Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патшана (тĕпĕ: патша) more information about the word form can be found here.
20-21. Хӗҫ тӗлне лекменнисене Халдея патши Вавилона куҫарса кайнӑ, вара вӗсем Перси патши патшана лариччен, Ҫӳлхуҫанӑн Иеремия урлӑ ҫӗрӗн шӑмат ҫулӗсем ҫинчен каланӑ сӑмахӗсем тӳрре киличчен Халдея патшин тата ун ывӑлӗсенӗн чурисем пулса пурӑннӑ.

20. И переселил он оставшихся от меча в Вавилон, и были они рабами его и сыновей его, до воцарения царя Персидского, 21. доколе, во исполнение слова Господня, сказанного устами Иеремии, земля не отпраздновала суббот своих.

2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул хушши патшара ларнӑ, 12. вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, малашне мӗн пуласси ҫинчен Турӑ сӑмахне пӗлтерсе калакан Иеремия пророк умӗнче те йӑвашланман, 13. вӑл хӑйне Турӑ ячӗпе тупа тутарнӑ Навуходоносор патшаран хӑпнӑ, чурӑсланнӑ, чӗрине хаярлатса ярса Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫаврӑнайман.

11. Двадцати одного года был Седекия, когда воцарился, и одиннадцать лет царствовал в Иерусалиме, 12. и делал он неугодное в очах Господа Бога своего. Он не смирился пред Иеремиею пророком, пророчествовавшим от уст Господних, 13. и отложился от царя Навуходоносора, взявшего клятву с него именем Бога, - и сделал упругою шею свою и ожесточил сердце свое до того, что не обратился к Господу Богу Израилеву.

2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Патшана ларнӑ чухне Иехония вунсаккӑрта пулнӑ, Иерусалимра вӑл виҫӗ уйӑх та вунӑ кун патшара ларнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑл юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.

9. Восемнадцати лет был Иехония, когда воцарился, и три месяца и десять дней царствовал в Иерусалиме, и делал он неугодное в очах Господних.

2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иехония, ларнӑ.

И воцарился Иехония, сын его, вместо него.

2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Патшана ларнӑ чухне Иоаким ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ; Иерусалимра вунпӗр ҫул хушши патшара ларнӑ [ун амӑшӗн ячӗ — Зехора, вӑл Рама хулинчи Нирия хӗрӗ пулнӑ.

5. Двадцати пяти лет был Иоаким, когда воцарился, и одиннадцать лет царствовал в Иерусалиме [имя матери его Зехора, дочь Нириева из Рамы].

2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Патшана ларнӑ чухне Иоахаз ҫирӗм виҫҫӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл виҫӗ уйӑх хушши патшара ларнӑ.

2. Двадцати трех лет был Иоахаз, когда воцарился, и три месяца царствовал в Иерусалиме.

2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Вара ҫӗршыв халӑхӗ Иоахаза, Иосия ывӑлне, [ҫу сӗрнӗ те] ӑна Иерусалимра хӑйӗн ашшӗ вырӑнне патшана лартнӑ.

1. И взял народ земли Иоахаза, сына Иосиина, [и помазали его] и воцарили его, вместо отца его, в Иерусалиме.

2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Шафан ҫыруҫӑ патшана тата ҫапла пӗлтернӗ: Хелкия священник мана кӗнеке пачӗ, тенӗ.

18. И также донес Шафан писец царю, говоря: книгу дал мне Хелкия священник.

2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Шафан кӗнекене патша патне илсе кайнӑ та патшана хыпар туса каланӑ: санӑн чурусене мӗн хушнӑ — вӗсем ҫавна йӑлтах тӑваҫҫӗ; 17. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ кӗмӗле шута илчӗҫ, ӑна пӑхавҫӑсемпе ӗҫ ӗҫлеттерекенсене алӑранах пачӗҫ, тенӗ.

16. И понес Шафан книгу к царю, и принес при этом царю известие: все, что поручено рабам твоим, они делают; 17. и высыпали серебро, найденное в доме Господнем, и передали его в руки приставникам и в руки производителям работ.

2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Патшана ларнӑ чухне Иосия саккӑрта пулнӑ, Иерусалимра вӑл вӑтӑр пӗр ҫул хушши патшара ларнӑ, 2. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ, Давидӑн, хӑй ашшӗн, ҫулӗпе ҫеҫ ҫӳренӗ, сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнман.

1. Восемь лет было Иосии, когда он воцарился, и тридцать один год царствовал в Иерусалиме, 2. и делал он угодное в очах Господних, и ходил путями Давида, отца своего, и не уклонялся ни направо, ни налево.

2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ҫӗр халӑхӗ ӗнтӗ Амон патшана хирӗҫ тӑнӑ каварҫӑсене пурне те вӗлерсе пӗтернӗ, вара ҫӗр халӑхӗ ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлне, Иосияна, лартнӑ.

25. Но народ земли перебил всех, бывших в заговоре против царя Амона, и воцарил народ земли Иосию, сына его, вместо него.

2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Патшана ларнӑ чухне Амон ҫирӗм иккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл икӗ ҫул хушши патшара ларнӑ.

21. Двадцати двух лет был Амон, когда воцарился, и два года царствовал в Иерусалиме.

2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Амон, ларнӑ.

И воцарился Амон, сын его, вместо него.

2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Вӑл Ӑна кӗлтунӑ, Турӑ вара ӑна тӑнланӑ, унӑн кӗллине илтнӗ, ӑна каялла Иерусалима илсе килсе патшана лартнӑ.

13. И помолился Ему, и Бог преклонился к нему и услышал моление его, и возвратил его в Иерусалим на царство его.

2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Патшана ларнӑ чухне Манассия вуниккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл аллӑ пилӗк ҫул хушши патшара ларнӑ, 2. вӑл, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗрки хыҫҫӑн кайса, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: 3. хӑйӗн ашшӗ Езекия ҫӗмӗрсе тӑкнӑ тӳпем вырӑнсене ҫӗнӗрен тутарнӑ, Ваалсене чӳк парни кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ, Астарта юпине лартнӑ, тӳпери мӗнпур ҫара пуҫҫапса, кӗлтуса пурӑннӑ; 4. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, Ҫӳлхуҫа: «Манӑн ятӑм ӗмӗр-ӗмӗр Иерусалимра пулӗ» тесе каланӑ Ҫуртра, чӳк парни вырӑнӗсене туса лартнӑ; 5. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн икӗ картишӗнче те тӳпери мӗнпур ҫара парне кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ.

1. Двенадцати лет был Манассия, когда воцарился, и пятьдесят пять лет царствовал в Иерусалиме, 2. и делал он неугодное в очах Господних, подражая мерзостям народов, которых прогнал Господь от лица сынов Израилевых, 3. и снова построил высоты, которые разрушил Езекия, отец его, и поставил жертвенники Ваалам, и устроил дубравы, и поклонялся всему воинству небесному, и служил ему, 4. и соорудил жертвенники в доме Господнем, о котором сказал Господь: в Иерусалиме будет имя Мое вечно; 5. и соорудил жертвенники всему воинству небесному на обоих дворах дома Господня.

2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Манассия, ларнӑ.

И воцарился Манассия, сын его, вместо него.

2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ҫапла йышӑнни патшана та, унта пухӑннӑ халӑха та килӗшнӗ.

4. И понравилось это царю и всему собранию.

2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Патшана ларнӑ ҫулхинех, пӗрремӗш уйӑхрах, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗсене уҫнӑ, вӗсене ҫӗнетнӗ, 4. вара священниксемпе левитсене пухӑнма хушнӑ, вӗсене тухӑҫ енчи лаптӑка пуҫтарнӑ та 5. каланӑ вӗсене: итлӗр мана, левитсем!

3. В первый же год царствования своего, в первый месяц, он отворил двери дома Господня и возобновил их, 4. и велел прийти священникам и левитам, и собрал их на площади восточной, 5. и сказал им: послушайте меня, левиты!

2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Езекия патшана ҫирӗм пиллӗкре ларнӑ, Иерусалимра вӑл ҫирӗм тӑхӑр ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Авия, вӑл Захария хӗрӗ пулнӑ.

1. Езекия воцарился двадцати пяти лет, и двадцать девять лет царствовал в Иерусалиме; имя матери его Авия, дочь Захарии.

2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Езекия, ларнӑ.

Help to translate

2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed