Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иртнӗ (тĕпĕ: ирт) more information about the word form can be found here.
Сасартӑк унан куҫӗсенче темле сивӗ вӗлтлетсе иртнӗ пек пулчӗ, эпӗ вара вӑл мана ӗненмест пулӗ тесе шутларӑм.

Вдруг какой-то холод мелькнул у нее в глазах, и я подумал, что она мне не верит.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иккӗмӗш, иртнӗ каҫ эпӗ ҫав ҫырӑвӑн ытти йӗркисене аса илтӗм…

— А во-вторых, сегодня ночью я вспомнил еще одно место этого письма.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тур ҫырлах, мӗн чухлӗ вӑхӑт иртнӗ унтанпа!

Как это было давно, боже мой!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иртнӗ ҫулсенче эпӗ вӑл хӑш вӑхӑталла пасартан таврӑннине пӗлеттӗм.

По прежним годам я знал, когда она возвращается с базара.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иртнӗ ҫулсенче ӗҫме-ҫиме, тум-юм таврашӗпе пулӑшу пани ҫинчен ҫеҫ калаҫатчӗ вӑл.

Прежде речь шла только о поддержке, «как нравственной, так и материальной».

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ӗнтӗ, ку вӑл ҫӑмӑл япала мар, мӗншӗн тесен ҫак ҫула тепӗр хут — Вилькицкий тухиччен тата 25 ҫул иртнӗ, анчах та вӑл ӑна тепӗр енчен пуҫланӑ пулнӑ.

Без сомнения, это было не очень просто, потому что минуло еще двадцать пять лет, прежде чем другой путешественник — Велькицкий — повторил его путь, только в обратном направлении.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Настройщикран эпир ҫакна пӗлтӗмӗр: просмотрта пулса иртнӗ истори хыҫҫӑн темиҫе кунтан фабрикӑна Аслӑ комитетран ятарласа тунӑ комисси килнӗ, вара Причалин картинине пуҫӗпех пӑрахӑҫланӑ.

От настройщика мы узнали, что через несколько дней после истории на просмотре из Главного комитета прибыла специальная комиссия, картина Причалина была решительно забракована.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫак иртнӗ пӗр ҫул хушшинче эпӗ пурӗ те пӗр сантиметр кӑна ӳснӗ.

За последний год я вырос всего на полтора сантиметра.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Летчик пулма эпӗ тахҫанах, Энскрах, Петькӑпа Собор садӗнче, алӑсене хӗреслетсе, кӑнтӑрла уйӑхпа ҫӑлтӑрсене курасшӑн ҫунса выртнӑ вӑхӑтра, ҫунатлӑ пулӑ пек самолет пӗлӗте ҫӑмӑллӑн ҫурса иртнӗ, Песчанка хыҫӗнче ҫухалнӑ самантрах, шутласа хунӑ пек туйӑнатчӗ.

Мне казалось, что я давно решил сделаться, летчиком, еще в Энске, в тот день, когда мы с Петькой лежали в соборном саду, раскинув руки крестом, и старались днем увидеть луну и звезды, когда серый, похожий на крылатую рыбу самолет легко обошел облака и пропал на той стороне Песчинки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иртнӗ ҫулсенче сӑнанӑ тӑрӑх, хӑйӗн ҫивӗт вӗҫне кышланӑ чух вӑл мӗнле интересленнине пӗлеттӗм эпӗ.

Я знал по прежним годам, что когда она грызет косу, значит ей интересно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах пӗр иртнӗ куна асӑнмасӑр тӑма манӑн вӑйӑм ҫитмест, ун ҫинчен манма та май ҫук.

А не вспоминать о том, что было, я не могла, да и нельзя было забыть об этом.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Никам та иртнӗ ҫул-йӗре илеймӗ пирӗнне» — ҫапла юрлаҫҫӗ юрӑра.

«Никто пути пройденного у нас не отберет!» — так в песне поется.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Экран ҫинче — эпӗ иртнӗ ҫуркуннеренпех пӗлекен Коревановсен усадьби…

Я увидела на экране знакомую еще с прошлой весны усадьбу Коревановку…

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтанпа вӑхӑт пайтах иртнӗ.

С тех прошло много времени.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Аллегоринчи айӑпшӑн Кореванов улпут асапне тӳснӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртнӗ.

Прошло меньше двух месяцев о того дня, как за ошибку в аллегории наказал меня барин Кореванов.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Шкулта вара ҫак ҫур ҫул хушшинче пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ.

Зато в школе за эти полгода произошли большие перемены.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанласа эпе Тургеневӑн «Сунарҫӑ калавӗсене» вуласа тухма шутларӑм, ӑна эпӗ иртнӗ ҫул вулама тытӑннӑччӗ те, пӗтӗмпех вулаймарӑм, начар пек туйӑнчӗҫ вӗсем мана.

Для начала я решил прочитать книгу «Записки охотника», которую я уже читал в прошлом году и бросил, потому что она показалась мне очень скучной.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унпа эпир «иртнӗ вӑхӑта» аса илтӗмӗр.

Мы с ним вспомнили «старое время»,

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗлӗнсех кайӑн ҫав, ҫак иртнӗ ҫулсенче вӑл питӗ сахал улшӑннӑ!

Удивительно, как мало переменился он за эти годы.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иртнӗ каҫ вӑл мӗн тесен те куҫне хупман ӗнтӗ.

Без сомнения, он не ложился в эту ночь.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed