Шырав
Шырав ĕçĕ:
Златоцветпа упа ҫырлине сулахай аллупа пух.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Хӗрсе кайнӑран ыратнине туймасӑр — ишевҫӗ сусӑрланнӑ сулахай алли ҫине чӗмсӗррӗн пӑха-пӑха ишет, кӗсмен тӑрӑх йӑрлатса юн юхса анчӗ, — шыва тумлать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Ҫак самантран тата хыпаланарах авӑсма пикенчӗ, хӑратакан лаптӑкран сулахай ҫыран хӳтлӗхне каҫнӑпа пӗрехчӗ — анчах тепӗр пуля кӗсмен тӗревӗнчен ҫапӑнчӗ те кача пӳрнине касса татрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Вӑл вырӑнта картах сикрӗ, унтан лӑпланчӗ, асӑрханса пуҫне усрӗ; сулахай куҫӗ тискеррӗн чалӑшрӗ.Она скакнула на месте, потом замерла, настороженно опустив голову; левый глаз дико косил.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Хӑй туймасӑрах — хыттӑн сиксе тапакан чӗри тӗлӗнчен сулахай аллипе тытнӑ, сылтӑмми пархӑт куртка кӗсйинче чӗтре-чӗтре хускалать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
— Пуҫламӑшӗнче… — Нэф сулахай ҫаннине тавӑрчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Унран ҫӗлене илчӗ те унпа хӑйӗн сулахай аллине явакларӗ — хӑйне евӗрлӗ сулӑ…Взяв у него змею, она обвила ею свою левую руку, отчего получилось подобие браслета.
Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.
Сулахай енче, кӑкӑрӗ тӗлӗнчех, шуранка ӳчӗ ҫинче юхан-суранлӑ, нӗрсӗр шыҫӑ тӑртаннӑ.Выше левого соска, на побелевшей коже торчала язвенная, безобразная опухоль.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Энниок ӑна хирӗҫ вырнаҫрӗ; сулахай аллипе стакан тытса сылтӑммипе карт тӗркине уҫрӗ.Энниок сел против него; держа стакан в левой руке, он правой распечатал колоду.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Шалтах тӗлӗннӗ Мард сулахай пит ҫӑмартине хыҫса шавлӑн, ассӑн сывласа эхлетрӗ, ӑна халхав хумхантарать.Изумленный Мард почесал левую щеку и шумно вздохнул; тревога всколыхнула его.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Мард капитан сулахай куҫне пачах хупрӗ, ҫавна пула сылтӑмми тӳсмелле мар йӗрӗнсе пӑхать.Капитан Мард совершенно закрыл левый глаз, отчего правый стал невыносимо презрительным.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Энниок пӗкӗрӗлчӗ, сулахай аллин пӳрнисемпе пуставран тӗревленчӗ, кие антарчӗ те тӗллерӗ.Энниок согнулся, уперся пальцами левой руки в сукно, опустил кий и прицелился.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Енчен те вун пилӗк минутран сакӑр пӑшала сулахай енчен, иллюминатор тӗлӗнчен, бортран пӑрахмасан — шыва миҫе ӳкни мана курӑнмалла пултӑр тата шутлама май килтӗр, — енчен те ҫакӑн хыҫҫӑн эсир шлюпкӑна пӗр ҫын юлмиччен ларса ҫыран патнелле акулӑлла хӑвӑрт ишсе ҫухалмасан — ҫыран, сӑмах май, горизонтра лайӑх курӑнать, — эпӗ, Стерс капитан, хамӑн сӑмаха нихӑҫан та улӑштарманскер, шӑп та лӑп иккӗ иртни ҫирӗм пилӗк минутра тара пульӑпа хаплаттаратӑп, хамӑра та, сире те шыв тӗпне ӑсататӑп.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
«…тата Нок, ҫирӗм пилӗк ҫулта, вӑтам пӳллӗ, тӳрӗ, ҫирӗп кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ кӑтрарах, хӗрлӗрех, куҫӗсем хӑмӑр; кӗре питлӗ, сулахай хӑлхи айӗнче пысӑк тур палли — пӑрҫа пысӑкӑшскер; алли-ури пӗчӗк; куҫ харшисем кӗске; урӑх паллӑ ҫук.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Пӑшал пульли персе шӑтарнӑ мӑйӗ хура-хӗрлӗ хӑмпӑсемпе шыҫса мӑкӑрӑлнӑ; сулахай хӗсӗк куҫӗ тӗксӗм шурӑ; агони авса кукӑртнӑ пӳрнисен шӑмми сикнӗ тейӗн.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Халӗ вӑл ҫыран енчен йӑтӑна-йӑтӑна килет; айккинчен питех те хытӑ лӑсканипе Аян кимми пушӑ михӗлле куҫкалать, унталла-кунталла силленет, сулахай бортпа, унтан сылтӑммипе тайӑлать, ҫакӑн чухне кӗсменсенчен пӗрин е теприн сывлӑша хевтесӗррӗн ҫапнипех ҫырлахма тивет.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Халӗ пурин ӗренки те малтанхиех, авӑснӑ май кӗсмен чӗриклетет, сулахай ҫыранран ӑшӑ сывлӑш киле-киле ҫапать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
— Э-э… вӑл сирӗн сулахай ал тупанӗнче…
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
1) Манӑн хамӑн укҫана, тӑхӑр ҫӗр утмӑл ылтӑн фунта, вӑл сӗтелӗн хыҫалти сулахай ури айӗнче, хӑмана ҫӗклесен, — пурне те, никама сиктерсе хӑвармасӑр, пӗр тан валеҫсе памалла».
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Вараланчӑк хут татки чӑштӑртатса илчӗ; кунсӑр пуҫне штурман сулахай аллипе темӗн ҫатӑрласа тытнӑ пулас, ӑна, ахӑртнех, пакетран кӑларнӑ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.