Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗлӗкхи пекех таса тумланса ҫӳреме юратнӑ: сурпан сырнӑ, шап-шурӑ кӗле тӑхӑннӑ.Одевалась чисто, всегда была опрятна, повязывала непременно сурбан, платье ее было белее снега.
Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑрӑм шурӑ пир кӗпе тӑхӑннӑ пӗчӗк Кӗлпикке аллине ҫамки ҫине тытса унталла тинкерсе пӑхать.
Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫине Савтепи ашшӗ чӑкӑт пек шурӑ кӗпе, шурӑ йӗм тӑхӑннӑ.Одет он во все белое — старания Савдеби: белая, словно творог, рубаха, такие же шаровары.
Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Пуҫа килсен — пушмак тӑхӑннӑ тет», — терӗ Михапар ытарлӑн.— Ничего, прижмет — научишься, — миролюбиво проговорил Мигабар.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Карчӑксем пуҫӗсене сурпан сырнӑ, шап-шурӑ тӑхӑннӑ, пысӑк хура ураллӑ.
Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Чӑнах та ара: мӑйӗнчи сӳсменне шалтан шала, ҫирӗпрен ҫирӗп тӑхӑннӑ пек, ҫын хӑйне хушнӑ ӗҫе ирӗксӗр тукаласа пырать-пырать те кӗтмен ҫӗртенех… ирӗке сиксе тухать.Да так оно и есть: тянет человек лямку что есть сил, тянет — и вдруг обретает свободу.
Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пуянтараххисен кӗписем тӑхӑр пиртен, Каҫҫан пичче пеккисем ултӑ пиртен ҫӗлетсе тӑхӑннӑ.
Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Чӗркуҫҫи тӗлӗнчи пӗҫҫисем малалла тухса тӑракан тӑвӑр йӗм тӑхӑннӑ лутра Мултиер арӑмӗ еннелле ҫаврӑнчӗ:Приземистый Мултиер, в узких штанах, вытянутых в коленях, повернулся к жене:
Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑл тӑхӑннӑ пит капӑр, Шӑп арӑслан пек шурӑ ут.
XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫывӑхри вӗтлӗх хӑйне евӗр капӑр сарӑ тумтир тӑхӑннӑ.
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Турикасра ҫӗртме тунӑ кунсенчен пӗринче Анушка хӑйӗн трӑкторӗ умӗнче чылай аякра симӗс гимнастерка тӑхӑннӑ ҫын тӑнине асӑрхарӗ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Урисене пӗри ҫӑмӑл атӑ тӑхӑнса янӑ, тепри кивӗрех боты тӑхӑннӑ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ав, Липа та халичченхи тумпа мар, хӑйне пуринчен ытла килӗшекен кӑвак пурҫӑн кӗпине тӑхӑннӑ.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Правление ҫитсен, ун патне палтьо ҫинчен плащ-накидка тӑхӑннӑ ҫын — «Сельэлектро» представителӗ кӗрсе тухрӗ.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каччи картус тӑхӑннӑ, пысӑк та тӑрӑ куҫлӑ, кӑшт айккинерех тинкерсе пӑхать.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Килен-каян тӗпелте, икӗ чӳрече хушшинче, Людмила карттипе юнашар ҫар тумӗ тӑхӑннӑ хӗрпе каччӑ ӳкерчӗкӗсене курать.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Зейнаб тепӗр икӗ эрнерен хире йӗлтӗрпе тепре те тухса пӑхрӗ, ҫара алӑпа юра чавма тӑчӗ, ӑна пӳрнисем витмерӗҫ — калча нимле сивӗ тивмелле мар ӑшӑ тумтир тӑхӑннӑ.
IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Унпа юнашар Людмила акӑш пек ярӑнса пырать, вӑл хӗрлӗ-чӑпар тӗслӗ кӗпе тӑхӑннӑ.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Унпа юнашар шурала пуҫланӑ симӗс блузка тӑхӑннӑ ҫинҫе пилӗклӗ яштака хӗр ҫулать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тӗрлӗ тӗслӗ пусма кӗпе тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем хушшинче Ятман пуҫ тӳпи ҫине тюбетейка лартса янӑ Кабире курать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.