Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аттене (тĕпĕ: атте) more information about the word form can be found here.
Эпир Иеротей аттене ытла та сахал пӗлнӗ ҫав.

Как мало мы знали отца Иеротея!

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ай, эс, путсӗрскер, мӗншӗн аттене сухари тума чуста ҫӑрать тесе каласа кӑтартрӑн?

— Ах ты, негодяй, зачем ты сказал отцу, что я мешу тесто для сухарей?

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Учитель, ман аттене хӑшӗ вӗлерчӗ? — ыйтрӗ Данаил, пытанса тӑнӑ ҫӗртен чи малтан тухса.

— Учитель, кто из них убил моего отца? — спросил Данаил, первым выскочив из засады.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Шухӑшлаймастӑп та эпӗ, аттене унта мӗн тунине курмалла.

— Не могу я думать, надо посмотреть, что они там делают с отцом!

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакна та калас эппин, хам пулсан, сана мӑнастире илмен пулӑттӑм, турра ӗненместӗн эс, тем курса тӑрасси пулӗ, Иеротей аттене те турра ӗненме пӑрахтарнӑ пулӑттӑн, — шӳтлесе каларӗ игумен.

К тому же я бы тебя и не принял в свой монастырь, — ты такой безбожник, что, чего доброго, заразишь неверием самого отца Иеротея, — пошутил игумен.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ха-ха-ха!.. — ахӑлтатрӗ вӑл пилӗкӗнчен тытӑнса, ҫак мӑнтӑр Гедеон аттене пӑхнӑ май.

— Ха-ха-ха!.. — неудержимо хохотал он, хватаясь за бока и глядя на тучного отца Гедеона.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эп итлемӗп аттене, Савӑнтарӑп савнине.

Я не слушаю отца, Распотешу молодца.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Каласа парӑр хӑвӑр вӑрттӑнлӑхӑра, Чарли; кунтан аттене илтӗнмест.

— Говорите ваш секрет, Чарли; отсюда папа не будет слышно.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анне аттене кӑшкӑрать: мӗн тӑратӑн эсӗ, ҫапса кӑлар чӳречене! — тет — чӳречене ҫапса кӑлараҫҫӗ те кураҫҫӗ: эпӗ туалет патӗнче ларатӑп, пуҫа туалет ҫине хунӑ, пите алӑсемпе хупланӑ.

Маменька кричит на папеньку: что ты стоишь, выбей окно! — выбили окно, и видят: я сижу у туалета и опустила голову на туалет, а лицо закрыла руками.

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ман гимназирен вӗренсе тухасси нумай юлманччӗ; эпӗ аттене тилмӗрме пуҫларӑм, чиновнике ӗҫлеме яриччен Медицина академине яр, терӗм.

Я стал оканчивать курс в гимназии; убедил отца отпустить меня в Медицинскую академию, вместо того чтобы определять в чиновники.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Паянхи кунчченех ӑна ырӑ сӑмахпа асӑнатӑп, тӳррипе каласан, хамӑн пӗлӳсемшӗн, хам ҫапла пулнишӗн кама ытларах тав тумаллине те пӗлместӗп эпӗ: те вилнӗ аттене ӗнтӗ, те ӑна, хам комиссара.

До нынешних дней вспоминаю его добрым словом и, по совести говоря, еще не знаю, кому я больше обязан своими знаниями и воспитанием: то ли покойному родителю, то ли ему, моему комиссару.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аттене пытартӑмӑр.

— Похоронили отца.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ҫӗрле аттене кӗл турӗ, анчах мӗн тери тӗлӗнмелле ҫирӗп ҫын пулнӑ вӑл!

В ночь он его пособоровал, но до чего же ужасный крепкий человек был!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анне аттене хулран тытса илсе тухрӗ.

Мать вывела отца под руку.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аттене вӑл нумайччен намӑслантарчӗ, ӳкӗтлерӗ, атте нимӗн те шарламасть, унтан калать:

Долго он отца совестил и уговаривал, отец все молчал, а потом сказал:

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ирхине аттене киле ҫӗклесе пырсан, вӑл тӑна кӗменччӗ-ха, хӑй, чугун пек, хуп-хура.

Когда утром отца принесли домой, он был ишо без памяти и весь черный, как чугун.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Виҫҫӗшӗ вӗсем аттене ҫырмара сыхласа тӑрса тытнӑ…

Втроем они ночью подкараулили на речке отца…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл аттене пӗччен тапӑнма хӑранӑ: атте ҫӳлӗ мар, анчах акӑш-макӑш вӑйлӑ ҫын пулнӑ.

Один на один он с отцом побоялся сходиться: отец был ростом небольшой, но ужасно сильный.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аттене — мӗн?

А отцу — что?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Манӑн аттене, заводра забастовка тунӑ хыҫҫӑн, ӗҫрен кӑларса пӑрахрӗҫ, ӗмӗрлӗхех Ҫӗпӗре ячӗҫ…

Моего отца уволили после забастовки с завода, сослали в Сибирь…

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed