Шырав
Шырав ĕçĕ:
42. Арӑмсем, пилӗкне хӑмӑш пиҫиххи ҫыхса, урамра ҫу йывӑҫӗн вӑррине ҫунтарса тӗтӗрсе лараҫҫӗ.42. Женщины, обвязавшись тростниковым поясом, сидят на улицах, сожигая курение из оливковых зерен.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара ырӑ шӑршӑ вырӑнне усал шӑршӑ пулӗ, пиҫиххи вырӑнне — кантра, кӑтралатнӑ ҫӳҫ вырӑнне — кукша, сарлака юпӑнчӑ вырӑнне — ансӑр шӑлапир тум, илем вырӑнне кӗлеме пулӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн тесессӗн этем хӑйӗн ӗмӗрхи ҫуртне каять, ӗнтӗ урамра ӑна хӳхлекен хӗрарӑмсем сырса илме хатӗр; 6. халлӗхе кӗмӗл сӑнчӑр татӑлман-ха, ылтӑн пиҫиххи татӑлман, ҫӑлкуҫӗ патӗнче кӑкшӑм ҫӗмӗрӗлсе арканман, пусӑ шӑлтӑрми йӑтӑнса анман.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Патшасенчен чап ҫыххине салтса илет, вӗсенӗн пилӗкне пиҫиххи ҫыхса ярать; 19. священникӗсене ҫаруран ҫӳретет, паттӑрсене ураран ӳкерет; 20. вирлӗ чӗлхеллисенӗн чӗлхине ҫӗтерет, ватӑсене тӗлсӗр калаҫтарать; 21. чаплисене намӑспа хуплать, хӑватлисене вӑйран сулӑнтарать; 22. Вӑл шалтине, сӗмлӗхрине курса тӑрать, вилӗм ӗмӗлкине ҫутӑ ҫӗре кӑларать; 23. халӑхсене ӗрчетет те, вӗсене пӗтерет те; халӑхсене салатать те, вӗсене пуҫтарать те; 24. ҫӗр ҫинчи халӑх пуҫлӑхӗсене ӑссӑра кӑларать, вӗсене пушхирте ҫулсӑр-йӗрсӗр аташса ҫӳреме хӑварать: 25. вӗсем тӗттӗмре ҫутӑсӑр, алӑ сӗмӗпе ҫӳреҫҫӗ, ӳсӗр пек сулӑна-сулӑна каяҫҫӗ.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Моав ҫыннисем, хӑйсене хирӗҫ патшасем вӑрҫӑпа килнине пӗлсессӗн, пӗтӗм халӑха — пиҫиххи ҫыхса ҫӳрекенсемпе вӗсенчен аслӑраххисене — пӗтӗмпех пуҫтарнӑ та чикӗ хӗррине тухса тӑнӑ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Лешӗсем ӑна каланӑ: ҫынни темӗскерле ҫӑмлӑ тумтирпе, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ, тенӗ.8. Они сказали ему: человек тот весь в волосах и кожаным поясом подпоясан по чреслам своим.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иоав ҫак хыпара пӗлтернӗ ҫынна каланӑ: ху курнӑ, ху мӗншӗн-ха вара ӑна вӗлермерӗн? эпӗ сана вунӑ сикль кӗмӗл тата пиҫиххи панӑ пулӑттӑм, тенӗ.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ааронӑн сӑваплӑ вырӑна акӑ мӗн илсе кӗмелле: ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӑру, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн така; 4. унӑн йӗтӗнрен тунӑ таса хитон тӑхӑнмалла, аялтан тӑхӑнмалли кӗпи те йӗтӗн пултӑр, пилӗкне йӗтӗн пиҫиххи ҫыхтӑр, йӗтӗн кидар тӑхӑнтӑр: ку — тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ тумтир; вӑл ӳтне шывпа ҫутӑр та ҫавна тӑхӑнтӑр; 5. Израиль ывӑлӗсен халӑхӗнчен ҫылӑх парни кӳмешкӗн [качака кӗтӗвӗнчен] икӗ качака таки тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр сурӑх таки илтӗр.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Унтан Моисей Аарон ывӑлӗсене илсе пынӑ та, хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, вӗсене хитон тӑхӑнтартнӑ, пиҫиххи ҫыхтарнӑ, пуҫӗсене кидар тӑхӑнтартнӑ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унӑн ывӑлӗсене те илсе пыр, вӗсене те хитон тӑхӑнтарт; 9. вӗсене, Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, пиҫиххи ҫыхса яр, пуҫ ҫыххийӗсем ҫых, вара йӗрке тӑрӑх священник пуласси ӗмӗрех вӗсене пулӗ; ҫапла Ааронпа унӑн ывӑлӗсен аллине тултар.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара [сӑваплӑ] тумтирсем илсе, Аарона хитонпа ҫиелти риза, ефодпа кӑкӑрлӑх тӑхӑнтарт, ефод ҫинчен пиҫиххи ҫыхса яр; 6. пуҫне кидар тӑхӑнтарт, кидарӗ ҫине тасалӑх тивлетне кӑтартакан ҫутанкка ҫыпӑҫтар; 7. унтан сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ ил те унӑн пуҫӗ ҫине юхтар, ӑна ҫу сӗр.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Тата виссонран хитон ту, виссонранах кидар ту тата эрешлӗ пиҫиххи ту.39. И сделай хитон из виссона и кидар из виссона и сделай пояс узорчатой работы.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем тумалли тумтирсем акӑ ҫаксем: кӑкӑрлӑх, ефод#, ҫиелти риза, тӑваткал куҫлӑ хитон#, кидар# тата пиҫиххи.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кивӗ брезент плащ тӑхӑннӑ, хӗрлӗ пусмаран ҫӗленӗ пушшех те кивӗрех пиҫиххи ҫыхнӑ Ҫӑрттан мучи, шӑннипе кӳтсе кайнӑскер, хӑйне кура мар вӑрахчен ним чӗнмесӗр ларчӗ, ахаль те шухӑ чупакан ӑйӑрсене хӑваласа, чӑпӑрккипе хӑмсаркаларӗ, тутине шӑхӑрттарса чаплаттара-чаплаттара илчӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.