Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтӗм (тĕпĕ: кӗр) more information about the word form can be found here.
— Мӗнпе те пулин пулӑшаймӑп-и-ха, тесе кӗтӗм эпӗ.

Help to translate

IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Эпӗ аран-аран хӗсӗнкелесе кӗтӗм те стена ҫинче шурӑ хут листи ҫакӑнса тӑнине асӑрхарӑм.

Кое-как я протиснулся и увидел на стене лист бумаги.

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

Пӳрте кӗтӗм те, хамӑн ӑпӑр-тапӑра пуҫтарса, ҫав каҫах тепӗр хваттере куҫрӑм.

Пришел в хату, забрал свои манатки и перешел на другую квартиру в эту же ночь.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ну, кӗтӗм ҫакӑн патне, мана вӑл ҫак ҫӗрре парнелесе пачӗ, пӳрнене те хӑй аллипех тӑхӑнтартса ячӗ.

Ну, зазвала к себе, подарила, прямо-таки навязала, вот это колечко.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ҫапла ак, курма тесе кӗтӗм

— Вот, зашел проведать…

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Айӑпа кӗтӗм, — терӗ.

Виноват, — сказал.

II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

— Паян почтӑна кӗтӗм те, унта ҫак картинӑсене пӗрер тенкӗ сутаҫҫӗ, — терӗ Егор крыльца патне пухӑнса тӑнӑ ҫынсем хаваслӑн калаҫнӑ май.

— Захожу нынче на почту, а там эти вот картинки продают по целковому за штуку, — сказал Егор под дружный и веселый говор сгрудившихся около крыльца людей.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ӗне ҫухалнӑ кун эпӗ ахалех почтӑна кӗтӗм.

— В тот же день, как она заблудилась, я и забрел без особой нужды на почту.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ирхи апат хыҫҫӑн, ӗҫе килес умӗн, эпӗ магазина кӗтӗм, — Пробатов пулӑшнипе хавхаланса, Анохин малалла шанчӑклӑрах каларӗ.

— После завтрака, перед работой, я зашел в магазин, — одобренный поддержкой Пробатова, более уверенно продолжал Анохин.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ тин ҫеҫ кӗтӗм те сире кансӗрлесрен хӑрарӑм, — терӗ Коробин васкавлӑн.

— Я только что вошел и боялся вас потревожить, — поспешно сказал Коробин.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ сан пирки урӑхла шухӑшласа ҫылӑха кӗтӗм: сӑмси намӑс чирпе чирлесе пӗтнӗ пулӗ-ха, терӗм.

— А я было погрешил на тебя, думаю: не от дурной ли хворости нос осел?

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Нумай пулмасть-ха, кӗтӗм те ун патне, калать ҫак мана:

— Зараз взошла я к нему, а он говорит:

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пайтах хӗрарӑма, хӗрсене ачашласа йӑпантӑм, лайӑх утсемпе… эх! ҫеҫенхире таптаса ҫӳрерӗм, ачасен ашшӗ пулнӑшӑн хӗпӗртерӗм, ҫынсене вӗлертӗм, хам та пайтах вилӗм ҫине кӗтӗм, кӑвак тӳпе ҫине пӑхса савӑнтӑм.

Баб и девок перелюбил, на хороших конях… эх!.. потоптал степя, отцовством радовался и людей убивал, сам на смерть ходил, на синее небо красовался.

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Килсе кӗтӗм ҫеҫ хутора — йӑлтах ӗлӗкхилле туйӑнса кайрӗ…

Въехал в хутор, так и пахнуло старым…

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗтӗм хайхи ун патне кабинета.

— Вошел к нему в кабинет.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Калаҫса ларма кӗтӗм тата, сӑмах май, лава кайма ан хушӑр, тесшӗнччӗ: утсем урасӑр пулчӗҫ пирӗн.

Побрехать зашел да кстати сказать, чтоб в обывательские не назначали: кони у нас в ножной.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шупашкара килсен, эпӗ Чувашгизӑн Золотов хушаматлӑ директор патне кӗтӗм.

Help to translate

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

«Хуса ҫитрӗм-ҫке ҫавӑн чух эскадрона, пуринпе пӗрлех ҫапӑҫӑва кӗтӗм

«Догнал же я тогда эскадрон и дрался со всеми…

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тен, ун валли мӗн те пулин парса яратӑр пуль тесе кӗтӗм.

А к вам я забежал, — может, что пожелаете ему передать.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӳрех кабинетне кӗтӗм.

Прихожу прямо в кабинет.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed