Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах вӑл ҫӗр айӗнчи крепоҫра лару-тӑру кунсерен япӑхланса пынине ӑнланнӑ.Но он понимал, что положение подземной крепости с каждым днем становится все более трудным.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пухӑнса тӑнисем А-цзинь хуйхине ӑнланнӑ.
А-Цзинь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 162–169 стр.
Ӑнланнӑ тӑрӑх, паян ӑнсӑртрӑн-кӗмсӗрт пынисем те кардиолог патне лекейреҫҫӗ.Как понимаю, сегодня даже случайно пришедшие люди могут попасть к кардиологу.
Уҫӑ алӑксен кунӗнче алӑк уҫах-и? // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23929.html
Анчах та эпӗ юрату тенине хам мӗнле ӑнланнӑ, ҫавӑн евӗрлине хам ӑшӑмра нимӗн те тупаймарӑм.Но ничего похожего на то, как я воображал это чувство, я не нашел в себе.
XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Ҫук, эпӗ тӳрре тухма тӑрӑшмастӑп, анчах эсӗ те мана, эпӗ хама хам ӑнланнӑ пек, ӑнлансамччӗ, ку ӗҫ ҫине йӗрӗнсе ан пӑхсамччӗ.
I // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Питӗ лайӑх, ҫав тери лайӑх ӑнланнӑ эпӗ сире, Раиса Александровна.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫав кӑткӑсах мар хайлавра сасартӑк ҫийӗнчех, ӑна вулама вӗреннӗ хыҫҫӑнах пӗлнӗ тата ӑнланнӑ пулин те, практикӑлла ӑслӑлӑхӑн пытарӑнса тӑнӑ тӗпӗр авӑрӗ яри уҫӑлса кайрӗ вара Ромашовшӑн.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хучӗсене пӑхса пӗтерсен, пӗчӗк кӗнекине Варламов кӗсйине чикрӗ; лаши, унӑн шухӑшӗсене ӑнланнӑ пек, хушичченех шарт сикрӗ те аслӑ ҫулпа вӗҫтерчӗ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хальхинче тӗрӗксем те ӑнланнӑ.
XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Халӑх ӑна «Хурахсем йышлӑн килеҫҫӗ» тесе ӑнланнӑ.
XXI. Вилӗ кӗлли туни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ман вырӑнта ху пулнӑ пулсан, ҫапла вӑрлани вӑл — турра хирӗҫ ӗҫ иккенне ӑнланнӑ пулӑттӑн!Поставь себя на мое место, и ты поймешь, что такая кража — что-то прямо безбожное!
XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Аслӑ революционер 1861 ҫулти реформӑн халӑха хирӗҫ пыракан буржуалла характерне ҫийӗнчех тавҫӑрса илнӗ, реформа хресченсене тусӑнтарса, ҫаратса хӑварассине никамран та лайӑх ӑнланнӑ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Вӑл мӗн ачаранпах хӑйӗн ӑсӗпе палӑрса тӑнӑ: нумай вуланӑ, лайӑх вӗреннӗ, темиҫе чӗлхе пӗлнӗ, йывӑр та кӑткӑс ыйтусене тӗрӗс ӑнланнӑ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Бьюмонт вӑл интересленекен япаласене пурне те кӑмӑлланӑ, ӑна питӗ лайӑх ӑнланнӑ; хӑй юратнӑ хӗр-юлташӗсемпе те (тепӗр тесен тата, унӑн пӗр юлташ ҫеҫ, Полина кӑна пулнӑ, вӑл та, Мускаври пӗр фабриканта качча тухсан, тахҫанах Мускава куҫса кайнӑ), Полинӑпа та унпа калаҫнӑ пек ҫӑмӑллӑн калаҫман.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Катерина Васильевна Вера Павловна ҫинчен пурне те аса илчӗ, анчах ун асӗнче Вера Павловна малтан мӗнле курни ҫеҫ юлнӑ; вӑл хӗрсе кайсах, Вера Павловнӑн сӑнӗ-пичӗ, пӗвӗ-сийӗ ҫинчен, вӑл мӗнле калаҫни ҫинчен, пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗнӗ ҫынпа тӗл пулсан малтанах мӗн куратӑн, ҫавсене пӗтӗмпех каласа пачӗ; анчах малалла вара вӑл Вера Павловна ҫинчен ним те астумасть — асра мастерской, мастерской, мастерской та Вера Павловна мастерской ҫинчен каласа пани кӑна юлнӑ; ун ҫинчен ӑнлантарса панисене вӑл пурне те ӑнланнӑ, анчах Вера Павловнӑна хӑйне вара, тӗл пулсан кӑшт калаҫкаланӑ хыҫҫӑн, малалла ним те ӑнланман.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах, чӑнах та, мана халӗ мӗнле пек туйӑннине пӗлетӗн-и, тусӑмҫӑм: Дмитрий Сергеича эпӗ ҫитӗнсе ҫитнӗ хӗрарӑм пек юрайман пулсан, вӑл та мана халӗ эпир ӑнланнӑ пек юратман.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мастерскойра манӑн пӗр сехет, сехет ҫурӑ кӑна пулмаллине, унтан ытларах вӑхӑта юлса, хам ҫине ытла кирлех те мар ӗҫ йышӑннине, вӑл ӗҫ усӑллӑ пулнине, анчах унсӑр та пурӑнма май пуррине ӑнланнӑ эпӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫук, тусӑмсем, манӑн усал та лайӑх мар, мӗскӗн туссем, кӑна эсир тӗрӗс мар ӑнланнӑ: вӗсем ытла ҫӳллӗ шайра мар, эсир хӑвӑр ытла аялта тӑратӑр.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫук, государьӑм, унта вӑл Лопуховӑн помощникӗ пулнӑ, вӑл хӑй Лопуховӑн помощникӗ пулнине питӗ лайӑх ӑнланнӑ, ҫавна Вера Павловна тепӗр кунтан е тепӗр икӗ кунтан тавҫӑрса илнӗ, вӑл ӑна, хӑй ытлашши пӑлханман пулсан, Рахметов ҫӑварне уҫнӑ-уҫманах тавҫӑрса илнӗ пулӗччӗ: чӑннипе илсен, акӑ епле пулнӑ-ха ӗҫсем, нивушлӗ эсӗ ҫавна та ӑнланман?
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл, Вера Павловнӑна Лопухов патӗнче лартас мар тесе, вӗсемпе пӗрле ҫӗр каҫма шутласа, хӑйшӗн хӑрушӑ ҫул ҫине тӑнине ӑнланнӑ; вӑл ун чухне, виҫӗ ҫул каялла, хӑй юратма пуҫланине асӑрхаса, ҫав юратӑва чарса лартма мӗн кирлине пурне те ҫирӗппӗн тума пултарнӑшӑн питӗ савӑннӑ.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.