Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чылайччен the word is in our database.
чылайччен (тĕпĕ: чылайччен) more information about the word form can be found here.
Тимушпа Улитта пӳрт умӗнчи пахчара чылайччен уйрӑлаймасӑр тӑчӗҫ, вара иккӗш пӗрле анкарти витӗр чупрӗҫ (тантӑшӗсене тӳртен хӑваласа ҫитесшӗн пулчӗҫ вӗсем).

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Воскресенский урамӗпе чылайччен утрӗ Михаил Эльгеев.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш чылайччен пӑхса тӑчӗ ун хыҫҫӑн.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тимӗр карлӑк ҫине таянса чылайччен тӑчӗ вӑл.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чылайччен калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн хӗрӗнке Романов ура ҫине сиксе тӑчӗ:

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Астӑвӑр: чылайччен ним чӗнмесӗр ларатӑр.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Маттур, ачасем! — терӗ Костя, чылайччен алӑ ҫупса.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чылайччен пӗр чӗлхе тупаймасӑр калаҫкаласа ларчӗҫ Марьепе Антонина Павловна.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Контузи хыҫҫӑн пуҫӗ хӗссе ыратнипе чылайччен аптӑраса пурӑннӑччӗ Эльгеев.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кирек мӗнле пулнӑ пулсан та, Лариса Васильевна чылайччен ун чӗринчен тухман.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вуласа пӗтерсен, Слюсарев чылайччен ним чӗнмесӗр тӑчӗ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр Агафья Петровна ҫеҫ Соня патне кӗре-кӗре чылайччен йӑпатса ларнӑ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Трюмо умне пырса чылайччен юсанкаласа тӑчӗ, пакун йӑллисене хачӑпа каса-каса илчӗ, ҫипписенчен тасатрӗ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлуш пӳлӗме кӗмесӗр Соня вылянине чылайччен итлесе тӑчӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Миша пӳлӗмрен тухрӗ, чылайччен кӗтсе тӑчӗ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хыҫалӑрах ларнисем чылайччен алӑ ҫупрӗҫ, малти ретри «ятлӑ» ҫынсем хаяррӑн усал сӑмахсем каласа Эльгеев еннелле кӑшкӑрчӗҫ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шухӑша ӳксе, Миша чылайччен ним тӗллевсӗр хула тӑрӑх утса ҫӳрерӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Соня темшӗн паян кунӗпех калаҫмасӑр ҫӳренӗ: пуҫ ыратать тенӗ, пианинӑпа вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн импровизацилесе ларкаланӑ, трюмо умне пырса чылайччен пӑхкаласа тӑнӑ, ҫӳҫ ҫулне турапа темиҫе хутчен тӳрлеткеленӗ, час-часах ассӑн сывлакаласа илнӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кутемере кайса килни чылайччен пуҫран тухман ҫамрӑк мӑшӑрӑн: иккӗшӗ икӗ тӗрлӗ хумханнӑ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Атӑл ҫывӑхӗнчи вак халӑхсен пухӑвӗ чылайччен тӑсӑлчӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed