Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шуралса (тĕпĕ: шурал) more information about the word form can be found here.
— Итле эппин, — терӗ Ромашов, урӑх шуралма ҫук пек пулсан та шуралса кайса.

— Так слушай же, — сказал Ромашов, побледнев ещё более, хотя это было, кажется, уже невозможно.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акшар тусанӗпе шуралса вараланнӑ пальто тӑхӑннӑ старик вилли панель ҫинче выртать, ун ҫине такӑнаҫҫӗ, чарӑнса пит-куҫне пӑхаҫҫӗ те васкамасӑр парӑнса иртсе каяҫҫӗ.

Мёртвый старик в белом, засыпанном известью и щебнем пальто лежал на панели, и на него натыкались, заглядывали в лицо и медленно обходили.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шухӑшласа кӑлартӑм: акӑ эпир таврӑнатпӑр, тейӗпӗр, пире 1933-мӗш ҫулхине челюскинецсене ҫӑлакансене кӗтсе илнӗ пек кӗтсе илеҫҫӗ, ҫавсене пӗтӗм халӑх юратса тӑнӑ-ҫке, пурте вӗсем ҫинчен калаҫнӑ, вӗсем пыракан машинӑсем чечекре пытаннӑ, пӗтем Мускав чечекре те листовкӑсемпе, геройсене курма пынӑ хӗрсен платйисемпе шуралса тӑнӑ.

И я придумала, что мы возвращаемся и нас встречают, как встречали героев-лётчиков, спасших челюскинцев, когда эти люди, которых любили все и о которых все говорили, ехали в машинах, покрытых цветами, и вся Москва была белая от цветов, и листовок, и белых платьев, в которых женщины встречали героев.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кулнӑ май шуралса кайрӗ хӑй, — вӑл кирек хӑҫан та кулнӑ хыҫҫӑн шуралатчӗ.

При этом он побледнел — он всегда немного бледнел от смеха.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хам шуралса кайнине чухласа илтӗм.

Я чувствовал, что очень бледен.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ вӑл шуранка ҫеҫ те мар, темле шап-шурӑ шуралса кайнӑскер, пирӗн умра чарӑна пӗлми табак туртса ларчӗ.

Уже не бледная, а какая-то белая, она сидела перед нами и все курила, курила.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, эпӗ «Николай» сӑмах ҫинче кӑлахах ударени туса тӑтӑм пулӗ, ҫак сӑмаха илтсен Марья Васильевна, малтанах шуранкаскер, пушшех шуралса кайрӗ.

Может быть, я напрасно сделал ударение на последнем слове, потому что Марья Васильевна, которая была очень бледна, побледнела еще больше.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, тем тери пӑлханнӑ пулин те, ҫак самантра вӑл чӑн-чӑн тӑмана евӗрлех пулнине туйса илтӗм: сӑнӗ унӑн тӗлӗнмелле шуралса кайнӑ, пысӑк хӑлхисем хӗрелсе тӑраҫҫӗ.

и как я ни был взволнован, однако заметил, что в эту минуту он необыкновенно походил на сову: удивительно бледный, с красными большими ушами.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шатӑр! тутарчӗ, ҫӳлелле кирпӗч ванчӑкӗ вирхӗнсе саланчӗ, хыҫалта шап-шурӑ юр тусанӗ шуралса тӑчӗ.

Трах! Осколки кирпича летят и воздух, сзади белой тучей поднимается и ложится на нас снежная пыль.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак самантра кӑштӑртатнӑ сасӑ илтӗнчӗ, шкап хыҫӗнчен шуралса кайнӑ, чӗтрекене ернӗ Палаша тухса тӑчӗ.

В эту минуту послышался легкий шум, и из-за шкапа явилась Палаша, бледная и трепещущая.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Шурӑ пур пекех шуралса кайнӑскер, вӑл ывӑннипе ерипен кӑна ҫисе ларатчӗ, Гаер та унӑн хура куҫӗсене курсан, кӑштах салхулланнӑ пек пулатчӗ.

Белая, как мел, от усталости, она медленно ела, и даже Гаер немного робел, встречаясь с ее черными из подлобья глазами.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн сӑмси шап-шурӑ шуралса кайнӑ.

что у него совершенно белый нос.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑрӑм ҫӳҫӗсем пӗтӗмпе шап-шурӑ шуралса кайнӑ.

Длинные волосы его были совсем белы.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ ӑна куҫран тинкерсе пӑхрӑм; ман ҫине вӑл куҫне пӗр сиктермесӗр те лӑпкӑн пӑхса тӑчӗ, шуранкарах тути йӑвашшӑн кулкаларӗ; хӑй нимӗн пирки те пӑшӑрханмастчӗ пулин те, эпӗ унӑн шуралса кайнӑ пит-куҫӗнче вилӗм мӗлки палӑрнине ас туса илтӗм.

Я пристально посмотрел ему в глаза; но он спокойным и неподвижным взором встретил мой испытующий взгляд, и бледные губы его улыбнулись; но, несмотря на его хладнокровие, мне казалось, я читал печать смерти на бледном лице его.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл мрамор пек шуралса кайрӗ, ман еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, куҫӗ ҫеҫ тӗлӗнмелле йӑлтӑртатса илчӗ.

Она обернулась ко мне бледная, как мрамор, только глаза ее чудесно сверкали.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пайтахчен ним те чӗнмерӗмӗр эпир; унӑн ҫав тери хуйхӑллӑ пысӑк куҫӗсем манӑн куҫра темӗскер шанчӑк шыранӑ пек пӑхрӗҫ: шуралса кайнӑ тутисем ӑшшӑн куланҫи пулчӗҫ; чӗркуҫҫи ҫине хуҫлатса хунӑ ҫепӗҫ аллисем те ҫав тери ырхан та витӗрех курӑнаҫҫӗ, эпӗ ӑна ытла хӗрхентӗм.

Мы долго молчали; ее большие глаза, исполненные неизъяснимой грусти, казалось, искали в моих что-нибудь похожее на надежду; ее бледные губы напрасно старались улыбнуться; ее нежные руки, сложенные на коленах, были так худы и прозрачны, что мне стало жаль ее.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сасартӑк вӑл пистолетне антарчӗ те, пир пек шуралса кайса, хӑйсен секунданчӗ енне ҫаврӑнчӗ.

Вдруг он опустил дуло пистолета и, побледнев как полотно, повернулся к своему секунданту.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ тӗкӗр витӗр пӑхрӑм, манӑн пит-куҫ шуралса, тӗксӗмленсе кайнӑ, ыйхӑ вӗҫнипе асапланнӑ пирки вӑл; анчах куҫ, йӗри-тавра хӑмӑр мӗлке ҫавӑрса илнӗ пулин те, мӑнаҫлӑн та шеллевсӗр ҫуталать.

Я посмотрелся в зеркало; тусклая бледность покрывала лицо мое, хранившее следы мучительной бессонницы; но глаза, хотя окруженные коричневою тенью, блистали гордо и неумолимо.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сирӗн мистификаци хӑвӑршӑнах ӑнӑҫлӑ пулмӗ… эпир вырӑнсемпе улшӑнӑпӑр: халӗ манӑн сирӗн шуралса кайнӑ пит-куҫу ҫинче хӑранин паллисене шыраса тупмалла пулать.

Ваша мистификация вам не удастся… мы поменяемся ролями: теперь мне придется отыскивать на вашем бледном лице признаки тайного страха.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Унӑн тути кӑштах шуралса кайрӗ…

Ее губы слегка побледнели…

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed