Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑрнай сасси хурлӑхлӑн та ҫинҫен янранӑ.
Музыка // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Вӑл ытти туратсем ҫинче вӗҫсе ҫӳрекелесе: йӑвана ан тив, тенӗ пекех хурлӑхлӑн шӑхӑркаларӗ.Она порхала по ветвям соседних деревьев и жалобно посвистывала, словно умоляла не трогать её гнезда.
Ют чӗпӗ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 25–27 с.
Хӑйӑр ярӑмӗсем ҫинче ҫеҫ шыв чӑххисем хурлӑхлӑн кӑшкӑрса пӗр-пӗрне сасӑ параҫҫӗ тата таҫта инҫетре-инҫетре йытӑ кӑшт илтӗнмелле хамлатса вӗрет.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл, ӗсӗклесе макӑрас килнипе пӗтӗм пӗвӗпе чӗтренсе, йывӑррӑн та хурлӑхлӑн йӗрсе ячӗ.Она заплакала тяжело и горько, вздрагивая от сотрясавших ее рыданий.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Куҫ харшийӗсене хӑй салхуллӑн шӑмарнӑ, тута кӗтессисене хурлӑхлӑн пӗркелентернӗ.Но брови ее были нахмурены, а в углах губ лежали горькие складки.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл темӗнле пӳртум патне пырса лӑпчӑннӑ та, хурлӑхлӑн макӑрма тытӑннӑ.
I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Сайра хутран вӑл чарӑнса тӑнӑ та, шӑнса кайнӑ урисене хурлӑхлӑн пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӗклесе, хӑйӗнчен хӑй ыйтса пӗлме тӑрӑшнӑ: эпӗ ҫухалса каясси мӗнле пулма пултарчӗ-ха?
I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Ырханланса ҫитнӗ вуншар лаша картишсенчи сырӑшсем умӗнче типӗ улӑма хурлӑхлӑн кавлесе тӑрать; урамсемпе тӑкӑрлӑксенче унта та кунта такамсем пӑрахса хӑварнӑ ҫунасем, обоз ураписемпе снаряд турттармалли кӳмесем курӑнаҫҫӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ачисене аса илнӗ чух Григорий чӗри самантлӑха хурлӑхлӑн пӑчӑртанса хӗсӗнчӗ; вӑл вӗсене тифран упраса хӑвараймӗҫ тесе шикленчӗ, ҫав хушӑрах тата, ачисене тем пек юратнӑ ҫӗртенех, Наталья вилнӗ хыҫҫӑн тек нимле хуйхӑ та хӑйне ҫавӑн тери ҫапса хуҫас ҫуккине туйрӗ…
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан Григорий еннелле ҫаврӑнса, хурлӑхлӑн хушса хурать:«Тем тесен те пачӑшкӑ татса кайнӑ пирӗн ҫула!Потом, обращаясь к Григорию, с горьким сожалением добавлял: «Не иначе, поп нам дорогу перешел!
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Петро вилтӑприйӗ ҫинче нумай пулмасть лартнӑ тирек ҫамрӑк тураттисене чӳхентерсе кашлать; ҫывхарса килекен кӗркунне ун тӑрринчи ҫулҫӑсене ӗмӗрӗ кӗскелсе килнине хурлӑхлӑн систерекен сарӑ тӗспе сӑрласа ӗлкӗрнӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дарья, сӗтелсемпе саксене ҫилӗллӗн кӗмсӗр-кӗмсӗр шутарса урай ҫурӗ; старик кайнӑ хыҫҫӑн Ильиничнӑран курницӑна кӗме ирӗк илнӗ Дуняшка Наталья пуҫӗ вӗҫӗнче ларчӗ, минтере тӳрлетрӗ, шыв ӗҫтерчӗ; Ильинична, хушӑран пӗрре, айккинчи пӳлӗмре ҫывӑракан ачасем патне кӗркелесе тухрӗ, унтан курницӑна таврӑнчӗ те, питне аллисем ҫине хурса, пуҫне хурлӑхлӑн пӑркаласа, вӑрахчен Наталья ҫине хӗрхенсе пӑхрӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ильинична, Дуняшкӑна тӗлӗнтерсе, хурлӑхлӑн макӑрса ячӗ, сак ҫине кайса ларчӗ.Ильинична, к удивлению Дуняшки, беспомощно заплакала, села на лавку.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн кивӗ кофти ҫумне те медаль тирсе янӑ хыҫҫӑн вӑл сасартӑк ытла та мӗскӗннӗн те хӗрарӑмла хурлӑхлӑн ӳлесе макӑрма пуҫларӗ те, офицерсен пит-куҫӗсенчи хаваслӑхӑн тӗсӗ те юлмарӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тепӗр сехетрен вӑл йӑпшӑнкаласа утса садран тухрӗ, хӗссе ыратакан чӗрепеле тахҫан хӑйӗн ҫамрӑклӑхӗ чечекленсе иртнӗ вырӑна, — унта халь пушӑ картиш кӑмрӑклӑ сарай юписемпе, кӑмакасен тата пӳрт никӗсӗн ҫунӑк ишӗлчӗкӗсемпе хурлӑхлӑн, та хуран курӑнса ларать, — юлашки хут ҫаврӑнса пӑхрӗ те тӑкӑрлӑк тӑрӑх майпен утса кайрӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ильинична вӑл ҫи-пуҫ япалисене хатӗрлесе тумланнинченех, сӑмах чӗнмесӗр хурлӑхлӑн кӑшӑртатнинченех кинӗ Гришака мучи масарӗ ҫине кайма пуҫтарӑннине тавҫӑрчӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Наталья пит-куҫӗ хурлӑхлӑн тӗксӗмленчӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Карӑш самантлӑха шӑпланчӗ, унтан Аксиньйӑн ҫара урисем таптаса иртнӗ курӑк тӳрленсе те ӗлкӗреймерӗ — тепӗр хут авӑтса ячӗ те, лачакаран вӗҫсе хӑпарнӑ текерлӗк ӑна хирӗҫ хурлӑхлӑн кӑшкӑрса сасӑ пачӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ара, апат-ҫимӗҫ мӗнле-ха пирӗн, хӑвӑрах куратӑр вӗт — ҫӑкӑрпа ҫӗр улми те шыв ҫеҫ, — хурлӑхлӑн ӑнлантарчӗ хӗрарӑм, вара ун салхуллӑн чӑмӑртанӑ тутисенче кӗтмен ҫӗртен ҫилӗ палӑрчӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сӗтел ҫине лартса хӑварнӑ вӗрекен сӑмавар хурлӑхлӑн, салхуллӑн йынӑшса янӑ.Заунывно и тоскливо заныл оставленный на столе кипящий самовар.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.