Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кашни икӗ утӑмранах вӑл чарӑнса тӑрса, сарӑ шӑлӗсемпе пӗр-икӗ ҫӗрӗк курӑк та пулин ҫыртса илес тесе вӑл вӑрӑм, ырхан мӑйне ҫӗрелле тӑсрӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫуна ӳпленсе ӳкрӗ: туртасем хӑмӑта пӗтӗрсе ҫапрӗҫ, ӑйӑр мӑйне пӑркӑчласа лартрӗ вӑл.Сани перевернулись: оглобли свернули хомут, он захлестнул коню горло.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Мӑйне йӑлтӑркка галстук ҫыхнӑ.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
10. Аттемӗрсем те, эпир хамӑр та йӑтма пултарайман сӳсмене вӗренекенсен мӑйне тӑхӑнтартасшӑн пулса, эсир халӗ мӗншӗн Турра сӑнатӑр?
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Кам та кам ҫак Мана ӗненекен пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ефрем — ӗҫе вӗрентнӗ, авӑн ҫапма хӑнӑхнӑ пӑру, Эпӗ Хамах унӑн хулӑн мӑйне сӳсмен тӑхӑнтартӑп; Ефреме утланса ҫӳреме тытӑнӗҫ, Иуда сухаласа пырӗ, Иаков сӳрелӗ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Валтасар хушнипе вара Даниила хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартнӑ, мӑйне ылтӑн вӑчӑра ҫакса янӑ, патшалӑха тытса тӑракансенчен вӑл виҫҫӗмӗш ҫын пулнине пӗлтернӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: ҫак пур халӑхсен мӑйне те тимӗр сӳсмен тӑхӑнтартӑп — вӗсем Навуходоносоршӑн, Вавилон патшишӗн, ӗҫлесе пурӑнччӑр, вӗсем унӑн чури пулӗҫ, хирти тискер кайӑксене те Эпӗ ун аллине паратӑп, тет.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вавилон патшин сӳсменне хӑйӗн мӑйне тӑхӑнакан тата ӑна пӑхӑнса тӑракан халӑха вара Эпӗ хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинчех хӑварӑп, вӑл вара унтах ҫӗр ӗҫлесе пурӑнӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эхер те халӗ ӑна — Навуходоносора, Вавилон патшине — пӗр-пӗр халӑх е патшалӑх пӑхӑнасшӑн мар пулсассӑн, мӑйне Вавилон патшин сӳсменне тӑхӑнасшӑн мар пулсассӑн, ҫав халӑха Эпӗ хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе хӗн кӑтартӑп, патша аллипе ӑна тӗппипех пӗтерӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӑкӑр мӑйне сӳсменпе чӗн пушӑ, усал чурана тӑлӑпа суран авать; 28. чуруна ялан ӗҫлеттер, ахаль ан тӑтӑр вӑл: ӗҫсӗрлӗх этеме тем тӗрлӗ усала та вӗрентнӗ; 29. хӑйне тивӗҫлӗ ӗҫ патне тӑрат ӑна, итлемесессӗн — сӑнчӑрпа сӑнчӑрла.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Унӑн мӑйне ҫамрӑк чухне ав, аяк пӗрчийӗсене ача чухне шӗкӗлче, кайран, чурӑсланса ҫитсе, сана пӑхӑнми ан пултӑр вӑл.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18-19. Унӑн сӑмахӗ тӳрре тухиччен ӑна Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ сӑнанӑ: урине тӑлланӑ, мӑйне тимӗр мӑйкӑч тӑхӑнтартнӑ.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Урхамаха эсӗ вӑй панӑ-и, унӑн мӑйне эсӗ ҫилхе ҫыхнӑ-и?
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑ вара хӗрхӗлтӗм тум тӑхӑнса ҫӳрӗ, ылтӑн савӑтран ӗҫӗ, ылтӑн ҫинче ҫывӑрӗ, ылтӑн йӗвенлӗ урхамах кӳлнӗ ҫар урапипе тухса ҫӳрӗ, пуҫне виссон хӑю ҫыхӗ, мӑйне чаплӑ мӑя ҫакӗ, 7. пысӑк ӑсне кура Дарипе юнашар ларӗ, ӑна Дарий хурӑнташӗ теме тытӑнӗҫ, тенӗ.
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вара вӗсем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, мӑйне кантра ҫыхса, Израиль патши патне пынӑ та каланӑ ӑна: Венадад чуру сана: «хӗрхенсемччӗ ман пурӑнӑҫа» тет, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑл вӗҫен кайӑка пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳрет пулсассӑн, ҫав парне улатӑпа е ҫамрӑк кӑвакарчӑн пултӑр; 15. священник ӑна парне вырӑнӗ патне илсе пытӑр, унӑн мӑйне пӑрса хуҫтӑр та парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр, юнне парне вырӑнӗ айккине юхтарса кӑлартӑр; 16. унӑн пӗсехине тӗкӗсемпе пӗрле татса илтӗр те парне вырӑнӗн тухӑҫ енне, кӗл выртакан ҫӗре, пӑрахтӑр; 17. ҫунаттине ан таттӑр, хуҫтӑр ҫеҫ, вара священник ӑна парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Фараон вара хӑйӗн пӳрнинчен ҫӗррине хывса илнӗ те ӑна Иосиф пӳрнине тӑхӑнтартнӑ; ӑна виссон тумтир тумлантарнӑ, мӑйне ылтӑн вӑчӑра ҫакса янӑ; 43. ӑна хӑйӗн иккӗмӗш урапи ҫине лартса ҫӳреме хушнӑ, унӑн умӗнчен: чӗркуҫленӗр! тесе кӑшкӑрса пыма хушнӑ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Килӗнчи тумтиртен Ревекка аслӑ ывӑлӗн Исавӑн чаплӑ тумне илнӗ те [ӑна] кӗҫӗн ывӑлне Иакова тӑхӑнтартнӑ; 16. унӑн аллисене, ҫара мӑйне качака путекки тирӗпе витсе ҫыхнӑ; 17. унтан хӑй хатӗрленӗ апачӗпе ҫӑкӑрне Иакова, хӑйӗн ывӑлне, тыттарнӑ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.