Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайрӗҫ (тĕпĕ: кай) more information about the word form can be found here.
Гекпа Джо татах шыва кӗме кайрӗҫ.

После этого Джо с Геком опять пошли купаться.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том, ҫывӑрас тесе, сулхӑна керсе выртрӗ, ытти пирачӗсем вӑлтапа пулӑ тытма тата утрава пӑхса ҫӳреме кайрӗҫ.

После этого Том выбрал себе тенистый уголок и залег спать до полудня, а остальные пираты отправились ловить рыб у и исследовать остров.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каласа кӑтартнине йӑлтах итлесе пӗтерсен, ачасем тата ытларах мӑнкӑмӑлланса кайрӗҫ, хӑйсене хӑйсем геройсем тесе шутлама тапратрӗҫ.

Наслушавшись его, мальчики и сами принялись задирать нос и хвастать напропалую.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мӑнаккӑшӗ хӑйне канлӗ мар пек пӗрмай ҫаврӑнкаларӗ, пӗр енчен тепӗр еннелле куҫкаласа выртрӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе унӑн ҫӑварӗнчен темӗнле хурлӑхлӑ сӑмахсем туха-туха кайрӗҫ.

Тетя все ворочалась, время от времени что-то горестно бормоча и вздыхая, и беспокойно металась из стороны в сторону.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем шухӑша кайрӗҫ.

Они призадумались.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Гек чӗлӗм туртса пӗтерсен, пурте пӗрле вӑрман ӑшнелле разведкӑпа тухса кайрӗҫ.

И Гек выкурил трубочку, а потом отправились через лес на разведку.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пуллине ветчинапа пӗрле ӑшаларӗҫ те тӗлӗнсех кайрӗҫ: ку таранччен вӗсене нихҫан та пулӑ ҫавӑн пек тутлӑн туйӑнман.

Они поджарили рыбу с грудинкой и даже удивились — никогда еще рыба не казалась им такой вкусной.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑйсен намӑс-симӗсӗпе вӑхӑтлӑха килӗшӳ турӗҫ те пур чухне те пӗр шутлӑ пулман, тӗлӗнмелле пиратсем лӑпкӑн та канлӗн ҫывӑрса кайрӗҫ.

Тогда совесть успокоилась и объявила перемирие, и непоследовательные пираты мирно уснули.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан вӗсем ҫула тухса кайрӗҫ.

Скоро они отчалили.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем хӑйсем патӗнчен пӗр-икӗ ҫӗр утӑм тӑвалларах пысӑк сулӑ ҫинче вут йӑсӑрланса ҫуннине курах кайрӗҫ.

В ста шагах выше по реке они увидели костер, тлеющий на большом плоту.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав намӑссӑр суеҫӗ епле вӗлернине хӑйӗнчен шухӑшласа кӑларса, нимӗн именмесӗр калама пуҫласан, Гекльберрипе Том хӑраса, тӗлӗнсе хытсах кайрӗҫ, куҫпуҫӗсене те чарсах пӑрахрӑҫ.

Тут Гек и Том, онемев от страха и вытаращив глаза, услышали, как закоренелый лжец спокойно рассказывал о том, что видел.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ те Поттер выртнӑ ҫӗртен икӗ утӑмра ют йытӑ тӑнине курах кайрӗҫ.

Они обернулись и увидели, что какая-то собака стоит в нескольких шагах от того места, где лежит Мэф Поттер.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫывӑракан тапрансан, ачасен юн тымарӗсенче юн сивӗнсе ларнӑ пек пулчӗ, хӑйсем те пӗр вырӑнтах хытса кайрӗҫ.

Когда он зашевелился, сердце у мальчиков упало и всякая надежда оставила их.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Нумайччен вӗсем нимӗн те чӗнмесӗр тӑчӗҫ, иккӗшӗ те, хӑйсем масар ҫине килнине вилнӗ ҫынсем епле пӑхаҫҫӗ-ши тесе, шухӑша кайрӗҫ.

Некоторое время длилось молчание: оба мальчика над этим задумались.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан стенара, кравать пуҫ вӗҫӗнче, «вилӗм хуралҫи» ятлӑ нӑрӑ-сехетҫӗ усала систерсе тик-так тунисем илтӗнсе кайрӗҫ.

Потом раздалось зловещее тиканье жука-могильщика в стене, рядом с изголовьем кровати.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем ҫав тери тӑрӑшса, хӗрӳллӗн ҫапӑҫма тапратса ячӗҫ, ҫавӑнпа иккӗшӗ те хашкакан пулчӗҫ, тарласа кайрӗҫ.

И они начали «валять» с таким усердием, что совсем запыхались и взмокли.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том юри хыттӑнах хирӗҫ тӑнӑ пек пулчӗ, анчах хуллен-хулленех хӑйӗн аллине доска ҫинчен сирсерех пычӗ, юлашкинчен вара: «Эпӗ сире юрататӑп!» тесе ҫырнӑ сӑмахсем курӑнса кайрӗҫ.

причем Том делал вид, будто сопротивляется, а сам мало-помалу отодвигал свою руку, пока не показались слова: «Я вас люблю»!

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том сӑвӑса пистон коробки ӑшне, хальтерех ҫеҫ нӑрӑ валли тӗрме пулнӑ коробка ӑшне, хучӗ те, ачасем уйрӑлса кайрӗҫ, кашниех вара хӑйне хӑй ӗлӗкхинчен пуянтарах шутларӗ.

Том посадил клеща в коробочку из-под пистонов, где сидел раньше жук, и мальчики расстались, причем каждый из них чувствовал, что разбогател.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пурте хӑйсем кулса ярассине пусарнипе антӑхса хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗҫ.

К этому времени все в церкви сидели с красными лицами, задыхаясь от подавленного смеха.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫак иртнӗ вунӑ ҫул хушшинче те шкул ун пек сюрприз курманччӗ: пурте тӗлӗнсе хытсах кайрӗҫ.

За последние десять лет школа таких сюрпризов не видала: все удивлялись.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed