӗ вӗсене хам ӑшӑмра пуҫҫапнӑ-и, хам аллӑма чуптунӑ-и?
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл хӗвел ҫинче ешерсе ларать, турачӗсем пахча тулашнелле тӑсӑлаҫҫӗ; 17. тымарӗсем чул купи ӑшне яваланса кӗреҫҫӗ, чул хушшипелен шӑтара-шӑтара тухаҫҫӗ.
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗчӗк ҫӑл юханшыв пулса тӑнӑччӗ, ҫутӑ та, хӗвел те, тулӑх шыв та пурччӗ унта: юханшывӗ Эсфире пӗлтерет, патша ӑна, суйласа илсе, патша майри турӗ.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мардохей ӗнтӗ ҫакӑн пек тӗлӗк тӗлленнӗ: акӑ хӑрушӑ шӑв-шав тӑрать, аслати кӗрлет, ҫӗр чӗтрет, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; акӑ икӗ мӑн ҫӗлен шуса тухать — вӗсем пӗр-пӗринпе тытӑҫма хатӗр; вӗсем тискерле чашкӑраҫҫӗ, ҫавсен сассипе ӗнтӗ тӳрӗ пурӑнакан халӑха пӗтермешкӗн ытти пур халӑх вӑрҫа хатӗрленет; акӑ сӗм тӗттӗм кун, хуйхӑ-суйхӑ та куҫҫуль, асап та асар-писер пӑлхану ҫӗр ҫинче; пулас инкек-синкекрен шикленсе пӗтӗм тӳрӗ халӑх шуйханса ӳкет, вӗсем ӗнтӗ вилме хатӗрленсе Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫлаҫҫӗ; пӗчӗк ҫӑлкуҫӗнчен тапса тухнӑ евӗр, вӗсем кӑшкӑрса макӑрнинчен тулӑх та аслӑ юханшыв пулса тӑрать; ҫутӑ ҫутатса ярать, хӗвел ҫиҫсе тухать, йӑвашшисем ҫӗкленеҫҫӗ те мӑнаҫлисене пӗтереҫҫӗ, — Турӑ мӗн тума шутланине Мардохей ҫапла тӗлӗкӗнче курнӑ та кайран вӑрансассӑн, ҫак тӗлӗке чӗрине хывса, ун тӗлли-паллине каҫчен ӑнкарса илме тӑрӑшнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ир пулсан, хӗвел тухсассӑн, кашнийӗ хӑйӗн вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрлантӑр, мӗнпур вӑйпитти ҫын хула тулашне тухтӑр, вӗсене ҫулпуҫ парӑр, вара айлӑма анма, Ассур ывӑлӗсен малта тӑракан хуралне хирӗҫ тухма шутланӑ пек тӑвӑр, анчах хӑвӑр айлӑма ан анӑр.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун упӑшки Манассия, — вӑл арӑмӗпе пӗр йӑхран, пӗр ӑруран пулнӑ, — урпа вырнӑ чухне вилнӗ; 3. хирте, кӗлте ҫыхакансем патӗнче тӑнӑ чухне, ӑна хӗвел анӑратнӑ, вӑл кайран вырӑнпах выртнӑ та хӑйӗн хулинче Ветилуяра вилнӗ; ӑна Дофаимпа Валамон хушшинчи хире, ашшӗсемпе юнашар, пытарнӑ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗвел ансан, шӑтӑк кайса алтрӑм та вилене пытартӑм.Когда же зашло солнце, я пошел и, выкопав могилу, похоронил его.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ вара ҫимесӗрех васкаса тухрӑм та, хӗвел аниччен вырттӑр тесе, вилене пӗр ҫӗре пытарса хутӑм.4. Тогда я, прежде нежели стал есть, поспешно выйдя, убрал его в одно жилье до захождения солнца.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑйлӑ мар-и хӗрарӑмсем? Ҫӗр — аслӑ, тӳпе — ҫӳллӗ, хӗвел хӑвӑрт шӑвать: пӗр кунра вӑл тӳпе тавра ҫаврӑнса хӑйӗн вырӑнне таврӑнать.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ хамӑн пӗртӑванӑма Ханание тата керем пуҫлӑхне Хананияна, шанчӑклӑ та Турӑран хӑраса пурӑнакан ҫынна, — ун пек ҫын сайра вӑл, — Иерусалим хулине тытса тӑраканӗсем турӑм та 3. вӗсене ҫапла каларӑм: хӗвел хӗртме пуҫламасӑр Иерусалим хапхисене ан уҫӑр.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Анчах ҫав кун ҫапӑҫу хӗрсе кайнӑ; Израиль патши каҫченех Сири ҫыннисене хирӗҫ ҫар урапи ҫинчех тӑнӑ, хӗвел аннӑ вӑхӑтра вилнӗ вара.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав ирхине вӗсем ирех тӑнӑ, хӗвел шыв тӗлӗнче ҫуталса кайсассӑн, Моав ҫыннисене шыв аякран юн пек хӗп-хӗрлӗ курӑннӑ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Хӗвел аннӑ вӑхӑтра пӗтӗм тапӑра каласа пӗлтернӗ: кашнийӗ хӑй хулине, кашнийӗ хӑй ҫӗрне кайӑр! тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.