Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑршӑ the word is in our database.
шӑршӑ (тĕпĕ: шӑршӑ) more information about the word form can be found here.
Урай тӑрӑх качака путеккисем пӗчӗкҫӗ чӗрнисемпе вӗттӗн кӗптӗртетсе чупрӗҫ, пӳртре уҫҫӑн та хаваслӑн утӑ, ӑшӑ сурӑх сӗчӗпе сивӗ ҫанталӑк варкӑшӗ сарӑлчӗ, выльӑх витинчи шӑршӑ кӗрсе тӑчӗ…

Дробно зацокали по полу крохотные копытца козлят, и свежо и радостно запахло сеном, парным овечьим молоком, морозом, запахом скотиньего база…

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӗтел ҫинчи кӑкшӑмсен анисем уҫах, пӗтӗм пӳрчӗпе ӳсӗртсе яракан йӳҫӗ шӑршӑ сарӑлнӑ.

На столе глотки кувшинов разоткнуты, на весь курень спиртным дымком разит.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пулӑ шӑршӑ ҫине пынӑпа пӗрех, мур пуҫӗсем!

Как рыба на дух, проклятые!

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн ҫывӑрасси килчӗ, тӑмсайкка ӑс-пуҫлӑ, ҫыпҫанкӑ пек ҫыпҫӑнчӑк артиллерист тарӑхтарчӗ ӑна, унӑн тарлӑ урисенчен йытӑнни пек йӳҫек шӑршӑ кӳ-ӳ! ҫапса ӑша лӗклентерчӗ…

Хотелось спать, злил навязчивый, придурковатый артиллерист, вызывал тошноту исходивший от потных ног его запах псины…

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл Бунинӑн чапӑр пылӗ пек ҫӑра та тутлӑ шӑршӑ сӑрхӑнтаракан йӗркисене пуҫра тытӑнса юлнисене пурне те аса илсе тухрӗ.

С любовью перебирал все сохранившиеся в памяти, пахучие и густые, как чабрецовый мед, бунинские строки.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Тепрехинче сереперен ан кӑлар, ӗҫе пӑсатӑн, — терӗ тутлӑ шӑршӑ кӗрекен какая таткаласа уйӑрнӑ май.

Раздирая пахучее мясо, попросил: — В другой раз не сымай, а то мне дело попортишь.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗри курӑкран ҫӑра та ӑшчике тӑвӑнтаракан тутлӑ шӑршӑ сарӑлнӑ.

От жаркой травы стлался тягучий густой аромат.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чечеке ларма ӗлкӗреймен курӑксем те темле ҫӗрӗшсе хӗрхӳленнӗ пек йывӑр шӑршӑ кӑларса лараҫҫӗ.

Даже травы, еще не давшие цвета, излучали непередаваемый запах тлена.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич палӑрмаллах кӑвакарса-симӗсленсе кайрӗ, ытарлӑ графинпа пӳртре сарӑлнӑ шӑршӑ ҫинчен манса, лаках пукан хыҫӗ ҫумне сӗвенчӗ.

Пантелей Прокофьевич заметно позеленел, забыл про подозрительный графин и запах, отвалился на спинку стула.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑм ӳксе шантарнӑ курӑксенчен сӑмахпа каласа ӑнлантармалла мар салху шӑршӑ ҫапать.

Неизъяснимо грустный запах излучают умерщвленные заморозками травы.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗр пӳртре чӗлӗм туртса тултарнӑ та, сывлама ҫук йывӑр шӑршӑ кӗрет.

В землянке было накурено, смрадно.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсенчен халех ӗнтӗ йывӑр та ӑша лӗклентерекен пылак шӑршӑ ҫапать.

От них уже тек тяжкий, сладковатый запах мертвечины.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Купара выртнӑ курӑкран пуҫа ҫавӑракан тутлӑ шӑршӑ кӗрет.

От копны повеяло дурманящим запахом слежавшихся трав.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шӑршӑ персе тӑракан помидор йӑранӗ ҫине пӗшкӗнсен, Ҫемен хӑвӑртрах каҫ пуласса кӗтсе, Анфисӑпа пӗрле киле таврӑнасси ҫинчен, шыв хӗрринчи вӑрман ҫине уйӑх тухасси ҫинчен шухӑшланӑ…

Нагибаясь над пахучей помидорной ботвой, Семен с нетерпением ждал вечера и думал о том, как они с Анфисой будут идти домой, как над лесом за рекой встанет луна…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Номер е вырӑн ҫукки ӑна пӗрре те шиклентерменни ҫинчен хӗрачана васкасах пӗлтерчӗ Сергей, мӗншӗн тесен, айра ҫемҫе те ырӑ шӑршӑ кӗрекен курӑк пулсан, тачанка ҫумне выртса ҫывӑрни пӑчӑ номертинчен ӑҫта аванрах…

Сергей поспешил заверить девушку, что наличность коек и номеров его вовсе не интересует, ибо спать возле тачанки, когда под тобой лежит пахучая трава, куда приятней, чем в душном номере…

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сӑмсана каллех йӳҫӗ те усал шӑршӑ ҫапнӑ.

В нос снова ударил едкий, противный запах.

Тӑнне ҫухатнӑ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

 — Каҫарӑр, сотник, ман ураран ҫапла шӑршӑ перет.

— Вы, сотник, извините, это у меня от ног такой запах…

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нӳрелсе кайнӑ тӑмран чӗрӗ те йывӑр шӑршӑ кӗрет.

Глина на плотине тяжко пахла сырью.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лере, тулӑ анисем хӗрринче, ырӑ шӑршӑ кӑларса, улӑх чечекӗсем сарӑлса лараҫҫӗ.

Там, где кончается пшеница, шафранная цветень донника.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кай хӑвӑртрах! — пӑшӑлтатрӗ Жарков, усал шӑршӑ кӗрекен ҫӑварӗпе Григорий еннелле сывласа.

— Иди скорей! — шепнул Жарков, дыша в лицо Григорию свонявшимся запахом грязного рта.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed