Шырав
Шырав ĕçĕ:
Голландире, Англире, Францире Петр хатӗр фрегатсем, галерӑсем илнӗ, опытлӑ матроссемпе шкиперсене тара тытнӑ.
Вырӑс флочӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Сновь юхан-шывӗн улӑхӗнче, ҫӑра хӑмӑшпа тата хӑяхпа витӗнсе ларнӑ пӗчӗк кӳлӗсем хушшинче, Милорадович княгиня Сновск ялӗ ҫумӗнче сарӑлса выртакан хӑйӗн тулӑх ҫаранӗсене, пулӑ тытмалли тата сунара каймалли вырӑнӗсене сыхлама Кавказран илсе килсе тара тытнӑ горецсем юланутпа ҫӳренӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
1905-мӗш ҫулхи революци хыҫҫӑн Чернигов губернинчи помещиксем хӑйсене сыхлама хӗҫпӑшаллӑ хурал тара тытнӑ.После революции 1905 года черниговские помещики обзавелись вооруженной охраной.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Пит ҫинчи тара сӑмса тутрипе типӗте-типӗте шӑлаҫҫӗ.Пот с лица вытирают носовым платком, слегка прикладывая его к лицу.
Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Машинӑпа ҫыхнӑ (трикотаж) ахаль тумтир ӳт ҫине тухнӑ тара хӑй ӑшне пуҫтарса илет, ӳте «сывлама» май парать, ҫавӑн пекех ӳт температурине пӗр пек тытса тӑрать.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ӗҫлесе тара ӳкнӗ кил хуҫи ҫурчӗ еннелле кӗтмен ҫӗртен тенӗ пек куҫ хыврӗ, ҫав самантрах сехри хӑпса тухрӗ:Когда взмокший от пота хозяин глянул в сторону своего жилища, так и ахнул:
XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Куҫсене сӑркӑт пичечӗсем ҫине чалӑшшӑн хӗссе, ҫӗр каҫичченех калаҫаттӑн Ромма Яко6сон ҫинчен, Кулӑшла тара ӳкеттӗн сӑвӑсем вӗренсе.Глаз кося в печати сургуча, напролет болтал о Ромке Якобсоне и смешно потел, стихи уча.
Нетте юлташа — пӑрахута-этеме // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 50–53 с.
Кун пек инкек курнӑ чух тара кӗрӗшсе тытмашкӑн меллӗрех, хакӗшӗн пит чакалашса тӑмаҫҫӗ.В таком положении договориться будет легко, торговаться долго не станут…
II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫавӑн пек, Шерккей те, вуникӗ платник тара тытса, вуник алӑклӑ кӗлет лартса ярӗин?Может, и Шерккею нанять двенадцать плотников и заказать двенадцатидверный амбар?
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пирӗн умра ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиччен пылчӑкланса пӗтнӗ, ҫӳҫне тустарнӑ, чупса ҫӳренипе йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ Шура тӑрать.Шура стоял перед нами с головы до ног перемазанный в глине, взлохмаченный, потный от беготни.
Ҫӗнӗ пальто // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Тара ӳксе хӑшкӑлнӑ ҫынсем пурана салата пуҫларӗҫ, пакурсемпе пӗрене турта-турта ишеҫҫӗ.Взмокшие и перепачканные люди принялись раскатывать баграми бревна.
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кантюк тара ӳкнӗ ҫамкине шалпар ҫаннипе шӑлса илчӗ, ларкӑч ҫине хӑпарса ларчӗ, унтан, аллине ҫӳлелле ҫӗклесе, тилхепинчен туртрӗ.А Кандюк утер вспотевший лоб рукавом и, вспрыгнув в тарантас, уселся на облучок, натянул вожжи.
XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Элентей тем пӑшӑхнӑ, тара ӳкнӗ, сывласса та пашкаса сывлать.
XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ, варланса пӗтнӗскерсем, вӗсем ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлерӗҫ, нумай вӑхӑт выртнипе пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ чулсене ватрӗҫ, хӑйпӑта-хӑйпӑта ывӑтрӗҫ.
22. Ҫӑлӑнӑҫ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Пӗр икӗ ҫухрӑма яхӑн кайсан кӗсменҫӗсем Данилов командипе кӗсменӗсене ҫӗклерӗҫ те, йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ пуҫӗсенчен ҫӗлӗкӗсене хывса хучӗҫ.Отъехав версты две, гребцы, по команде Данилова, подняли весла и сняли шапки с вспотевших голов.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тёма тара панӑ картишне тухать, ӑпӑр-тапӑр куписем хушшипе иртнӗ май, ача-пӑчасен ушкӑнне шырать.Тёма идет на наемный двор, пробирается между кучами и ищет глазами ватагу.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Уҫса пӑрахнӑ хапха витӗр тара панӑ картишӗ, тӗрлӗрен купасем, ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса ларнӑ пӳртсем курӑнса кайрӗҫ, масар хӳми те кӑштах вӗлтлетсе иртрӗ.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тара панӑ картишӗнчен мӗнпур ача-пӑча тухнӑ.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тёма тара панӑ картишне кайса килме ыйтрӗ.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тёма тӗлӗнчӗ: Аглаида Васильевна ку истори ҫине пӗтӗ ҫемҫен пӑхрӗ, Тёмӑран сӑмах ҫеҫ илчӗ вӑл: малашне Тёма амӑшне яланах тӗрӗссипе каласа патӑр, унсӑрӑн, тара панӑ картиш хапхи те Тёмӑшӑн яланлӑхах питӗрӗнсе ларӗ.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.