Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗвелпе (тĕпĕ: хӗвел) more information about the word form can be found here.
Егор пукан ҫине ларчӗ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ шӑнӑрлӑ аллине шурӑ сӗтел ҫитти ҫине хучӗ, мӑкӑллӗ пӳрнисене сиктеркелесе, шӑпӑрт пулнӑ Аниҫҫе ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ.

Присев на табуретку, Егор опустил мосластую загорелую руку на белую скатерть, пошевелил узловатыми пальцами и покосился на разом притихшую Анисью.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Шарсем вара лаша пуҫӗ ҫинче кӑнтӑрлахи ҫап-ҫутӑ шура хӗвелпе йӑлкӑшса ҫӳрерӗҫ.

И шары засверкали на голове его коня белым полуденным солнцем.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл куҫне хӗвелпе сарӑхнӑ хӑрпӑксемпе хупласа пытарчӗ, ирӗксӗррӗн кулкаларӗ, чӗнмерӗ.

Он прикрывал глаза опаленными солнцем ресницами, насильственно улыбался, молчал.

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Амӑшӗ лашапа юнашар утса каять, утнӑ ҫӗртех ывӑлӗн хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ аллине чуптӑвать те кӳме патне чупать.

Мать идет рядом с лошадью, на ходу целует черную от загара руку сына, бежит к своей повозке.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашапа вӑкӑр тарӗн, урапасен хӗвелпе хӗрсе вӗриленнӗ йывӑҫӑн, килти ӑпӑр-тапӑрпа урапа тикӗчӗн шӑрши кӗрет.

Пахло конским и бычьим потом, нагретым деревом бричек, домашней утварью, коломазью.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тусанланса пӗтнӗ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ хӗрарӑмсем выльӑхсене хӑвалаҫҫӗ, ҫул айккипе юланутсем пыраҫҫӗ.

Запыленные, черные от загара бабы гнали скот, по обочинам дорог ехали всадники.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шыв, валашкан симӗс мӑкпа витӗнсе пӑнтӑхнӑ тӗпӗ тӑрӑх сарӑлса, хӗвелпе хӗрнӗ чӗр пӗрене шӑрши ҫапакан кӗтессе юхса кайрӗ.

Вода, растекаясь по зелено-замшелому, заплесневелому днищу корыта, устремилась в накаленный солнцем, пахнущий сырой древесиной угол.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксинья ҫирӗппӗн витрисене ҫӗклерӗ, пӗкече пек авӑнчӑк шыв кӗвенти ҫине ҫурхи хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ аллисене хурса тӑвалла улӑхма тӑчӗ, анчах сасартӑк Григорий еннелле ҫаврӑнчӗ те, унӑн питҫӑмартийӗсем ҫамрӑк чухнехилле ҫӳхен хӗрелчӗҫ.

Аксинья решительно подняла ведра, положила на выгнутую спину коромысла покрытые вешним загаром руки, было пошла в гору, но вдруг повернулась к Григорию лицом, и щеки ее чуть приметно окрасил тонкий, молодой румянец.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Прохор кӗлет ҫумӗнче хӗвелпе хӗртӗнсе ларакан казаксемпе шӑппӑн калаҫса тарать.

Прохор тихо говорил с казаками, сидевшими на сугреве под амбаром.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл тӗреклӗ хура мӑйне пӑркаласа ларчӗ, хӗвелпе сарӑхнӑ пӗтреке мӑйӑх вӗҫне шухӑша кайса пӗтӗрчӗ, юлашки ҫулсенче пӑрланса сивӗннӗ хаяр куҫӗсемпе пӗр тӗлелле тӗсесе пӑхрӗ.

Он ворочал черной мускулистой шеей, задумчиво покручивал закурчавившийся, порыжелый от солнца кончик уса и напряженно глядел в одну точку похолодевшими за последние годы, злыми глазами.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ сӑнӗ хаяр; путса кӗнӗ питҫӑмартисемпе шӳрлеке кӗтеслӗ пит шӑммисем ҫинчи ӳчӗ халсӑр ҫыннӑнни пек тӑртанса кӳпченӗ те, вӗсем халь тикӗсленнӗ майлӑ курӑнаҫҫӗ.

Загорелое лицо его, на котором нездоровая полнота сровняла рытвины и острые углы скул, было сурово.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗри кӑна, хӗвелпе пиҫсе кӗреленнӗ сарлака питлӗ хӗрлӗармеец; сӑнӗпе ыттисенчен аслӑрах пек курӑнаканскер, хӗнесе юн кӑларнӑ тутине ҫатӑрласа ҫыртнӑ та кӑшт чапрасрах хура куҫӗпе казаксен пуҫӗсем ҫийӗн йӗрӗннӗ пек пӑхать.

Лишь один, с виду постарше, коричневый от загара, скуластый, презрительно глядел поверх голов чуть косящими черными глазами и плотно сжимал разбитые в кровь губы.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсенчен аякра та мар, хӗвелпе типсе кайнӑ мӑян ҫинче, казаксем, урисене ирӗклӗн тӑсса хурса, ултӑ кӗтеслӗ ҫӑлтӑр пек выртаҫҫӗ.

Неподалеку от них, ногами врозь, шестиконечной звездой лежали на выгоревшей лебеде казаки.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл ун патне лӳпперрӗн тайкаланса пычӗ те, хӗвелпе сарӑхса кайнӑ кӑтра мӑйӑхӗн вӗҫне сулахай аллипе сӗртӗнсе, тараватлӑн кулса илчӗ:

Он увалисто подошел и, касаясь левой рукой спаленного солнцем, порыжелого курчавого кончика уса, дружелюбно улыбнулся:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Атарщик ҫывӑхра пулмарӗ, — вӑл, ҫурӑмне тата тусанланса пӗтнӗ вӗри атӑллӑ чармак урисене хӗвелпе пӗҫертсе, ҫеҫенхирте ыйха туртса выртрӗ.

Атарщика возле не было — он спал в степи, подставив солнцу спину и раскоряченные ноги в пыльных накаленных сапогах.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрарӑм, чӗрне вӗҫҫӗн ҫӗкленсе, хӗвел ҫинче хӗрелнӗ ҫара аллисене упӑшкин хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те ӑна тусанпа вараланнӑ питӗнчен, сӑмсинчен, куҫӗнчен, тутинчен, хӗвелпе хуралнӑ мӑйӗнчен чуптӑва-чуптӑва илчӗ.

Вытягиваясь на носках, кинув на плечи мужа изогнутые, розовые от солнца, оголенные руки, женщина целовала его в пыльные щеки, нос, глаза, губы, черную от солнца и ветра шею.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий курчӗ: хӑй ҫӗр каҫипе ачашласа ӑшӑтнӑ казачка, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ ансӑр ал тупанӗпе куҫне картланӑ та, пуҫне майӗпен пӑрса, хыҫран пӑхса ӑсатать.

Григорий видел, как пригретая им казачка смотрела через плетни ему вслед, поворачивая голову, щитком выставив над глазами узкую загорелую ладонь.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксен пичӗсем хӗвелпе тӗссӗрленсе хӑмӑрланнӑ.

Лица казаков побурели, выцвели от солнца.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑкӑрлӑксенче халех хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ вӗтӗр-шакӑр ача-пӑча ҫаруран сиккелесе ҫӳрет.

По проулкам босые и уже загоревшие казачата козлоковали в чехарде.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫурхи хӗвелпе шӑранса тӑракан ҫавнашкал пӗр янкӑр уяр кун Бунчук киле ытти чухнехинчен иртерех таврӑнчӗ те, Аннӑна килте курса, тӗлӗнсе кайрӗ.

В один из таких политых солнцем, пригожих дней Бунчук вернулся домой раньше обычного и удивился, застав Анну дома.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed