Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыттӑн the word is in our database.
хыттӑн (тĕпĕ: хыттӑн) more information about the word form can be found here.
Юлашки сӑмахӗсене вӑл пӗтӗм чун хавалӗпе кӑшкӑрса каларӗ, вара урайне тӗшӗрӗлсе ӳксе хыттӑн макӑрса ячӗ.

Help to translate

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Карамыш яланхи йӑлипе хыттӑн тата вӑкӑр пек мӗкӗрсе калаҫрӗ, ҫавӑнпа ун сӑмахӗсене туй курма килнисем те нумайӑшӗ илтсе юлчӗҫ.

Help to translate

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каллех хӑвна валли хӑварасшӑн! — тилӗрсе кайса хыттӑн каларӗ Иштерек.

Help to translate

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тек вӑл нимӗн те калаймарӗ, чунӗ тӑвӑлса ҫитнипе хыттӑн уласа йӗрсе ячӗ.

Help to translate

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи Ахтупая тем каласшӑн пулчӗ, анчах лешӗ итлеменнине кура ӑна хыттӑн тӗртсе ячӗ.

Help to translate

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑна кура хӗр ачан кушак пек ҫемҫен те сыхчуллӑн пыма пӑрахса малалла хыттӑн чупса каяс, Ахтупая ҫурӑмӗнчен хӑрӑк туратпа е хыр йӗкелӗпе перес килет, «Эй, эсӗ, каччӑ, утнӑ ҫӗртех ыйха путман пулӗ те?» тесе кӑшкӑрас килет.

Help to translate

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрарӑмсем ӑна апат пама та манса кайнӑ-тӑр — ырӑ ут картишӗнчи ҫереме кӑшласа ҫӳрет, хыттӑн кӗҫенсе хӑйӗн хуҫине чӗнет, урисемпе пусма вӗҫне кукалет.

Help to translate

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет Нухрат кӗнӗ хыҫҫӑн юриех шапӑлтатса калаҫма, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртен хыттӑн кулма пуҫларӗ те халичченхи ҫыпӑҫуллӑ калаҫӑва пӑсса пӑрахрӗ.

Help to translate

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— А-а, пирӗн хаклӑ мӑрса таврӑннӑ! — ӑнсӑртран тӗл пулнӑ пек, хыттӑн каласа хучӗ вӑл.

Help to translate

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ура айӗнче явкаланакан пысӑк та ҫӑмламас кушака хыттӑн тапса ячӗ те сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ.

Help to translate

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав вӑхӑтра Карамыш тутине хыттӑн чӑплаттарчӗ те лашине малалла уттарчӗ.

Help to translate

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кун пек ӗҫ шала каяссине пӗлсе Ахтупай ӑна алла кӳсек тытиччен хӑваласа ҫитрӗ те пӗр-икӗ хут хыттӑн тапса ыткӑнтарса ячӗ.

Help to translate

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӑҫта Урасмет? — хыттӑн ыйтрӗ вӑл кайри пӳлӗмре чирлӗ ывӑлӗ умӗнче тӑракан Нетӳҫ инкерен.

Help to translate

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тахӑшӗ ун пӑшалне туртса илчӗ, тахӑшӗ ун лашине купарчинчен хыттӑн ҫапрӗ.

Help to translate

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑкӑрӗ шывран маларах тухрӗ те хыттӑн кӑна силленчӗ.

Help to translate

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Палана татма иртерех-ха, Ахтупай ҫӑвара хыпнӑ ҫырла йӳҫекне тӳсеймесӗр хыттӑн сурса кӑларчӗ те васкамасӑр хырлӑха кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗтмен ҫӗртен вӗсем такам хыттӑн кӑшкӑрнине илтех кайнӑ: «Каялла, каялла тетӗп!»

Вдруг они услыхали, что кто-то громко кричит: «Назад, назад!» —

Кушак ҫури // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 6–7 с.

— Студенты-медики, бывшие лекпомы, фельдшера и провизоры — два шага вперед! — кӑшкӑрчӗ хыттӑн.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аллисем чӗтренипе пирвайхи аккорда вӑл ытла та хыттӑн кастарса вылярӗ, сӗркӗч хӗлӗхӗсем сасартӑк виҫҫӗшӗ харӑс татӑлчӗҫ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапла-и, Степан Николаевич? — сасартӑк хыттӑн каларӗ малти скамье ҫинче ларакан кӗске сухаллӑ хыткан чӑваш Павӑл Филиппов.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed