Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайрӗҫ (тĕпĕ: кай) more information about the word form can be found here.
Ак ӗнтӗ ҫаксен пичӗ-куҫӗсенчен мухмӑр сӳрӗклӗхӗ, мӑранлӑхӗ самантрах пӑсланса, ситреленсе ҫухалчӗ, чӗлхисем сулчӑ ҫыхнӑ михӗ ҫакки пекех салтӑнса кайрӗҫ: иртнисенче тем пылаккисене аса илсе (вӗсем Ҫӗнӗ ҫула, хӑйсем чакӑлтаташле, «сысна лупашкинче» — темле ҫурт путвалӗнче, слесарьсен пӳлӗмӗнче, — кӗтсе илсе «салютланӑ» иккен), пуҫларӗҫ ихӗлтетме, чӑхлатма, лахлатма…

Help to translate

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Кил-тӗрӗшре арҫын ӗҫӗсем йышланса кайрӗҫ те, ҫула май тата кампа та пулин пулӑшма калаҫса татӑлма пулмӗ-ши тетӗп.

Help to translate

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ы-ы-ы-ы-ых! — асар-писер ҫил-тӑвӑллӑн шавласа кайрӗҫ тарӑху, тавӑру вучӗпе ҫулӑмланса илнӗ ҫынсем, унтан вӗсем, алӑ чӑмӑрӗсене вӑнк та вӑнк ирӗке яркаласа, Сталина сӑмахпа хытӑрлама, ятлама, йӳҫек айӑплав сӑмахӗсем хыптарма тытӑнчӗҫ:

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Сасартӑк Полбутылкин-ҫур кӗленче пат шӑпланчӗ, ҫамки ҫине вӗтӗ, сив тар тапса тухрӗ, пуҫлӑх ҫинче ҫивӗчлетнӗ куҫӗсем кӗҫ-вӗҫ сиксе тухасла чарӑлса кайрӗҫ, тути хӗррисем пӗрре шуралчӗҫ, тепре кӑвакарчӗҫ, мӑкӑльт-мӑкӑльт турӗҫ.

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

«Выляма та ӑс кирлӗ ҫав!» — сасартӑках чӗлхе вӗҫӗнчен вӗҫерӗнсе вӗҫсе кайрӗҫ чун-чӗреренех пиҫсе тухнӑ сӑмахсем ҫак вӑхӑтра.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Кӗҫех вӑшӑл-вӑшӑл хӑвалӑха кунта иленнӗ яланхи вӗтӗ кайӑксем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пӑрр! пӑрр! е вӗлтӗр-вӗлтӗр-вӗлтӗр вӗҫсе-ярӑнса таврӑнни курӑнчӗ, тепӗртакран вӗсен чун уҫҫи кӗмӗл, чӗвӗл-чӗвӗл сассисем те илтӗнсе кайрӗҫ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

«Ҫутҫанталӑка чамасӑр юратакансем», ҫутҫанталӑкӑн ӑнсӑртран кӗмсӗрт сас-чӗвӗпе ӑс-тӑнран та, кӑмӑл-туйӑмран та чӑлханса ӳкнӗскерсем, пӗр авӑк чӗрӗп пек пуҫтарӑнса, ҫӑварӗсене шыв сыпса ларчӗҫ, унтан пуҫӗсене сасӑ илтӗннӗ еннелле палт ҫавӑрса куҫӗсене умалла сиктерчӗҫ те шанках хытса кайрӗҫ — хӑвалӑхран катрашкаллӑ, ҫивӗч вӗҫлӗ икӗ кӗрӗс-мерӗс мӑйрака кӑнтарӑнса тӑрать.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Куҫӗ тӗтреленсе килчӗ, шыв кукрине тухса, йӳлекеленчӗ, пӳлӗмри япаласем пурте харӑсах хускалса кайрӗҫ; чӳречепе сӗтел, ытамлашса, ярӑна-ярӑна, ҫаврӑм хыҫҫӑн ҫаврӑм туса, вальс илтереҫҫӗ; пуканпа шкап та пӗр-пӗринпе тута туса, сас-чӳ кӑлармасӑр карусель ҫаврӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пассажирсенчен хӑшӗ-пӗри ҫакна шӑлне ҫыртса чӑтса ирттерчӗ, теприсем айлатса илчӗҫ, чӑтӑмсӑррисем, шофера вутӑ турттараканпа танлаштарса, шӑртланса кайрӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хӑйсен «пиҫсе тухнӑ кукӑлӗсене» — кондицие лартнӑ сочиненийӗсене — пире парса хӑварса, экзамен тытакансем перин хыҫҫӑн тепри класран тухса кайрӗҫ, анчах эпир, экзамен тыттаракансем, Бодров Аркадие ҫаплах экзамена кӗтсе илеймерӗмӗр.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн пухӑннисем, хӑйсене ултавҫӑсем ирӗксӗрлесех ҫара пакка лартса хӑварасса ӑнкарса, тӗлкӗшекен вут ҫине чашт! чашлаттарнӑ кашӑк бензин пек, палл! ҫулӑмланса кайрӗҫ:

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Халӗ ӗнтӗ марш кӗвви те, ҫынсен ӑшчике хускатакан янӑравлӑ калаҫӑвӗ те, шӳчӗ те, юрри те, макӑрни те — пурте пӗр-пӗринпе хутӑшса кайрӗҫ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кнутов ӑшчиккинче хайхи леш хура йытӑ — Дружок «юлташӗ» — тулхӑрса илчӗ тейӗн: шакмакрах куҫӗсем пӑхма хӑрушӑ урмӑшса кайрӗҫ, вӗсенче каллех сивӗ те чӑрсӑр хӗлхем ҫиҫӗмленсе илчӗ, ҫӑра ҫӑмпа витӗннӗ сарлака кӑкӑрне тимӗрҫӗ вӗркӗчи пек талпӑнтара-талпӑнтара, вӑл, кӑтӑрса кайнӑскер, сассине ҫилӗллӗн хӑпартса, калаҫӑва чурӑссӑн туртса илчӗ:

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сасартӑках ун куҫӗсем, юнӑхса, йӑлт-ялт ҫиҫсе илчӗҫ те ҫӑткӑн кашкӑрӑнни пек тискерленсе, урмӑшса кайрӗҫ:

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ку хутӗнче манӑн ҫилле нехекренех шалти усал ӗрӗхтерсе ячӗ тейӗн: сӑмахӑмсем кӑнттамраххӑн, сивӗнреххӗн пӗрхӗнсе кайрӗҫ:

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Аэропортран хулана пире, сывлӑш пассажирӗсене, ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ капмар та таса, ҫутӑ та хӑтлӑ («лаши» те юставлӑ, «урапи» те пуставлӑ) автобуспа илсе кайрӗҫ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Конверта сӳтсен, ҫырӑвӑн пӗрремӗш йӗркинчех: «Сывӑ-и, Павӑл? Ку ҫырӑва Лена ҫырать-ха», — курӑнса кайрӗҫ сӑмахсем.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ак ӗнтӗ вӗсем, куҫсем, ҫавракалансах пысӑкланса кайрӗҫ, хӗрарӑм сӑн-питӗнче самантрах ӑшӑ, кӑсӑклӑ кулӑ та ҫеҫке ҫурчӗ: вӑтӑр ҫулхи ҫырӑ, кӗрнеклӗ арҫын арӑм тума хӗр е хӗрарӑм шырать; пӳ ҫӳллӗшӗ ҫӗр утмӑл сантиметр та пӗр миллиметр; ялта пурӑнать.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Самант — Пурис, шыва ча-а-алт! сирпӗтсе, эрех кӗленчисемпе чӑнкӑл-чанкӑл чанкӑлтаттарса илсе, шӑп юхан шыв варрине персе анчӗ, урисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӑра йӑлхана пакӑлчак таран лӑпӑш путса анса кайрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр пат чарӑнчӗ те, йӗнчесе, шалкӑм ҫапнӑ пек, шанк хытса тӑчӗ, чӗри шатӑр-шатӑр сиввӗн пӑчӑртанса-хӗсӗнсе илчӗ, чӗрен ҫыххи татӑлсах кайрӗ, тейӗн, куҫӗ тӗтреленсе килчӗ, урисем, ваткӑланса, лӗнчӗрех кайрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed