Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытма the word is in our database.
тытма (тĕпĕ: тытма) more information about the word form can be found here.
Ун пеккисене врачсем столовӑйра тытма хушмаҫҫӗ, ӑна Виктор Павлович ҫавӑн пирки кӑна ӗҫрен кӑларнӑ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӑна тытма тӑрать Изамбаев — хӑй чикеленсе ӳкет.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ирсӗр ӗҫ тӑвакан кирек мӗнле ҫын та чи малтан хӑй айаплӑ, уншӑн чи малтан хӑй явап тытма тивӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Чиртен сывалнӑ хыҫҫӑн Хура Качака ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт пулмарӗ: культура институтӗнче хӑй тӗллӗн вӗренекенскер Хусана экзамен тытма кайрӗ, унтан июль вӗҫӗнче кӑна каялла таврӑнчӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӑвӑр ҫине илнӗ яваплӑхшӑн, сӑмахшӑн явап тытма хатӗрленӗр.

Будьте готовы ответить за свои слова и взятые на себя обязательства.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сирӗн пурнӑҫри кашни улшӑну хыҫҫӑн хӑвӑра ҫирӗп тытма хӑнӑхмалла.

Вы должны научиться вновь самоутверждаться после каждой перемены в жизни.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мӗнпур ыррине упрама, компанийӗн чи лайӑх ӗҫ опытне тӗпе хума, иртнине сумлӑн асра тытма, ӗмӗрхи ырӑ-йӑласене чӗртсе тӑратса ҫӗннисем патне ӑнтӑлма вӗренсе пыратпӑр.

Help to translate

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Алюнов ӑна аллинчен тытма тӑчӗ.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Итле: халь тин ӑна, ӳлексе хӗре, тытма кансӗр ӗнтӗ.

Help to translate

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсӗ те, эпӗ те государь-императӑрӑн шанчӑклӑ ҫыннисем, — терӗ вӑл хӑйне урӑхларах тытма шухӑшласа.

Help to translate

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу майӗпен ҫарпуҫӗ пулма хӑнӑхса пычӗ, халиччен анкар тытма, ухӑ пеме пӗлнӗскер, тата хӗҫпе ҫапӑҫма вӗренчӗ, ҫар йӗркине хӑнӑхрӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун алли хӑй вӑхӑтӗнче хӗҫ те тытма пӗлнӗ.

Help to translate

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эх, тӗттӗм мар, халех ярса тытма пулатчӗ те ҫав ку пепкене!

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсӗ, тӑванӑм, ҫав Укаслу ятлӑ турӑ ылханнӑ хӗре Шыври валли арӑм пулма, ӑна хӑй ытамӗнче килентерме, арман пӗви тытма пӗвене пӑрахас тенине манмарӑн пуль те? — Килтеш пуянӗнчен каллех ыйтрӗ Иннокентий пуп.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсӗ тӗрӗс ӑнланнӑ, чиркӳ, таса тӗн икӗ арӑм тытма хушмасть.

Help to translate

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑпӑрккине тытма пӗлмест.

Help to translate

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла вӗсем пӗр-пӗрне ӑнланчӗҫ: ик урари мӑшӑр ҫӑпата пек пӗрле ӗҫлеме, ял халӑхне алӑра тытма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллах, ҫынни вӑл хӑй евӗрлӗскер пулас, сӑмаха кивҫен каймасть, ҫав хушӑрах ҫилӗ тытма та юратмасть пулӗ.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кам? — тетӗп хама лӑпкӑнрах тытма тӑрӑшса.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аванкай хӑй патне кӗртнӗ яшсене Чӑвашстанра мӗншӗн тимӗрҫ лаҫҫисем тытма ирӗк паманни тата тимӗр-тӑмӑрпала суту-илӳ тума чарни ҫинчен каласа панӑранпа виҫӗ кун иртрӗ.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed