Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартса (тĕпĕ: ларт) more information about the word form can be found here.
Лупас айне лартса йӑвин шӑтӑкне уҫсанах Квикка пӗр чӗппине ҫӗклесе вӑрмана тарма хӑтланчӗ; юрать-ха, пирӗнпе пӗрле Палюк мучи пычӗ те, Квиккана хӑй патне астарса илсе тытрӗ, вара уринчен, ыраттармалла мар ҫыхса ҫинҫе кантӑрапа йӑви патне кӑкартӑмӑр.

Help to translate

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Кашни шӑтӑка икшерӗн лартса тухнӑ ҫӑкасен вуллисем те тап-таса, турачӗсемпе ҫулҫисем пӗр ҫӑканни пек тирпейлӗ те чӑмӑркка ӳсеҫҫӗ.

Help to translate

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Ҫӗр аллӑ шӑтӑка икшерӗн лартса тухнӑ виҫ ҫӗр ҫӑкана тӗттӗм пуличчен шӑварса киле таврӑнма шӑпах ӗлкӗретпӗр.

Help to translate

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Утарта ӗҫлеме тытӑннӑранпа Палюк мучи кунта малтанах пулнӑ йывӑҫсене сыхласа хӑварчӗ кӑна мар, ҫӗнӗрен хӑй тем чухлӗ лартса ӳстерчӗ, халиччен пурӑнман кайӑксене явӑҫтарчӗ.

Help to translate

Утарта // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49 с.

Ахаль те тайӑлнӑ йӑмрана пысӑк тымарӗсене татсан ӳкесрен юпасем лартса вӗренсемпе кӑкартӑмӑр.

Help to translate

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Эпир ҫав кунах кашни тӑватшар «кӗрепле» туса тепӗр ирхине ирех кантӑр уйне лартса тухрӑмӑр.

Help to translate

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Чее тата хӑй: ҫерҫие эс кӑсӑяна тытнӑ пек тапӑ лартса часах тытаймӑн.

Help to translate

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

«Градусник лартса пӑхас!» — шухӑш пырса кӗчӗ мана.

Help to translate

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Шӑнкӑрчсен тухса ӳкнӗ йӑвине эпӗ каллех вӗлле ӑшне хутӑм, тӗпне ҫапса юсарӑм та, чӗпписене те шала лартса, вӗллене тепӗр хут йӑмра ҫине, малтанхи вырӑна улӑхса ҫыхрӑм.

Help to translate

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Чӑнах иккен, леш «тискер» этемӗ кӑткӑсене тытма кӑткӑ йӑвисем ӑшне виҫшер-тӑватшар пушӑ бутылкӑсем лартса тухнӑ; бутылкӑ тутине тутлӑ ҫимӗҫпе сӗрнӗ пулмалла, кӑткисем пырса сырӑнаҫҫӗ те шала, бутылкӑ ӑшне, ӳкеҫҫӗ, каялла тухаймаҫҫӗ.

Help to translate

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

— Кайӑксене тытма темӗн тӗрлӗ ҫатӑркасем лартса тултарнӑ, — терӗҫ хайхи туссем пӗрин хыҫҫӑн тепри.

Help to translate

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Вӑрмана каятпӑр та кашни ҫул юппине юпа лартса ҫапса тухатпӑр, — пӗр харӑс каласа хучӗҫ хайхи туссем.

Help to translate

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Кам лартса ӳстерме пултарнӑ?..

Help to translate

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

— Ҫавӑн пек ӗҫе тухсан сана кашни кунах лартса таврӑнмалла та… — кулса илчӗ бригадир.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

— Эй, бригадир — илтрӗ вӑл лашине кӳлсе тӑратсан, — эс мана лартса каятӑн-и, ҫук-и?

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Елюк картишне кӗчӗ те, ашшӗсене вӑратас мар тесе, парне аттине лаҫҫа лартса хӑварчӗ, хӑй каллех урама тухрӗ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫынсемпе те ӑшшӑн калаҫать, мотоциклне тӑратсах колхозниксене ҫеҫ мар, ача-пӑчана та лартса каять.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Вӑл ӗне умне лартса панӑ посыпка витрине илчӗ.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пӗрре пулсан хӑть… колхоз та часах ҫурт лартса памалла.

Help to translate

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Эпӗ поселок пулнӑ вырӑна ҫичӗ гектар ҫине пин ҫурӑ кӑк ытла йывӑҫ лартса вӑрман турӑм.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed