Шырав
Шырав ĕçĕ:
39. Усал шухӑшпа туман унчченхи пӗтӗм айӑпӑра та, пуҫкӑшӑльшӗн тӳлесе тӑма тивӗҫлине те, Иерусалимра тӳлеттерсе тӑнӑ мӗнпур тӳлеве те каҫаратпӑр.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Израиль халӑхӗн ҫыннисемех хӑшӗ-хӑшӗ, Турӑран уйӑрӑлса кайнӑскерсем, ун ҫинчен элекленӗ пулин те, 26. патша уншӑн хӑй умӗнхи патшасем мӗн тунинех тунӑ: ӑна хӑйӗн пур тусӗнчен те асла хунӑ, 27. ӑна, унчченхи пекех, аслӑ священниках пулса пурӑнма хушнӑ, малтанхи хисеп паллисене те унрах хӑварнӑ, ӑна хӑйӗн чи ҫывӑх тусӗсен шутне кӗртнӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Укҫа пухакансем унчченхи ҫулсенче памасӑр хӑварнине пурне те малашне Турӑ Ҫуртӗнче тумалли ӗҫсем валли парса тӑрӗҫ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн чухне ун патне Персие пӗр ҫын хыпарпа пынӑ: Иуда ҫӗрне вӑрҫӑпа кайнӑ ҫарсем каялла ҫаврӑнса тарнӑ, 6. вӑйлӑ ҫарпа пуринчен малта пынӑ Лисие те иудейсем ҫӗнтернӗ, вӗсем вӑй илнӗ ӗнтӗ: кӑралӗ те нумай, ҫарӗ те йышлӑ, хӑйсем парӑнтарнӑ ҫарсенчен туртса илнӗ тупӑшӗ те туллиех, 7. вӗсем эсӗ Иерусалимри парне вырӑнне ирсӗрлесе туса лартнӑ чӳк вырӑнне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, хӑйсен сӑваплӑ Ҫурчӗ тавра унчченхи пекех ҫӳллӗ хӳме тытса ҫавӑрнӑ, сан хулуна Вефсурӑна та хӳмепе хӳсе ҫавӑрнӑ, тенӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Суя тӗнлӗ ҫынсем хӑҫан та пулин килсе хӑйсене унчченхи пек ан пусмӑрлаччӑр тесе, ҫав вӑхӑтрах вӗсем Сион тӑвӗ тавра ҫӳллӗ хӳме тытса ҫавӑрнӑ, тӗреклӗ пашнесем лартнӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫапла Антиох укҫа ҫитмесрен шиклене пуҫланӑ; ӗлӗкрех, унчченхи пур патшаран та ирттерсе, укҫа-тенкӗне хӗрхенмесӗр салатса пурӑннӑскерӗн халӗ пӗр-икӗ хутчен шалу памалӑх ҫеҫ, ун-кун тӑкакпа парнесем валли анчах тӑрса юлнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑн чухне вара, авалхи кунсенчи пек, унчченхи ҫулсенчи пек, Иудӑпа Иерусалим кӳрекен парнесем Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ пулӗҫ.
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Халӗ ӗнтӗ ҫак халӑхӑн йӑлкӑмӗшӗн Эпӗ унчченхи пек мар, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.11. А ныне для остатка этого народа Я не такой, как в прежние дни, говорит Господь Саваоф.
Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑ кун унчченхи пек тӗрлӗ ӗҫӳпе Ман умӑмра ҫылӑха кӗрсе, эсӗ хӑвна ху намӑс кӑтартмӑн: ун чухне Эпӗ санӑн чапупа мухтанакансене сан хушшунтан кӑларса ярӑп, Манӑн таса тӑвӑм ҫинче текех мухтанаймӑн вара.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Палӑртнӑ вӑхӑтра вӑл каллех кӑнтӑра вӑрҫӑпа кайӗ, анчах урӑх унчченхи пек пулмӗ; 30. вӑл вӑрҫӑпа тухнӑ вӑхӑтрах Киттим карапӗсем пырса ҫитӗҫ; вара вӑл шикленсе ӳкӗ те каялла таврӑнӗ; сӑваплӑ халала кураймасӑр, хӑй шухӑшланине пурӑнӑҫлӗ, сӑваплӑ халалран уйрӑлса кайнисемпе каллех килӗшӳ тӑвӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ ҫав мӑйракасем ҫине пӑхрӑм та — акӑ вӗсем хушшинчен тата тепӗр мӑйрака, пӗчӗкскер, тухнине куртӑм; ӑна вырӑн парас тесе, унчченхи виҫӗ мӑйракине тымарӗпех тӑпӑлтарса кӑларчӗҫ; ҫав мӑйракан этемӗнни евӗрлӗ куҫсем пурччӗ, мӑнаҫлӑн калаҫакан тута-ҫӑвар пурччӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Даниил, ҫавнашкал хушу тухнине пӗлсессӗн те, пӗрех килне кайнӑ; унта ҫӳлти пӳлӗмӗн Иерусалим енчи чӳречисем уҫӑ тӑнӑ; вӑл унта унчченхи пекех кунне виҫӗ хутчен кӗлтунӑ, чӗркуҫленсе ларса хӑй Туррине аслӑласа мухтанӑ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Кайран вӑл мана кӑнтӑр хапхинчен шалти картишне илсе кӗчӗ; кӑнтӑр хапхине те виҫрӗ, унчченхи пекех пулчӗ.28. И привел он меня через южные ворота во внутренний двор; и намерил в южных воротах ту же меру.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тусем ҫинче пурӑнакан ҫынсен, выльӑх-чӗрлӗхӗн йышне ӳстерӗп, вӗсем ӗрчесе-хунаса кайӗҫ, эсир унчченхи вӑхӑтра мӗнле вырӑнаҫнӑ, сире ҫавӑн пек вырӑнаҫтарӑп, сире унчченхинчен нумайрах ырӑлӑх кӑтартӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ тӳрӗ ҫынна чӗрӗ юлатӑн тенӗ пулсассӑн, анчах та вӑл хӑйӗн тӳрӗлӗхне шанса тӗрӗс мар ӗҫ тусассӑн, унӑн унчченхи пӗтӗм тӳрӗ ӗҫне асӑнмӗҫ — вӑл хӑй тунӑ тӗрӗс мар ӗҫӗшӗн вилӗ.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эсӗ, этем ывӑлӗ, хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсене кала: усал ӗҫӗн кунӗнче тӳрӗ ҫынна тӳрӗлӗхӗ ҫӑлса хӑвараймӗ, хӑй йӗркесӗрлӗхӗнчен пӑрӑннӑ кун йӗркесӗр ҫын хӑй йӗркесӗрлӗхӗшӗн пӗтмӗ, ҫавӑн пекех тӳрӗ ҫын та ҫылӑха кӗнӗ кун хӑйӗн унчченхи тӳрӗлӗхӗшӗн чӗрӗ юлаймӗ те.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Санӑн йӑмӑкусем, Содомӑпа унӑн хӗрӗсем, унччен мӗнле пулнӑ, ҫавӑн пекех пулӗҫ; Самарипе унӑн хӗрӗсем те унчченхи пекех пулӗҫ, эсӗ те, санӑн хӗрӳсем те унччен мӗнле пулнӑ, ҫавӑн пекех пулӑр.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Эпӗ Ассири патшине мӗнле хаса патӑм, Вавилон патшине те ҫапла хаса парӑп; 19. Израиле унчченхи ҫаранӗсем ҫинех илсе килӗп, вӑл Кармил ҫинче, Васан ҫинче кӗтсе ҫӳрӗ, Ефрем тӑвӗпе Галаад тӑвӗ ҫинче вӑл тутӑ пулӗ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Моав мӗн ҫамрӑкранпах канлӗн пурӑннӑ, ҫӗпре тӑрринчи эрех пек тӳлек пулнӑ, ӑна пӗр савӑтран тепӗр савӑта сӑрӑхтарман, ӑна тыткӑна хӑваласа кайман; ҫавӑнпа унӑн техӗмӗ те унчченхи пекех сыхланса юлнӑ, шӑрши те улӑшӑнман.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ Но хулинчи Аммон патне, фараон патне, Египета тата унӑн туррисемпе патшисем патне, фараона шанса тӑракансем патне пырса пӑхӑп та 26. вӗсене хӑйсенӗн чунне шыракансен аллине, Вавилон патшин Навуходоносорӑн тата унӑн чурисен аллине парӑп; анчах та кайран Египет унчченхи пекех пурӑнма пуҫлӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.