Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килет (тĕпĕ: кил) more information about the word form can be found here.
— Питӗ вырӑнлӑ каларӑр, — терӗ ӑна хирӗҫ Паганель, — вӑл пӗтӗмпех ҫакӑн пек геометриллӗ теоремӑран тухса тӑрать: икӗ утрав виҫҫӗмӗшне мая килет пулсан, вара вӗсем иккӗшӗ те пӗр пек пулаҫҫӗ.

— Совершенно справедливое замечание, — отозвался Паганель, — оно целиком вытекает из геометрической теоремы: два острова, подобные третьему, подобны и между собой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах кимӗ пӗрмай ҫывхарса килет, ҫак иллюзи хӑйне-хӑех сапаланса пӗтрӗ.

Но шлюпка все приближалась, и эта иллюзия рассеялась сама собой.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ах, епле манӑн халех борт ҫинче пулас килет! — тесе ячӗ Гленарван.

— Ах, как мне хочется уже быть на борту! — воскликнул Гленарван.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑйӑрлӑ тинӗс тӗпӗ таҫтанах ӑшӑкланса килет.

Берег представлял собой песчаные отмели, далеко вдававшиеся в море.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак смерч питӗ хӑвӑрт ҫывхарса килет.

Этот смерч приближался с огромной скоростью.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑшчике астарнипе кӑна хӑрушлӑха сирсе яма май килет пулсан та, эпӗ ҫакӑншӑн кӑна ӑш-чике пӑтратнӑ пулӑттӑм.

Если бы беспокойство могло предотвратить опасность, меня беспокоило бы только это.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах вӑйлӑ ҫумӑр урнӑ тӑвӑлпа ҫывхарса килет пулсан, этемӗн чӗринче, вӑл мӗнле тӗреклӗ ҫын пулсан та, темӗскерле пӗлмелле мар шиклӗх ҫуралать, ун пеккинчен вара ниепле те хӑтӑлма май ҫук.

Но приближение сильной грозы или урагана всегда поселяет в человеческом сердце, даже самом мужественном, какую-то неопределённую тревогу, от которой невозможно отделаться.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кун хыҫҫӑн манӑн этемсене яланах йывӑҫ ҫинче пурӑнмалла тӑвас килет.

Я прихожу к заключению, что люди всегда должны жить на деревьях.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫ чаршавӗ тӗксӗмленсе килет.

Ночь опускалась.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Шыв капланса килет!

— Наводнение!

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫӑлӑнасси лашасем хытӑ чупма пултарнинчен анчах килет.

Спасение зависело теперь только от быстроты лошадей.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл пӗр аллӑ ҫулалла ҫитсе пынӑ ҫын, сӑнӗ-пуҫӗпе ҫар ҫыннине мая килет, тӗреклӗскер, ҫӑра усиллӗ, ҫаврака питҫӑмартиллӗ, куҫӗсем кӑвакарма пуҫланӑ, пӑхнисем хӑйӗн аслӑ тивӗҫлӗхне кӑтартса параҫҫӗ — чӗлӗмӗнчен мӑкӑрланса тӑракан ҫӑра тӗтӗм витӗр вӑл пирӗн ҫулҫӳревҫӗсен куҫне ҫапла курӑнчӗ.

Это был человек лет пятидесяти, по виду похожий на военного, ещё крепкий, с густыми усами, круглыми щеками, седеющими волосами и взглядом, исполненным сознания собственного величия, — таким, по крайней мере, он представился нашим путешественникам сквозь густые клубы дыма, вырывавшиеся из его трубки-носогрейки.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Халӗ ман ӗмӗте пурнӑҫлама май килет пулсан, эпӗ ҫак вӑхӑтпа усӑ куратӑп.

— И так как сейчас представляется удобный случай осуществить это желание, я воспользуюсь им, — продолжал географ.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Пӗлетӗр-и, майор, — терӗ вӑл, — манӑн тахҫантанпах вӗҫекен фламингӑна курас килет.

— Знаете ли, майор, — сказал он, — мне с давних пор хотелось увидеть летящих фламинго.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапах та ҫул ҫине тухма кӑшкӑртиччен вӑл йӗнер ҫине сиксе утланма ӗлкӗрчӗ, мӗншӗн тесен унӑн та, ыттисем пекех, часрах Саликас кӳллине ҫитес килет.

Однако сигнал к отправлению застал его уже в седле, так как не менее всех остальных он спешил добраться до озера Салинас.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл каланӑ вӑхӑт документсем ҫинче кӑтартнӑ вӑхӑтпа шӑп кӑна мая килет.

Совпадение этого срока с датой, которой были помечены документы, было полное.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл ӑна хӑш-пӗр енчен илсен, акӑлчансен «гунтерӗпе» танлаштарма май килет, тет.

Он находил в ней некоторое сходство с английским «гунтером».

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ку пирӗн Паганель тусӑмӑра мая килет.

— Это по части нашего друга Паганеля.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗрре сывлӑшра ярӑнса пырса, тепре аялалла чул пек вӑрхӑнса анса, кондор ҫывӑхалла килет.

Огромная птица приближалась, то паря в воздухе, то падая камнем.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫывхарса килет вӑл!

Он приближается!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed