Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртрӗ (тĕпĕ: турт) more information about the word form can be found here.
Григорий, ларчӑк ҫинчен хыҫалалла ӳпӗнсе, чӗтресе тӑракан кӑрӑн-кӑрӑн тилхепене аллипе кӑмтарса туртрӗ те умри сулӑнкӑ ҫине шиклӗн пӑхса илчӗ.

Запрокидываясь с козел, удерживая в натянутых руках тугую дрожь вожжей, Григорий опасливо косился на раскаты.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анкарти хыҫӗнче Аксинья, утӑмӗсене кимӗлтерсе, Григорие ҫаннинчен туртрӗ.

За гумном Аксинья, замедляя шаги, тронула Григория за рукав.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья ирех вутӑ хутса кӑларчӗ, кӑварне туртрӗ, юшкине тайрӗ, унтан, савӑт-сапасене ҫуса хурса, пахчаналла тухакан чӳрече витӗр пӑхрӗ.

Аксинья отстряпалась рано, загребла жар, закутала трубу и, перемыв посуду, выглянула в оконце, глядевшее на баз.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий кровать ҫине пӑрахнӑ кӗске кӗрӗкне ҫаннинчен тытса туртрӗ, сӑмси шӑтӑкӗсене сарса пӑрахса, ашшӗнни пекех ҫилӗпе вӗреме тытӑнчӗ.

Григорий тянул за рукав брошенный на кровати полушубок, раздувая ноздри, дрожа в такой же кипящей злобе, как и отец.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Авдеич ҫӗлӗкне тытса туртрӗ, питне шӑмарса, сапаланчӑк куҫӗсемпе пӗр ҫын ҫинчен теприн ҫине пӑхма тытӑнчӗ.

Авдеич дернул папаху, — хмурясь, растерянно перебегал глазами с одного на другого.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич курпун сӑмсине пӗркелентерчӗ те хӑлхинчи алкине тытса туртрӗ.

— Пантелей Прокофьевич сморщил горбатый нос и дернул в ухе серьгу.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Федот тӑрса йӑлӑхнӑ лашин тилхепине туртрӗ, шултра шурӑ пит ҫинчи пӗркеленчӗксемпе хура шлепке ҫине ӗненчӗксӗррӗн, иккӗленсе, шанмасӑр пӑхрӗ.

Федот взвожжал занудившегося коня, неприязненно оглядел черную шляпу и на крупном белом лице морщины, втыкавшиеся в короткую черную бороду.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Туртрӗ сивӗ алӑк хӑлӑпне — питӗрнӗ.

Потянул дверную холодную ручку — заперто.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро ӑна пӳрнипеле кӑчӑк туртрӗ.

Петро поманил его пальцем.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий тилхепине туртрӗ те хӑйӗн тимӗр сасӑллӑ кӗввине ҫурмаранах пат татса, вӗтӗ чӗнтӗрпе эрешлесе сӑрланӑ хапха умне пырса чарӑнчӗ.

Григорий дернул вожжи, и бричка, оборвав железный рассказ на полуслове, стала у крашеных, в мелкой резьбе, ворот.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан пӗррех туртрӗ те арӑмне ҫӗре, арӑмӗ хӑй кӑмака ҫунса тухнӑ хыҫҫӑн кунран-кунах ҫатан ҫумне тӑкса пынӑ кӗл купи ҫине, ӳкерчӗ.

Степан рванул и повалил на землю, в золу — в ту золу, которую Аксинья, истопив печь, изо дня в день сыпала у плетня.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро чӗлпӗре хӑй патнелле туртрӗ.

Петро потянул на себя поводья.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

йӗвен антралӑхӗнчен тытса туртрӗ.

Дернул под уздцы.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нимӗн сӑмах каламасӑрах, ӑна туйипеле ҫурӑм тӑрӑх туртрӗ.

Не говоря ни слова, достал его костылем вдоль спины.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий малти тӗнӗлӗ ҫинчен антарнӑ урапа ҫинче ҫывӑрать, Митя, сулахай куҫне теме тӗлленӗ пек хӗстерсе, Григорие саламатпа туртрӗ.

Григорий спал в снятой с передка арбе, Митька, жмуря левый глаз, словно целясь, вытянул Григория плетью.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий халтан кайнӑ сазана, ҫиеле кӑларса, каллех баркас патнелле туртрӗ.

Выводив, Григорий снова подтянул к баркасу измученного сазана.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те хӑяккӑн выртакан сазана кимӗ патнелле туртрӗ.

Переводя дух, подвел Григорий к баркасу лежавшего на боку сазана.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Туртса кӑлар! — сывласа ячӗ старик, Григорий, вӗткеленсе ӳксе, вӑлта аврине хӑй патнелле туртрӗ, анчах та унӑн вӗҫӗ шыва чӑрласа путрӗ, алӑпа тытнӑ вырӑнтан кӑшӑл пек авӑнса кайрӗ.

— Засекай! — выдохнул старик, Григорий, встрепенувшись, потянул удилище, но конец стремительно зарылся в воду, удилище согнулось от руки обручем.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та сисрӗ хӗр, тахӑшӗ кӑрт туртрӗ ӑна тӗрленӗ кӗпе ҫаннинчен.

Но вот почувствовала она, кто-то дернул ее за шитый рукав сорочки.

II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Бородин генерал телефон трубкине адъютантне пачӗ, унтан сулахай аякки ҫине хунӑ грелкине майларӗ те витӗннӗ кӗрӗкӗн аркине янахӗ патне ҫитиех туртрӗ.

Генерал Бородин передал адъютанту телефонную трубку, а затем поправил грелку, положенную на левый бок, и натянул до подбородка край шубы.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed