Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Фараон [хӑйӗн халӑхне] Израиль ывӑлӗсем ҫинчен: вӗсем ку ҫӗрте аташса кайрӗҫ, вӗсене пушхир хупса хучӗ, тейӗ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Фараон вара Иосифа каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм: акӑ ҫырма хӗрринче тӑратӑп пек; 18. акӑ ҫырмаран илемлӗ, мӑнтӑр ӳтлӗ ҫичӗ ӗне тухрӗ те хӑмӑшлӑхра ҫисе ҫӳре пуҫларӗ; 19. акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫырмаран тата ҫичӗ ӗне тухрӗ, хӑйсем начар, илемсӗр, ырхан ӳтлӗ; эпӗ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче вӗсем пек начар ӗне курманччӗ; 20. начар, ырхан ӗнесем малтанхи ҫичӗ мӑнтӑр ӗнене ҫисе ячӗҫ; 21. мӑнтӑррисем вӗсен ӑшне кӗрсе кайрӗҫ, анчах мӑнтӑррисем вӗсен ӑшне кӗни палӑрмарӗ те: лешӗсем унчченхи пекех ырхан тӑрса юлчӗҫ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫав ҫын каланӑ: вӗсем кунтан кайрӗҫ, эпӗ вӗсем «Дофана каяс» тесе калаҫнине илтнӗччӗ, тенӗ.17. И сказал тот человек: они ушли отсюда, ибо я слышал, как они говорили: пойдем в Дофан.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗррехинче концерт хыҫҫӑн пулӑ тытма илсе кайрӗҫ.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».
Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ачасем пухӑннисем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хак панишӗн хӑпартлансах кайрӗҫ.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Комиссипех килсе пӑхса кайрӗҫ, лайӑх ӗҫ тунӑшӑн ырларӗҫ ҫеҫ.
Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11
Аслӑ Пӑла Тимешри Р.Парферьева ӗҫӗсем пурин кӑмӑлне те кайрӗҫ.
Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10
Чи малтанах ашшӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ Ӗҫ ветеранӗ: «Аттене 1942 ҫулхи март уйӑхӗнче ҫара илсе кайрӗҫ. Малтанах вӗсене Канашра ҫар ӗҫӗсене вӗрентнӗ. Унтан чӑваш каччисене пуйӑс ҫине лартса вӑрҫа илсе кайнӑ. Смоленск облаҫӗнче пуйӑса фашистсен самолечӗсем тапӑннӑ, бомбӑсем пӑрахнӑ. Пӗр чӑваш каччи те чӗрӗ юлайман», – терӗ хурлӑхлӑн.
Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10