Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрер the word is in our database.
пӗрер (тĕпĕ: пӗрер) more information about the word form can be found here.
Кашни пусма вӗҫӗнчех пӗрер часовой тӑрать; вӗсем пурте хӑрах аллипе хӑйсен умӗнчи алебардӑсенчен илемлӗн тытнӑ, тепӗр аллипе усӑннӑ пуҫӗсене тӗреленӗ, ҫакна пула вӗсем чӗрӗ ҫын пек курӑннинчен ытларах йӑваласа тунӑ кӗлеткесем пек курӑнаҫҫӗ темелле.

Внизу лестницы сидело по одному часовому, которые картинно и симметрически держались одной рукой за стоявшие около них алебарды, а другою подпирали наклоненные свои головы, и, казалось, таким образом, более походили на изваяния, чем на живые существа.

VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Хӑвӑрпа тумтир нумай ан илсе тултарӑр: козак пуҫне пӗрер кӗпе те икшер шӑлавар, пӗрер чӳлмек кӗрпе тата тӳнӗ вир ҫеҫ пултӑр, урӑх никамӑн та нимӗн те ан пултӑр.

Не забирайте много с собой одежды: по сорочке и по двое шаровар на козака да по горшку саламаты и толченого проса — больше чтоб и не было ни у кого!

IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Патаксем литавр ҫапакан довбиш патӗнче пулнӑран литаврсем ҫывӑхӗнче нимӗн те тупайманнине кура, вӗсем аллисене пӗрер пулене илнӗ те вӗсемпе шанлаттарма тытӑннӑ.

Не нашедши палок, хранившихся всегда у довбиша, они схватили по полену в руки и начали колотить в них.

III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Вӗсем ҫӑкӑрпа сало е пашалу кӑна ҫирӗҫ, ӗҫессе те шӑм-шака ҫирӗплетме тесе пӗрер курка ҫеҫ ӗҫрӗҫ, мӗншӗн тесен Тарас Бульба нихӑҫан та ҫул ҫинче ӗҫсе ӳсӗрӗлме ирӗк паман, вара мӗн каҫ пуличченех малалла кайрӗҫ.

Ели только хлеб с салом или коржи, пили только по одной чарке, единственно для подкрепления, потому что Тарас Бульба не позволял никогда напиваться в дороге, и продолжали путь до вечера.

II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ху анас пулсан пит аван пулӗччӗ, эпир иксӗмӗр пӗрер сехет выляса савӑннӑ пулӑттӑмӑр йӑмӑкӑм, — тавӑрать автан, — сан йӑху ман асатте-асаннесемпе ӗмӗр-ӗмӗрех тӑшманла пурӑннӑ.

Ты бы слез, мы бы с тобой потешились часик, поиграли бы, побегали! — Сестрица, — ответил петух, — твое племя спокон века враждует с моим.

Автанпа тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Эсӗ те питӗ хӳхӗм апатланӑн, мана та пӗрер татӑк парӑн.

Ты там сытно позавтракаешь, да и мне, глядишь, перепадет кусочек.

Шакалпа тӗве ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Патша, кашни килтен пӗрер ҫын черетпе ҫиме яратӑп тесе, ракшас умӗнче сӑмах панӑ.

Царь обещал ракшасу, что из всех домов по очереди ему будут давать на съедение по одному человеку.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Патша вара ракшас валли кашни килтен черетпе пӗрер ҫын парса тӑрасси ҫинчен халӑха пӗлтерме хушнӑ.

И велел царь объявить во всеуслышание, что каждый день придется отдавать на съедение ракшасу одного человека и брать этих людей будут из всех домов по очереди.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫак икӗ турпасне сарӑ кӗрен ҫип витӗрнӗ пултӑр, малалла хурине, саррине, симӗссине кашнине пӗрер турпас ҫине малтанхи пекех витӗрмелле.

В этих двух дощечках, скажем, нитки оранжевые, а для черной, желтой, зеленой полосок возьмем по одной дощечке, заправляя по четыре нитки в дощечку.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ун пек чухне икӗ хӗррине пӗрер пӗрчӗ шурӑ кумса яр, тепӗр хӗррине те пӗр пӗрчӗ шурӑ кумса хӑвар — питӗ селӗм пулать, шурӑпа терт!»

Тогда ты, когда будешь сновать, первую и последнюю нитки в основе протяни белые, только по одной белой с этого и другого края, и тки белыми!»

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Кавирӗ ку икӗ кӗрӗпе тӗртмеллискер, кумасси-витӗресси те яланхи пек пулса пынӑ, хӗҫрен шӑл пуҫне пӗрер мӑшӑр илнӗ.

Ковер этот двухремизная, ткется с помощью доски, в основу берется по одной паре.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Унтан 1-мӗш, 3-мӗш тата 2-мӗш, 4-мӗш кӗрӗсене харӑссӑн ҫӗклесе пӗрер йӑрӑм пир тӗртеҫҫӗ, юлашки ҫиппине ывӑтнӑ хыҫҫӑн 2-мӗшпе 4-мӗш кӗрӗсене ҫӗклемелле пултӑрччӗ.

Ткут небольшую полоску полотна, поднимая первую, третью и вторую, четвертую ремизки, заканчивают ее поднятием второй, четвертой ремизок.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Тӗртнӗ чухне 1-мӗш, 4-мӗш, 2-мӗш, 3-мӗш кӗрӗсен тата 4-мӗш, 1-мӗш, 3-мӗш, 2-мӗш кӗрӗсене виҫшер хут ҫӗклесе пӗрер пӗрчӗ ывӑтмалла.

Ткут, поднимая по очереди первую, четвертую, вторую, третью ремизки — три раза, затем еще три раза — поднимая четвертую, первую, третью, вторую ремизки.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Тӗртнӗ чухне те 1-мӗшӗнчен пуҫласа тепӗр кӗрӗ ҫӗклемессерен ураҫҫине пӗрер пӗрчӗ ывӑтаҫҫӗ.

Ткут, поднимая по одной ремизке, каждый раз прокидывая по одной уточной нити.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

«Палас куммине хулӑнрах тумалла. Хӑшӗ-пӗри кӗрӗ витӗр пӗрер пӗрчӗ витӗрсе илет. Эпӗ малти кӗрӗрен виҫӗ ҫип, кайри кӗрӗрен виҫӗ ҫип умлӑ-хыҫлӑ илетӗп, хӗҫҫи витӗр — шӑл пуҫне пӗр пӗрчӗ», — вӗрентет ӑстаҫӑ.

«Палас любит, когда в основе толстая нитка. Кто-то берет по одной нити. В переднюю ремизку пробери три нити основы, в заднюю три нитки и так до конца. А в бердо по одной нитке в зуб», — учит мастерица.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Пӗчӗкрех шӑтӑклӑ пир тӑвас тесен тӑватӑ ҫиппине шӑл пуҫне пӗрер мӑшӑр илме, икӗ шӑлне сиктерме, тӗртнӗ чухне тӑватӑ пӗрчӗ ывӑтсан пралук кӗртсе лартма канаш пачӗ.

Можно ли сделать так, чтобы дырочки того холста были мельче, Тетя Спанюк советует пробрать четыре нитки по паре в зуб, два зуба пропускать, прутик потребуется еще тоньше, его вставляют в зев вместо пятой нитки.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Хӗҫ витӗр илесси кӑшт урӑхларах: хӗрринчи ултӑ ҫиппине шӑл пуҫне пӗрер мӑшӑр ил те виҫӗ шӑлне сиктерсе хӑвар, унтан каллех ултӑ ҫиппине шӑл пуҫне пӗрер мӑшӑр ил, виҫӗ шӑл сиктер.

А в бердо пробирают по-другому: крайние шесть ниток — по паре в зуб, три зуба пропускают, затем шесть ниток по паре в зуб, снова пропускаешь три зуба.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Кашни ҫаврӑм хыҫҫӑн пӗрер шӑл.

Новый оборот — еще один зуб.

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Кайри тӑратнисенчен малалла икӗ кашта тӑсӑлса тӑрать, вӗсем ҫине урлӑ хунӑ каштаран шӑлтӑрмасем ҫакса янӑ; шӑлтӑрмасем ҫине икӗ кӗрӗ ҫакнӑ; вӗсен пӗрер ура пусси; кӗрӗсем умӗнче — пир хӗҫҫи; станӑн хыҫалти кашти ҫинче — вӑт пӑта, ун ҫине куммин куҫӗсене тӑхӑнтараҫҫӗ.

От задних брусков вперед протянуты две палки, на которых лежит поперечина для подвешивания блоков — «шӑлтӑрма», на блоках — пара ремизок — «кӗрӗ», к ним прикреплены подножки — «ура пусси», перед ремизками установлено бердо — «пир хӗҫҫи», на перекладину в конце станка вставлен небольшой брусок — «вӑта пӑта», на него надевают петли основы ткани.

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Кӑшкар ҫипписен вӗҫӗсен кашнине пӗрер хачӑ ункине тиреҫҫӗ, кашни ҫиппин хӑйӗн унки.

Начало нитки с каждой катушки мастерица вдевает в колечки ножниц, у каждой нитки свое колечко.

Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed