Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫутҫанталӑк унӑн чи кирлӗ енне туртса илнӗ, кӑшт йӑпанмалӑх ҫын хаваслӑхӗпе савӑнас енне кӑна хӑварнӑ.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫутҫанталӑк та, тискер кайӑксем те ҫак таса тавӑру йӗрне пытарма пӗрлешрӗҫ.Природа и звери объединились, чтобы скрыть следы праведного возмездия.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Философсем кирек мӗнле ейкеленсен те ҫутҫанталӑк хӑй пекех тӑрса юлать.Как бы ни изощрялись философы, природа остается такой, как она есть.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Шӑпланнӑ ҫутҫанталӑк салху.
XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫил-тӑвӑл чухнехи ҫутҫанталӑк поэзийӗн чӑн ҫӳллӗ тӳпине улӑхать.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Таврара йывӑҫсем тарӑхса кашлаҫҫӗ, ҫиллӗ тӑвӑл тем ҫӳллӗш хурамасене ҫӗре ҫити ава-ава антарать, курӑк чӑштӑртатать; Краличе хирӗҫ пӗтӗм ҫутҫанталӑк хаяррӑн урса ятлаҫнӑн туйӑнать.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мана ҫутҫанталӑк наукӑра мӗнле те пулин пӗчӗк кӑна япала тумалӑх вӑй панӑ пулсан, мана ҫак туйӑм наукӑна ҫӗнӗрен тума вӑй парӗччӗ.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӑвак чӑлха ниме пӗлтермен аффектаципе мӑнкӑмӑллӑн хӑй ним чухламан литературӑри тата наукӑри япаласем ҫинчен калаҫать, калаҫасса вара вӗсемпе чӑнах та интересленнӗ пирки мар, хӑйӗн ӑсӗпе (ӑсне вара ҫутҫанталӑк ӑна парайман), ырӑ ӗмӗчӗ-шухӑшӗсемпе (вӗсем вара унӑн хӑй ларакан пуканти чухлӗ ҫеҫ), пӗлӳлӗхпе (пӗлӳлӗхӗ унӑн попугайӑнни чухлӗ кӑна) вӗҫкӗнленес тесе ҫеҫ калаҫать.
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ку вара ӑс-тӑн вӑйӗн ҫутҫанталӑк панӑ виҫи пирки ҫӗкленӗ ыйтуран уҫӑмлӑрах япала.— Это уж гораздо несомненнее, чем вопрос о природном размере умственных сил.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тул ҫутӑлсан пӑхатӑп — кая юлнӑ икӗ пысӑк урапа ҫине пирӗн хамӑрӑн, ҫутҫанталӑк панӑ утта тиеҫҫӗ, йӗри-тавра вара — тап-тасах, пӗр купа курӑнмасть!
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тилхепене илет те, хӑш чухне сехечӗпех тытса пырать, эпӗ вара мӑнаҫланса ларатӑп та ҫутҫанталӑк ҫине пӑхса савӑнса кӑна пыратӑп», — тесе мухтанать Щукарь мучи казаксем умӗнче.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Эпӗ, акӑ, шухӑшласа пӑхнӑ: сурӑх хыҫне ҫутҫанталӑк ӳтлентерсе, ҫыпӑҫтарса янӑ ҫав курдюк ӑна мӗн тума кирлӗ-ха?— А вот я думал: к чему бы овце курюк, приваренный от природы?
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӑна пурнӑҫ условийӗсем ҫакнашкал хурлӑха тӑратса хӑварнӑ, ҫутҫанталӑк ӑна та ыттисене панӑ чухлех пурне те панӑ, анчах ӗмӗр-ӗмӗр тӑршшӗпе пыракан тӗрӗсмарлӑха пула вӑл этемсем хушшинче нуль вырӑнне тӑрса юлнӑ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Шав — хӑй айне путарать, тусан — сӑмса шӑтӑкӗсене вӗчӗлтеттерсе, куҫа ҫыпӑҫтарса лартать, шӑрӑх — ӳт-тире пӗҫертсе ӗшентерет; пӗтӗм йӗри-тавралӑх — пурнӑҫ карӑнса ҫитсе, чӑтӑмлӑха ҫухатса, кӗҫ-вӗҫех темле пысӑк катастрофӑпа ишӗлсе анассӑн, сирпӗнсе каяссӑн туйӑнать, ун хыҫҫӑн уҫӑлнӑ сывлӑшра вара сывлама ирӗклӗн те ҫӑмӑл пулассӑн, ҫӗр ҫинче шӑплӑх пулассӑн туйӑнать, хӑлхана хупласа лартакан, йӗкӗлтекен, хуйхӑпа уртарса ярас патне ҫитерекен тусанпа шӑв-шав пӗтмелле те — хулара та, тинӗс ҫинче те, ҫутҫанталӑк тӳпинче те тӳлек, уҫӑ, аван пулас пек туйӑнать…
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ҫутҫанталӑк патши теме пулать…
17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Вӑхӑт ҫитнӗ, ҫутҫанталӑк йӗрки.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Упана тытма Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин специалисчӗсем тата полицейскисен темиҫе экипажӗ хутшӑннӑ.
Шупашкарта упа ҫӳренӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23350.html
Ку — ӑна ҫутҫанталӑк панӑ ылтӑн; вӑл ӑна вараламасӑр, пурнӑҫ ҫулӗпе утса тухнӑ.Это его природное золото; он невредимо пронес его сквозь жизнь.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗнех-ха ҫак пӗтӗм телей… пӗтӗм пурнӑҫ… — шӑппӑнрах, шӑппӑнрах, ҫӑк ыйтусенчен вӑтанса каларӗ Ольга: — ҫак пӗтӗм савӑнӑҫ, хуйхӑ… ҫутҫанталӑк… — пӑшӑлтатрӗ вӑл: — мана пӗрмай таҫта урӑх ҫӗре туртать; эпӗ нимпе те ҫырлахмастӑп…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗмӗр ҫӗнӗ, йӑлтӑрти ҫутҫанталӑк илемӗ умӗнче вӗсем час-часах ним чӗнмесӗр тӗлӗнеҫҫӗ.Часто погружались они в безмолвное удивление перед вечно новой и блещущей красотой природы.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956