Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лере, ҫамрӑк та чечен вӑрманта ытарайми шӑплӑх та канӑҫлӑх телейӗ!и там, в молодом, лёгком лесу, была такая тишина, такое счастье покоя!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вара эп ҫав шӑплӑх витӗр урамра такамсем талт-талт чупнине, тӗпӗртетнине, хӑвӑрт калаҫса илнине илтрӗм.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Чуна кайса тивекен шӑплӑх.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кунта вара чӗрене яштах ҫурса яракан хӑрушӑ шӑплӑх.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Саня В. профессорпа та курнӑҫнӑ, вӑл хайхи «Св. Мария» куҫса пынӑ май утрав тупаканни, В. Саньӑпа питӗ ыррӑн калаҫнӑ, Саня ҫак илемлӗ те пысӑк Ленинградра, ҫак хулара летчиксен шкулӗнче вӗреннӗрен вара юратса тӑрать — Заполярьери шӑплӑх хыҫҫӑн — Ленинград!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑлхара ҫил-тӑман шӑхӑрать, самантлӑха кӑна, ҫанталӑк лӑпланнӑ пек чухне, ҫак шӑплӑх чуна асаплантаракан, нимӗне пӗлтермен, кичемлӗх пустаракан сасӑран та янравлӑрах пек туйӑнать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ире хирӗҫ пулакан яланхи шӑплӑх.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Йывӑр шӑплӑх императорӑн кӑмӑлне пӑсать.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Фабрикӑра унсӑр кичем, халиччен хӑнӑхман шӑплӑх, пушӑлӑх, эпир темшӗн ҫурма сасӑпа калаҫатпӑр, ӑна, килӗнче выртаканскерне, кунта сас туни сиен кӳме пултарӗ, тейӗн.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Павлуша хӑйӗн аппаратне вырӑнтан вырӑна сӗтӗрсе ҫӳрет, команда янӑраса тӑрать: «Шӑплӑх!.. Ҫутӑ!.. Мотор!..»Павлуша возил с места на место свой аппарат, раздавалась команда: «Дайте тишину!.. Свет!.. Мотор!..»
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗррехинче ҫапла, ҫывӑрма выртсан, йӑмӑк лӑплансан (вӑл яланах юлашки сӑмахне каланӑ чухне ҫывӑрса каять), каллех ҫав кичемлӗх пустаракан шӑплӑх ҫаврӑнса ҫитрӗ, унтан мӑрьере ҫил шӑхӑрттарма тытӑнчӗ, эпӗ чӳречерен шакканине илтрӗм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗн тери хӑрушӑ сывлӑшра ҫакӑн пек шӑплӑх!
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьевпа Стручков опытлӑ ҫар ҫыннисем пулнӑ та, вӗсем ун ҫинчен лайӑх пӗлсе тӑнӑ: ҫак пауза мӗн тери пысӑкрах пулать, ҫак шӑплӑх мӗн тери вӑрӑма пырать, тӑвӑл ҫав тери хаяр та вӑйлӑрах пулмалла, тесе шутланӑ вӗсем.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Госпитальти палатӑсенче, хӑш чух, пурте шухӑша путса тунсӑхлама тытӑннӑ вӑхӑтсенче, ҫав тери салху та кичем шӑплӑх пулса тӑрать.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗррехинче, каҫ пулса ларсан, госпиталь яланхи пекех лӑпланчӗ, унӑн пӳлӗмӗсем йывӑр шӑплӑх ӑшне путрӗҫ, палатӑсенчен ҫынсем хуллен йынӑшни, хӑрӑлтатни, аташса калаҫни ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Палатӑра йывӑр шӑплӑх пулса тӑчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акӑ халӗ кунта нимӗн те юлман: вӑрман та пушӑ вырӑн тата никам хускатман шӑплӑх ҫеҫ тарать…И вот – ничего, пустыня, лес, вековая, ничем не нарушаемая тишина…
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Таврара пит шӑп пулнӑ, вӑл шӑплӑх чӑрӑшсенчен те, ҫӑлтӑрсенчен те ҫӳллӗрех, тӗпсӗр хура пӗлӗтрен хӑйӗнчен те ҫӳллерех пулнӑ пек туйӑннӑ.
28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑлах сасартӑк пӗтӗм ҫуртра шӑплӑх туса хунӑ, — пит ҫумалли пӳлӗмри шыв тумласа тӑнисӗр тата пусма айӗнче сехет шакканисӗр пуҫне урӑх нимӗн те илтӗнмен.
27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Часах пӗтӗмпех шӑп пулчӗ, анчах вӑл ултавлӑ шӑплӑх пулнӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948