Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупас (тĕпĕ: туп) more information about the word form can be found here.
— Эсир каланӑ сӑмахсен шухӑшне тӗрӗс шыраса тупас пулать.

— Надо определить, что вы разумеете…

II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Паянах тупас пулать!

Сегодня же надо найти!

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл пирӗн, ху пӗлетӗн, хупӑ вырӑнта, ӑна ют ҫынсем труках шыраса тупас ҫук!

А он у нас, сам знаешь, в каком закрытом месте, его чужому человеку сразу-то и не найти!

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫав шуйттан мана ӗмӗрте тупас ҫукчӗ, эсӗ вара… —

— Он меня сроду бы не нашел, а ты… —

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Калама ҫук хитре, пӗтӗм Черкесӗпе те ун пеккине шыраса тупас ҫук.

Там такая красавица, что во всей Черкесии такой не сыскать.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ прокурор патне кайма шухӑш тытнӑччӗ, анчах кайран ку шухӑша пӑрахрӑм, малтан сана шыраса тупас терӗм…

Я уже хотел смотаться к прокурору, но раздумал и решил сперва тебя отыскать…

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ун вырӑнне ҫын тупас пулать, — терӗ те Кондратьев хуллен, хӑй лайӑх пӗлекен коммунистсенчен пӗрлехи пухура кама сӗнмеллине аса илсе пычӗ.

И стал припоминать, кого из хорошо известных ему коммунистов можно было бы рекомендовать общему собранию.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫимелӗх те пулин ҫӑкӑр тупас тесе, хресченсем ҫав татӑксем ҫинче пӗр хавассӑр тӑрмашса вӑхӑта сая янине те сахал мар курнӑ вӑл.

Видел он немало и того, что, пытаясь найти хотя бы хлеб на пропитание, крестьяне на этой земле, безрадостно работая, впустую тратили время.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫӗрлех шут тытнӑ вӑл: ҫапӑҫу хирне кайса пӑхас та Андрей виллине шыраса тупас, тенӗ.

Ночью же созрело решение: побывать на поле боя и найти мертвого Андрея.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ку йӗксӗке йӗрлесе тупас пулать…

Надо будет эту гадину выследить…

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Мӗншӗн тупас мар…

— Почему же не найти…

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тупсӑмне тупас пулать, ун патне тӗрӗс ҫулпа пырас пулать, тухать-и, тухмасть-и тесе тӗрлӗ еннелле пӑрӑнас пулмасть, хатӗрри ҫумне те ҫыпҫӑнма кирлӗ мар.

Надо решение найти, нужно я нему правильным путем добираться, а не тыкаться в разные стороны, где выйдет, да не подлаживаться под готовенькое.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тӳррипе каласан, ун планне тума пайтах чӑтӑмлӑх кирлӗ ӗнтӗ, анчах капла тусан чӗркӗмӗл тупас ыйтӑва часах татса пама пулать.

Это требовало, правда, большой стойкости, но зато сулило необыкновенно простое решение ртутного вопроса.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Кӑна никам та тупас ҫук, — лӑплантарчӗ ӑна Ваня.

— Это никто не решит, — утешил его Ваня.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ӗмӗрне те тупас ҫук.

Ни в жизнь не отгадаешь!

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пӗррехинче вӑрттӑн кӗмелли алӑк умӗнче вӑл ун пирки хӑй шухӑшне аванах уҫса панӑ: — Еркӗнсем тупас ҫук-тӑк, мӗн-ма килес вара Шанхая? — тенӗ.

Однажды у ворот черного хода она высказала свои убеждения по этому вопросу: — Если не заводить любовников, тогда зачем же приезжать в Шанхай?

А-Цзинь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 162–169 стр.

 — Вӑл пӑшалне илчӗ те, ҫакна пурне те лайӑхрах сӳтсе явас та ырлӑх тума май тупас тесе килне часрах таврӑнма шут тытса, чӑтлӑхран тухрӗ.

Он взял ружье и с намерением скорее вернуться домой, чтобы обдумать все это и найти случай сделать добро, вышел из чащи.

XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ҫав телее эгоистла шырасан, урӑхла каласан, хӑвна валли пуянлӑх, чап, пурнӑҫри ҫӑмӑллӑхсене, юрату шырасан, пулма пултарать, лару-тӑру ҫавнашкал килсе тухӗ — ҫав шухӑш-ӗмӗтсене пурнӑҫлама та май пулӗ апла пулсан, телей тупас тивӗҫ мар, ҫав ӗмӗтсем саккунсӑр.

Удовлетворяя ее эгоистически, то есть отыскивая для себя богатства, славы, удобств жизни, любви, может случиться, что обстоятельства так сложатся, что невозможно будет удовлетворить этим желаниям. Следовательно, эти желания незаконны, а не потребность счастия незаконна.

XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Эрне каланӑ сухаллӑ шурӑ «этемсене» шыраса тупас килекен пулчӗ.

Захотелось разыскать там тех белых «бородатых человеков», о которых говорил Пятница.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ унта хама кирлӗ япаласем тупас пирки иккӗленмерӗм.

Я не сомневался, что найду там немало полезных вещей, которые могут мне пригодиться.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed